Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӑм (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче эпӗ унӑн ӗлӗкхи пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлме шут тытрӑм; хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗшӗн вӑл тунсӑхланипе тунсӑхламаннине, унӑн киле таврӑнас шухӑшӗ пуррипе ҫуккине пӗлес килетчӗ.

Однажды мне вздумалось расспросить его о прошлой жизни; я хотел узнать, не тоскует ли он по родине и не хочет ли вернуться домой.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Манӑн сана усал тӑвас шухӑшӑм ҫук тесе ӗнентерес шутпа эпӗ ӑна аллинчен тытрӑм та кулса ятӑм, унтан вӗлернӗ качака путекӗ ҫине кӑтартса, кайса пӑхма хушрӑм.

Желая внушить ему, что я не имею намерения причинять ему зло, я взял его за руку, засмеялся и, указав на убитого козленка, велел ему сбегать за ним.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Ҫисе пӑхтӑр-ха вӑл качака ашне», — терӗм хама хам, унтан вара ӑна сунара илсе кайма шут тытрӑм.

«Пусть он попробует мясо козы», — сказал я себе и решил взять его с собой на охоту.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ карап ҫинчен илсе килнӗ япаласене малтанхи ҫӗрпӳрте мар, нумаях пулмасть ҫӗр айӗнче тупнӑ паха вырӑна илсе кайма шут тытрӑм, мӗншӗн тесен унта ҫитме нумай ҫывӑхрахчӗ.

Я решил перенести свою добычу с корабля не в пещеру, а в новый грот, так как туда было ближе.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кун хыҫҫӑн манӑн каллех кӑмӑл ҫӗкленсе кайрӗ, тепӗр кунне вара кӑвак ҫутӑллах тинӗсе кайма шут тытрӑм.

Я снова воспрянул духом и решил завтра чуть свет выйти в море.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ вӗсене сасартӑк тапӑнма шут тытрӑм, юлашки хутӗнчи пек, икӗ ушкӑна пайланса килес пулсан уйрӑмах тапӑнма меллӗ терӗм.

Я решил напасть на них врасплох, особенно если они опять разделятся на две группы, как это было в последний их приезд.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ хамӑн пӗтӗм артиллерие авӑрларӑм (артиллери тесе тулашри стена ҫумӗнче лафетсем ҫинче тӑракан мушкетсене калатӑп), икӗ пистолета тӗрӗслесе авӑрларӑм, унтан вара юлашки сывлӑш тухиччен ҫапӑҫса хӳтӗленме шут тытрӑм.

Я зарядил всю свою артиллерию (так я называл мушкеты, стоявшие на лафетах вдоль наружной стены), осмотрел и зарядил оба пистолета и решил защищаться до последнего вздоха.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кирлӗ япаласене нумайӑшне ҫав вырӑна хӑвӑртрах куҫарма шут тытрӑм, — чи малтан пӑшал тарне, сунара ҫӳремелли икӗ пӑшала тата виҫӗ мушкета куҫартӑм.

Решил тотчас же перенести в мой грот большую часть тех вещей, которыми я особенно дорожил, — прежде всего порох и все запасное оружие, то есть два охотничьих ружья и три мушкета.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Апат-ҫимӗҫпе ҫӑкӑр пӗҫерме вара кӑмрӑк ҫунтарса хатӗрлеме шут тытрӑм.

А для того чтобы у себя дома стряпать еду и печь хлеб, я решил обзавестись древесным углем.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр ҫулталӑка яхӑн иртрӗ, пурӑна киле эпӗ хам кимме ҫав вырӑнтан илсе тухма шут тытрӑм: ҫӗннине тума питех те йывӑр!

Но прошло еще около года, и в конце концов я все же решился вывести оттуда свою лодку: очень уж трудно было делать новую!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ хама хам татӑклӑнах ҫакӑн пек ӗнентерсе ҫитертӗм: хӑрасси вӑл хам тунӑ йӑнӑш пирки пулчӗ, терӗм, анчах та, нимӗнле иккӗленӳ те ан юлтӑр тесе, эпӗ леш ҫыран хӗррине тепӗр хут кайса килме тата ҫав ют йӗрпе хам йӗре танлаштарса пӑхма шут тытрӑм.

Я окончательно убедил себя, что все мои страхи внушены мне нелепой ошибкой, но, чтобы уж не оставалось никаких сомнений, я решил еще раз сходить на тот берег и сличить таинственный след с отпечатком моей ноги.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пурӑна киле эпӗ кӗтӳ ҫӳретме пилӗк карта тытрӑм, качакасене пӗр картинчи ҫарантан тепӗр картинчи ҫарана куҫарса ҫитерме алӑксем турӑм.

Со временем я устроил пять огороженных загонов; все они сообщались между собою воротцами, чтобы можно было перегонять коз с одного лужка на другой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ кашкӑр шӑтӑкӗсем чавса хума шут тытрӑм.

Тогда я решил попробовать волчьи ямы.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӗтӗм чӗререн савӑнса, эпӗ кимме тинӗсӗн тепӗр еннелле каякан юхӑмӗ ҫине тытрӑм, ҫула май ҫилпе усӑ курма парӑса ҫавӑртӑм.

С бьющимся от радости сердцем направил я свою лодку в обратную струю, подставил парус попутному ветру.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халӗ вара, кимӗ туса ҫитерсен, эпӗ, тем пулсан та, утрав йӗри-тавра тинӗспе ишсе ҫаврӑнма шут тытрӑм.

И вот теперь, когда у меня появилась лодка, я решил во что бы то ни стало объехать свой остров морем.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пиншакпа йӗм ҫӗленӗ хыҫҫӑн эпӗ тата зонт ҫӗлеме шут тытрӑм.

После куртки и штанов я задумал смастерить себе зонтик.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах малтан эпӗ вӗсене хӗвел ҫинче нумайтарах тытрӑм, ҫавӑнпа та вӗсем хытса кайрӗҫ, вӗсенчен нимӗн те ҫӗлеме пулмарӗ.

Только вначале я по неопытности слишком долго держал их на солнце, поэтому первые шкуры были так жестки, что едва ли могли на что-нибудь пригодиться.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ матрос бушлачӗсенчен пиншаксем ҫӗлеме шут тытрӑм, вӗсем манӑн ахалех выртатчӗҫ.

Поэтому я решил попытаться переделать на куртки матросские бушлаты, которые у меня все равно лежали без употребления.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑшт тӑрсан, кимӗпе тинӗс хушшине виҫсе пӑхрӑм та канал алтма шут тытрӑм: шыв патне кимме илсе пыма май ҫук пулсан, шывне кимӗ патне илсе пырӑп, терӗм.

Тогда я вымерил расстояние, отделявшее пирогу от моря, и решил вырыть для нее канал: если нельзя было провести лодку к воде, оставалось провести воду к лодке.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Калас пулать, эпӗ ку чармава ҫӗнтерме шут тытрӑм: ҫыран ҫинчи пӗтӗм тӑпрана чавса аяккалла пӑрахсан, ҫыран сӗвекленет, вара кимме антарма май пулать.

Впрочем, я храбро решил его устранить: надо было снять всю лишнюю землю таким образом, чтобы от леса до берега образовался отлогий спуск.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех