Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман, 2. Израиль патшисен ҫулӗпех ҫӳренӗ, ҫитменнине тата Ваал кӗлеткисене шӑратса туса тултарнӑ; 3. Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче тӗтӗрнӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, Ахаз хӑй ывӑлӗсене те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ; 4. тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Ахаз, ларнӑ.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иоафамӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн вӑрҫисене тата вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ: 8. патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Иоафам ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иеруша, вӑл Садок хӗрӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иоафам, ларнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Азария священник тата Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракан сакӑрвунӑ священник, хӑюллӑ ҫынсем, ун хыҫҫӑн кайнӑ та 18. Озия патшана сивлесе каланӑ: Озия, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗресси санӑн ӗҫ мар; ку вӑл — священниксен, Аарон ывӑлӗсен, ӗҫӗ, вӗсене ҫавна тума халалланӑ; сӑваплӑ вырӑнтан тух — эсӗ саккуна пӑсрӑн, ҫакӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче чыс пулас ҫук, тенӗ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫара икӗ пин те ултҫӗр ҫын ертсе пынӑ, лешӗсем, харсӑрскерсем, ӑру, кил-йыш пуҫӗсем пулнӑ; 13. вӗсен аллинчи ҫарта виҫҫӗр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ, вӗсем вӑрҫа паттӑррӑн кӗнӗ, патшана тӑшманӗсемпе кӗрешме пулӑшнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патшана ларнӑ чухне Озия вунулттӑра пулнӑ, вӑл Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иехолия, вӑл Иерусалимран пулнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея халӑхӗ вара вунултӑ ҫула ҫитнӗ Озияна ашшӗ вырӑнне, Амасия вырӑнне, патшана лартнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пророк каланӑ чухне патша ӑна хуравланӑ: сана патшана канаш пама лартнӑ-им? хӑвна вӗлериччен — чарӑн! тенӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Амасияна ҫилленсе ҫитнӗ, Вӑл ун патне Хӑйӗн пророкне янӑ, лешӗ каланӑ патшана: хӑйсен халӑхне сан аллунтан хӑтарайман ҫав халӑхсен туррисене мӗн-ма пуҫҫапатӑн эсӗ? тенӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑй аллинче патшалӑх ҫирӗпленсе ҫитсессӗн, вӑл патшана, хӑйӗн ашшӗне, вӗлернӗ чурасене вӗлерттернӗ.3. Когда утвердилось за ним царство, тогда он умертвил рабов своих, убивших царя, отца его.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Амасия ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши Иерусалимра патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иегоаддань, вӑл Иерусалимран пулнӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Амасия, ларнӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Иоас ҫиччӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл хӗрӗх ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Цивья, вӑл Вирсавия хулинчен пулнӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иодай ӗнтӗ ҫӗрпӳсемпе, халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе, ҫӗрӗн мӗнпур халӑхӗпе пӗрле патшана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен патша керменне ӑсатнӑ, тури хапха витӗр иртсе, патша керменне ҫитсе патшана аслӑ пукан ҫине лартнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан, патшана мухтакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне халӑх патне пынӑ, 13. курнӑ вара: хӑйӗн ҫӳллӗ вырӑнӗнче, Ҫурта кӗнӗ ҫӗрте, патша тӑрать; патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ; юрӑ ӑстийӗсем кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ калаҫҫӗ, мухтав юррийӗ юрлаҫҫӗ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ патша ывӑлне илсе тухнӑ, ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ, патша туйине тыттарнӑ, вара Иодайпа унӑн ывӑлӗсем, ӑна патшана лартса, пуҫне ҫу сӗрнӗ те: сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрнӑ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Левитсем, кашнийӗ кӑрал тытса, патшана пур енчен те хупӑрласа илччӗр, кам та кам Турӑ Ҫуртне кӗрес тет, ҫавӑ вилме тивӗҫ.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшана ларнӑ чухне Охозия ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл ҫулталӑк хушши патшара ларнӑ.2. Двадцати двух лет был Охозия, когда воцарился, и один год царствовал в Иерусалиме;
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.