Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑштах сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑштах (тĕпĕ: кӑштах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мичо бай ҫак сӑмахсемпе халӑха кӑштах та пулин хӑпартлантарчӗ.

Дядюшке Мичо удалось немного подбодрить общество этими словами.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсенче кӑштах та пулин тӗрӗсси те пурах пуль.

В них, наверное, есть доля правды.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко сӑмахӗ Мичона кӑштах ҫилле хывтарчӗ.

Возражения Марко немного рассердили Мичо.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пулас чаплӑ пӑлхавҫӑн вут та хӗм сапса тӑракан куҫне курнипех аптраса ӳкнӗ Смион хаджи кӑштах пӑрӑнса тӑчӗ, вӑл шӑхӑрма пӑхакан ҫынна кӑтартасшӑн пулчӗ.

Смущенный огневым взглядом будущего апостола, Хаджи Смион слегка отодвинулся, чтобы тот смог увидеть зрителя, который собирался свистеть, то есть Стефчова.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Онбаши кӑштах пӑлхарла пӗлетчӗ, анчах Мунчо тытӑнчӑклӑн калаҫнипе нимӗн те ӑнланмарӗ.

Онбаши немного знал по-болгарски, по невнятных слов Мунчо не разобрал.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клеопатра, ун аллине ҫулакаланӑ май, кӑштах ҫыртам пек тусан та, аллине туртса илмерӗ.

И не отнял руку когда Клеопатра облизала ее и легонько захватила зубами.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑштах тӑрсан, мелникпе Кралич, вӗсемпе пӗрлех Марийка та, лешсемпе кӗрмешнӗ чух нӑшӑклатса хурама айне пытанса тӑнӑскер, ҫавӑнтан кайран халь те ӗсӗклеме чарӑнаймасӑр, мӑнастир еннелле утрӗҫ.

Немного погодя мельник, Кралич и Марийка, которая во время борьбы спряталась под вязом и теперь всхлипывала с перепугу, направились к монастырю.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра Марийка витӗнкӗҫне кӑштах сирчӗ те кӗнӗ ҫынсем еннелле ҫаврӑнчӗ.

В эту минуту Марийка откинула одеяло и повернулась линем к вошедшим.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марийка кӗтесселле кайрӗ, ашшӗпе хӑй валли вырӑн сарчӗ, кӑштах турра кӗл тунӑ хыҫҫӑн качака кашми ҫине пырса выртрӗ; терт курман ачасем пекех вӑл, выртнӑ май, ҫывӑрса та кайрӗ.

Марийка послушно отошла в угол, постелила себе и отцу и, положив несколько земных поклонов, легла на козью кошму; как всякое беззаботное существо, она заснула немедленно.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эп, тупата, турӑ сыхлатӑрах ҫав сана, кӑштах инкек туса хураттӑмччӗ-ҫке! — тесе хучӗ Марко, пистолет пускӑччине асӑрханса ҫеҫ вӗҫертсе.

Эх, сохрани тебя господь, чуть было я не наделал дел! — проговорил Марко, осторожно спуская курок пистолета.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ан та калаҫ, кӑштах ҫырткаламалла ӗнтӗ санӑн.

— Нет, тебе надо подзакусить.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко кӑштах пӗшкӗнчӗ, пӑшалӗпе тӗлленӗ май, хытӑ кӑшкӑрса ячӗ:

Пригнувшись, Марко прицелился и громко крикнул:

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑштах тӑрсан, витене ҫывӑх алӑкран васкаса тухрӗ.

Немного погодя он выбежал из другой двери, той, что была поближе к конюшне.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халиччен кӑштах ларнӑ Марко судья пулса тӑрать.

И Марко из бесстрастного зрителя превратился в судью.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Куҫхаршисем кӑштах пӗрлешеҫҫӗ те каллех уйрӑлаҫҫӗ, пӗрлешеҫҫӗ те каллех уйрӑлаҫҫӗ.

Брови слегка сдвигались и раздвигались, сдвигались и раздвигались.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑрансан, вӑл хӑйӗн ӑшӑ вырӑнӗ ҫинче ачашланса выртать, унӑн тӑрасси килмест, вӑл шухӑшлать те, шухӑшламасть те, кӑштах тӗлӗрет те, тӗлӗрмест те, — ку вӑл шӑп кӑна паянхи куна тивекен хӑшпӗр япаласем ҫинчен — ҫак кунсене, мӗнле те пулин хуҫалӑхри япалана, мастерскоя, пӗлӗшсене, паянхи куна мӗнле ирттермелли ҫинчен тунӑ плана тивекен япаласем ҫинчен шухӑшлать, ку, паллах ӗнтӗ, тӗлӗрни мар; анчах, кунсӑр пуҫне, тата икӗ япала пур, туй хыҫҫӑн виҫӗ ҫултан виҫҫӗмӗш те пулчӗ, вӑл та, Митя, кунтах, ун аллинче; паллах, Дмитрий тусне хисепленипе «Митя» ӗнтӗ вӑл; ытти икӗ япаласенчен пӗри вара — пурнӑҫра ӑна хӑйне вырӑн, ирӗк паракан ӗҫ ҫинчен шухӑшлани, тепӗр шухӑш — Саша; ку шухӑша уйрӑм шухӑш теме те ҫук, вӑл кашни шухӑш ҫумне хушӑнать, мӗншӗн тесен Саша унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑрать; ҫак шухӑш, ҫак уйрӑм мар, яланхи шухӑш ун пуҫӗнче пӗччен ҫеҫ юлсан вара, — вӑл ун пуҫӗнче нумай, питӗ нумай вӑхӑт пӗччен пулать, — ӑна мӗнле каламалла?

Просыпаясь, она нежится в своей теплой постельке, ей лень вставать, она и думает и не думает, и полудремлет и не дремлет; думает — это, значит, думает о чем-нибудь таком, что относится именно к этому дню, к этим дням, что-нибудь по хозяйству, по мастерской, по знакомствам, по планам, как расположить этот день, — это, конечно, не дремота; но, кроме того, есть еще два предмета, года через три после свадьбы явился и третий, который тут в руках у ней, Митя: он «Митя», конечно, в честь друга Дмитрия; а два другие предмета, один — сладкая мысль о занятии, которое дает ей полную самостоятельность в жизни, другая мысль — Саша; этой мысли даже и нельзя назвать особою мыслью, она прибавляется ко всему, о чем думается, потому что он участвует во всей ее жизни; а когда эта мысль, эта не особая мысль, а всегдашняя мысль, остается одна в ее думе, — она очень, очень много времени бывает одна в ее думе, — тогда как это назвать?

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫак япаласем пурте ҫӗнӗ лӑпкӑ вӑхӑтра кивӗ лӑпкӑ вӑхӑтри пекех юлчӗҫ; анчах хальхи ҫӗнӗ лӑпкӑ вӑхӑтра ҫаксем пурте кӑштах улшӑнчӗҫ е улшӑнмарӗҫ те пулӗ, анчах ҫапах та ӗлӗкхинчен пачах урӑхла пулса тухать, пурнӑҫӗ те йӑлтах урӑхла пек.

Все это осталось по-прежнему в новое спокойное время, как было в прежнее спокойное время; только в нынешнее новое спокойное время все это несколько изменилось, или, пожалуй, не изменилось, но все-таки выходит не совсем то, что в прежнее время, и жизнь выходит вовсе не та.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лопухов хӑй ҫинчен мӗнле шухӑшланине, ун ҫинчен Рахметов мӗн шухӑшланине (Мерцалов мӗн шухӑшланине, Мерцалова мӗн шухӑшланине, утрав ҫинче унпа кӗрешнӗ офицер мӗн шухӑшланине), кӑштах вӑхӑт иртсен, Вера Павловна та, ӑна ун пирки никам каламасан та, хӑй ҫинчен мӗн шухӑшлама пуҫланине аван чухланӑ.

Лопухов очень хорошо знал, что все, что думает теперь про себя он и думает про него Рахметов (и думает Мерцалов, и думает Мерцалова, и думает тот офицер, который боролся с ним на островах), стала бы через несколько времени думать про него и Вера Павловна, хотя ей никто этого не скажет.

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакна вӑл, яланхи пекех кашнинчех сахал сӑмахсемпе, анчах витмелле каларӗ, улттӑмӗш стакан чей тултарчӗ, унта юлашки хӑймана ячӗ, юлнӑ печенине илчӗ, — дамӑсем паҫӑрах чей ӗҫсе тӑраннӑ ӗнтӗ, — пуҫ тайрӗ те, ҫав япаласене илсе, ҫисе киленме каллех кабинета кайрӗ, кунта вӑл кӑштах диван ҫине выртса савӑнма та шутларӗ, — кун пек диван ҫинче кашниех ҫывӑрать ӗнтӗ, анчах та вӑл Рахметовшӑн питех те киленмелли япала пулнӑ.

Выразил это мнение каждый раз в немногих, но сильных словах, по своему обыкновению, налил шестой стакан, вылил в него остальные сливки, взял остальное печенье, — дамы уже давно отпили чай, — поклонился и ушел с этими материалами для финала своего материального наслаждения опять в кабинет, уже вполне посибаритствовать несколько, улегшись на диване, на каком спит каждый, но который для него нечто уже вроде капуанской роскоши.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӑх чупса пынӑ, дамӑна шарабан ҫинчен анма пулӑшнӑ, Рахметова ҫӗклесе тӑратнӑ; унне кӑштах кӑкӑрне амантнӑ пулнӑ, анчах та чи йывӑрри, кустӑрма ун уринчен чылай пысӑк татӑках какай тӑпӑлтарса илнӗ.

Подбежал народ, помогли даме сойти с шарабана, подняли Рахметова; у него была несколько разбита грудь, но, главное, колесом вырвало ему порядочный кусок мяса из ноги.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех