Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аван сăмах пирĕн базăра пур.
Аван (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Выльӑх-чӗрлӗхне лайӑх пӑх, кӗтӗвӳсене аван усра: 24. пуянлӑх вӑл — ӗмӗрлӗхе мар, пурлӑх та йӑхран йӑха куҫать-им?

23. Хорошо наблюдай за скотом твоим, имей попечение о стадах; 24. потому что богатство не навек, да и власть разве из рода в род?

Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Пыла нумай ҫини аван мар пулнӑ пек, мухтавшӑн хыпӑнса ҫӳрени те мухтавлӑ мар.

27. Как нехорошо есть много меду, так домогаться славы не есть слава.

Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ӑслисем тата ҫапла каланӑ: сутри ӗҫе ҫыннине кура татса пани — аван мар, тенӗ.

23. Сказано также мудрыми: иметь лицеприятие на суде - нехорошо.

Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Чуна пӗлӳсӗр аван мар, васкаканӑн ури йӑнӑш пусать.

2. Нехорошо душе без знания, и торопливый ногами оступится.

Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Тӳрӗ ҫынна сутра ҫапса хуҫасшӑн усал ҫын майлӑ пулни аван мар.

5. Нехорошо быть лицеприятным к нечестивому, чтобы ниспровергнуть праведного на суде.

Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Тӳрӗ ҫынна айӑплани те, пуҫлӑхсене тӳрӗлӗхшӗн хӗнени те аван мар.

26. Нехорошо и обвинять правого, и бить вельмож за правду.

Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. [Мана:] «аван-ха ку! аван!» теекенсем мана мӑшкӑлланӑшӑн каялла тарччӑр!

4. Да будут обращены назад за поношение меня говорящие [мне]: «хорошо! хорошо!»

Пс 69 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Мана: «аван-ха ку! аван!» теекенсем намӑса юлнипе шуйханса ӳкчӗр.

16. Да смятутся от посрамления своего говорящие мне: «хорошо! хорошо!»

Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе сут ту мана, вӗсем ман тӗлӗшӗмрен ан савӑнайччӑр; 25. хӑйсен ӑшӗнче: «аван-ха ку! [аван!] ӗнтӗ кӑмӑлӑмӑр тулчӗ!» тесе ан шухӑшлайччӑр.

24. Суди меня по правде Твоей, Господи, Боже мой, и да не торжествуют они надо мною; 25. да не говорят в сердце своем: «хорошо! [хорошо!] по душе нашей!»

Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Кӑлӑхах тапӑнакан тӑшманӑмсем мана ҫӗнтерсе ан савӑнайччӑр, мана айӑпсӑр ҫӗртенех курайман ҫынсем пӗр-пӗрне куҫ хӗссе ан тӑрайччӑр; 20. тӑнӑҫлӑх ҫинчен калаҫмаҫҫӗ вӗсем, ҫӗр ҫинче татуллӑ пурӑнакансем ҫинчен чее кавар тӑваҫҫӗ; 21. ҫӑварне карса, манран кулаҫҫӗ: «аван-ха ку, аван, куҫӑмӑр курчӗ ӗнтӗ» тееҫҫӗ.

19. чтобы не торжествовали надо мною враждующие против меня неправедно, и не перемигивались глазами ненавидящие меня безвинно; 20. ибо не о мире говорят они, но против мирных земли составляют лукавые замыслы; 21. расширяют на меня уста свои; говорят: «хорошо! хорошо! видел глаз наш».

Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Сирӗнтен нимӗн те пытармастӑп; мӗн калассине каларӑм ӗнтӗ: патша вӑрттӑнлӑхне пӗлтерменни аван, Турӑ ӗҫӗсене пӗлтерни — мухтава тивӗҫлӗ.

11. Не скрою от вас ничего; я сказал уже: тайну цареву прилично хранить, а о делах Божиих объявлять похвально.

Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Патша вӑрттӑнлӑхне пӗлтерменни аван, Турӑ ӗҫӗсене пӗлтерни — мухтава тивӗҫ.

7. Тайну цареву прилично хранить, а о делах Божиих объявлять похвально.

Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ Хӑвах ҫапла каланӑ: «этеме пӗччен пурӑнма аван мар, ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар» тенӗ.

Ты сказал: нехорошо быть человеку одному, сотворим помощника, подобного ему.

Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл. 9. Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.

8. Но Господь сказал Давиду, отцу моему: «у тебя есть на сердце построить храм имени Моему; хорошо, что это на сердце у тебя. 9. Однако не ты построишь храм, а сын твой, который произойдет из чресл твоих, - он построит храм имени Моему».

2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Годолия вӗсен умӗнче тата вӗсен ҫыннисем умӗнче тупа туса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса тӑрассинчен ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче вырӑнаҫӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, вара хӑвӑрах аван пулӗ, тенӗ.

24. И поклялся Годолия им и людям их, и сказал им: не бойтесь быть подвластными Халдеям, селитесь на земле и служите царю Вавилонскому, и будет хорошо вам.

4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем эпир выҫӑпа аптӑранине аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен тапӑрӗнчен тухнӑ та хирте пытанса ларнӑ, вӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: «кусене эпир хуларан тухнӑ-тухман чӗрӗллех ярса илетпӗр те хамӑр вара хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе каятпӑр» теҫҫӗ, тенӗ.

Они знают, что мы терпим голод, и вышли из стана, чтобы спрятаться в поле, думая так: «когда они выйдут из города, мы захватим их живыми и вторгнемся в город».

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ; 18. анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл; 19. ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.

17. У Давида, отца моего, было на сердце построить храм имени Господа Бога Израилева; 18. но Господь сказал Давиду, отцу моему: «у тебя есть на сердце построить храм имени Моему; хорошо, что это у тебя лежит на сердце; 19. однако не ты построишь храм, а сын твой, исшедший из чресл твоих, он построит храм имени Моему».

3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Аван мар, ачамсем, эпӗ [сирӗн ҫинчен] илтекен сас-хура лайӑх мар, [ун пек ан тӑвӑр — эпӗ илтекен сас-хура лайӑх мар]; эсир Ҫӳлхуҫа халӑхне пӑсатӑр; 25. эхер те этем этеме хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, уншӑн Турра кӗлтӑваҫҫӗ; эхер те этем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫылӑхлӑ ӗҫ тӑвать пулсассӑн, ун хутне кӗрекенни кам пулӗ? тенӗ.

24. Нет, дети мои, нехороша молва, которую я слышу [о вас, не делайте так, ибо нехороша молва, которую я слышу]; вы развращаете народ Господень; 25. если согрешит человек против человека, то помолятся о нем Богу; если же человек согрешит против Господа, то кто будет ходатаем о нем?

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иероваалпа ун кил-йышне мӗн кӑтартрӑр, аван турӑр-и, вӑл ырӑ тунине мӗнпе тавӑртӑр эсир?

И хорошо ли вы поступили с Иероваалом и домом его, и сообразно ли с его благодеяниями поступили вы?

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван; 18. Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ; 19. кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп; 20. анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.

17. И сказал мне Господь: хорошо то, что они говорили [тебе]; 18. Я воздвигну им Пророка из среды братьев их, такого как ты, и вложу слова Мои в уста Его, и Он будет говорить им все, что Я повелю Ему; 19. а кто не послушает слов Моих, которые [Пророк тот] будет говорить Моим именем, с того Я взыщу; 20. но пророка, который дерзнет говорить Моим именем то, чего Я не повелел ему говорить, и который будет говорить именем богов иных, такого пророка предайте смерти.

Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех