Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӗнче (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑс-тӑнне ачаран кӗрсе вырнаҫнӑ ҫак ҫуртшӑн — яланах ӑшӗнче усранӑн туйӑнакан ҫуртшӑн — Ассоль сасартӑк ют пулса тӑчӗ тейӗн; йӗри-тавралла кӑштах тӗлӗнерех те кӑсӑкланарах пӑхса ҫаврӑнчӗ, — килӗ халӗ ӑна урӑх пурнӑҫ тӗркӗшӗвӗнчен темиҫе ҫул иртсен таврӑннӑ чухнехи тӑван вырӑнсем евӗр курӑнать.

С интересом легкого удивления осматривалась она вокруг, как бы уже чужая этому дому, так влитому в сознание с детства, что, казалось, всегда носила его в себе, а теперь выглядевшему подобно родным местам, посещенным спустя ряд лет из круга жизни иной.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан кӗнӗ чух унӑн пулӑшуҫи, тӗтӗм ӑшӗнче анкӑ-минкӗленнипе каютӑри пукансенчен ҫапӑнса унталла-кунталла кумса ҫӳрекенскер, улттӑмӗш сигара туртса пӗтеретчӗ.

Когда Грэй вошел, помощник его докуривал шестую сигару, бродя по каюте, ошалев от дыма и натыкаясь на стулья.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӑшӗнче — савӑнса — никам ҫӗнтерейми шанӑҫ шавлать-кӑпӑкланать.

Глубокая непобедимая вера, ликуя, пенилась и шумела в ней.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Утнӑ май ӑшӗнче те, сасӑпа та ҫепӗҫҫӗн пӑшӑлтатать:

Она шла, шепча то мысленно, то словами:

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Иккӗн пӗчченлӗхре пурӑнни ӑна тепӗр чух шутсӑр пӑшӑрхантарать, анчах унӑн ӑшӗнче хӑюсӑрлӑх хутламӗпе хурлӑх пӗркенчӗкӗ унчченех тымарланнӑ ӗнтӗ, вӗсем пурнӑҫри тӗрлӗ инкеке тӗлӗнмесӗр йышӑнма пулӑшаҫҫӗ.

Одиночество вдвоем, случалось, безмерно тяготило ее, но в ней образовалась уже та складка внутренней робости, та страдальческая морщинка, с которой не внести и не получить оживления.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хин Меннерс ӑшӗнче кулкаласа, кӑштах шӑлне йӗрсе илчӗ, анчах ҫиелтен хӑйне Грэй ыйтнине пӑхӑннӑн тытать.

Хин Меннерс внутренне завертелся и даже ухмыльнулся слегка, но внешне подчинился характеру обращения.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Амӑшӗ ӳпкелешӳсӗр, сӑмах хушмасӑр итлесе ларчӗ, анчах ӑшӗнче — ывӑлӗ хӑйӗн пурнӑҫӗн чӑнлӑхӗ тесе ҫирӗплетсе калани вырӑнне пӗтӗмпех — пӗчӗк Артур выляса йӑпанакан теттесене ҫеҫ курать.

Мать внимала без упреков и возражений, но про себя — во всем, что он утверждал, как истину своей жизни, — видела лишь игрушки, которыми забавляется ее маленький Артур.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӑшӗнче ҫак сӑмахсене итлесе пӑхса Гоп капитан — ӑшӗнчех — Грэя ҫакӑн пек хуравлать:

Выслушав мысленно такое заявление, капитан Гоп держал, мысленно же, следующую речь:

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫакна пӗтӗмпех Грэй хӑйӗн ӑшӗнче илтет.

Все это Грэй слышал внутри себя.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ун ӑшӗнче углерод, шыв тата органикӑллӑ япаласем питӗ нумай.

Он содержит большое количество углерода, воды, а также органические вещества.

Рюгу астероид ҫинче пурнӑҫ тӗввин ҫӑлкуҫне тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31262.html

Ан тив, баскетболла пӑх ӑшӗнче выляччӑр.

Нехай в говне в баскетбол играют.

Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5939.html

Ҫивиттин хӗррисем ҫӗр ҫумне ҫитеймен, анчах ҫак вигвам ӑшӗнче тиртенех тунӑ иккӗмӗш ҫивитти пулнӑ, вал ҫӗрпе пӗрлешсе тӑнӑ, шал енчен ӑна вигвам тавралла купаланӑ тир куписемпе апат-ҫимӗҫ тултарса хунӑ михӗсем тата апат-ҫимӗҫ пӗҫермелли хатӗрсем тытса тӑнӑ, унӑн ҫӳл вӗҫне ик-виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчи шертесенчен ҫыхса лартнӑ.

Нижний край покрышки земли не касался, но внутри вигвама была вторая кожаная обшивка или подкладка, доходившая до земли; с внутренней стороны ее придерживали груды шкур и мешки со съестными припасами и утварью, а верхний конец был привязан к шестам на высоте двух-трех ярдов.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ӑнсӑртран тӗл пулнӑ Нина ҫеҫ ун ӑшӗнче ҫӗнӗ шанчӑк ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӑшӗнче каҫхине Ильинсем патне кайма сӑлтав шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑл вара ӑна итленҫи туса ӑшӗнче унран кулса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Савнӑ ҫынни Тоньӑпа пӗр ҫемьене чӑмӑртансан хӑйне хӑй алла илчӗ, ӑшӗнче тек никама та хам ҫывӑха ямӑп тесе тупа турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ӑшӗнче каҫару ыйтать, сасӑпа — нихӑҫан та.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ӑшӗнче вут-ҫулӑм пулсан та, пурте йӗркеллех тет.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ӑшӗнче ашшӗ-амӑшлӗ студентсене, вӗсен чаплӑ ҫипуҫне ӑмсанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Хӗрӗн кашни хусканӑвӗ ун ӑшӗнче ҫепӗҫ туйӑмсем ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех