Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрать (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округ 13 ҫумокругран (upazilas) тӑрать.

Округ состоит из 13 подокругов (upazilas).

Динаджпур // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%83%D1%80

Тӗн тӗлӗшӗпе халӑх ҫапла уйрӑлса тӑрать: мӑсӑльмансем — 76,65%, индуистсем — 20,58 %, христиансем — 0,80 %.

Религиозный состав населения: мусульмане — 76,65 %, индуисты — 20,58 %, христиане — 0,80 %.

Динаджпур // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%83%D1%80

Австри империйӗ шутне кӗнӗ хыҫҫӑн хула вӑйлӑ аталанса политикӑпа суту-илӳ тӗлӗшӗнчен пысӑк центр пулса тӑрать.

В составе Австрийской империи город интенсивно развивается и превращается в крупный политический и торговый центр.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Квебек хулин полици управленийӗ хулари хӑрушсӑрлӑха тытса тӑрать.

Полицейское управление города Квебек обеспечивает безопасность в городе.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Чукун ҫул транспортне «VIA Rail» компани (Гар-дю-Пале станци) тытса тӑрать.

Железнодорожный транспорт управляется компанией «VIA Rail» (станция Гар-дю-Пале).

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Ҫак климат тӑватӑ лайӑх палӑракан вӑхӑтран тӑрать: сывлӑш температури 35 °С те иртекен шӑрӑх ҫу тата сывлӑш температури -30 °C те аннипе тата юр нумай ҫунипе палӑракан сивӗ хӗлсем.

Этот климат характеризуется четырьмя чётко выраженными сезонами: жаркое лето, с максимумом выше 35 ° С и холодные зимы, с минимумами до −30 °C и обильными снегопадами.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Халӑх йышне пӑхсан Канадӑра вӑл ку виҫепе саккӑрмӗш вырӑнта тӑрать.

Это восьмой по величине город в Канаде.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Архипелаг кӑнтӑр-анӑҫран ҫурҫӗр-тухӑҫалла тӑсӑлать, Антарктика ҫурутравӗнчен Брансфилд тинӗс пырӗпе, Кӑнтӑр Америкӑран — Дрейк тинӗс пырӗпе уйрӑлса тӑрать.

Архипелаг тянется с юго-запада на северо-восток и отделяется от Антарктического полуострова проливом Брансфилд, а от Южной Америки — проливом Дрейка.

Кӑнтӑрти Шетланд утравӗсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D3% ... 0%B5%D0%BC

Ҫавӑн йышши пурнӑҫ ҫаврисем ҫинче тытӑнса тӑрать те тӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ун куҫӗ умне каллех Нинук йывӑҫ улмине икӗ хутчен ҫыртса илни тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах амӑшӗ тӑван киле ан пӑрах тени тытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӗме ирӗк панине кӗтмесӗрех алӑк уҫӑлса каять те пӳлӗме канистра шыв йӑтнӑ Михха мучи кӗрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Самате тӑван ҫӗр хӑй пулӑшса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав вӑхӑтрах кунта калама ҫук пысӑк тасалӑх, пӗтӗм тӗнчене юратмалӑх туйӑм палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӳпе шӑп тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пуласлӑхра пӗтӗм тавралӑх вӗсене ҫӑтмах пек курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫырмари ҫӑтмах // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӑл куҫ чӗри ӗлӗкхи пекех пӑл-пӑлл! туса тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халь тин айккинчен пӑхсан ку кулӑшла та курӑнать пуль, анчах пурте питӗ савӑнса тӑраҫҫӗ те, пурне те вӑй кӗрсе кайнӑ та, шӳт-кулӑ кӑна янӑраса тӑрать икӗ ҫырма пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫут ҫанталӑкра пур япала та пӗр-пӗринпе пулӑшуллӑн ҫыхӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Калӑпӑр, эпӗ те вӗт аннене пулӑшатӑп, анне те мана ас тутарсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех