Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сире (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн йӗркеллӗ те ӑнлануллӑ ҫынсем ҫителӗклӗ пулнӑ пулсан, эпӗ сире хамах персе пӑрахӑттӑм.

Я застрелил бы вас сам, ежели бы у нас хватало толковых людей.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Пирӗн судсем арканса кайман пулнӑ пулсан, эпӗ сире суда парӑттӑм.

Я отдал бы вас под суд, ежели бы они у нас не развалились.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Ну, кӑтартӑр-ха, мӗнле хут панӑ сире

— Ну, покажите, какую вам дали бумагу…

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Владивостокран мӗнле кӑларса ячӗҫ-ха сире? — ыйтрӗ комиссар витӗмлӗн.

— Как же вас выпустили из Владивостока? — спросил комиссар пытливо.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Эпӗ сире кун ҫинчен пӗрре кӑна мар каланӑ.

Я уж вам не раз говорил об этом.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Эп сире каларӑм вӗт, эпӗ пурӗ те ҫар портӗнчи токарь ҫеҫ.

Я вам говорил, что я просто токарь военного порта.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Эпир сире тумтир патӑмӑр, эпир сире ҫӑкӑр патӑмӑр, анчах та эсир пире японеца сутатӑр-и?

Мы дали вам одежду, мы дали вам хлеб, а вы нас японцу продаете?

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Эпӗ сире хам патӑмри халӑха илӗртсе илсе килме те вӗрентӗп! — терӗ.

 — Я вас научу заманивать ко мне публику!

Ҫӗнӗ пуканесен театрӗ малтанхи спектакльне кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Эпӗ сире, путсӗрсене, наянланма вӗрентӗп! — терӗ вӑл, хаяррӑн мӗкӗрсе ярса.

— Я вас, паршивцы, отучу лениться! — свирепо зарычал он.

Ҫӗнӗ пуканесен театрӗ малтанхи спектакльне кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Акӑ сире, айвансене, кӑтартӑп! — терӗ.

— Вот я вас ужо, баловники!

Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Пьеро сире мӗн тума кирлӗ… — тесе ыйтрӗ Буратино.

— А Пьеро вам на что? — спросил Буратино.

Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Ну, туянтарчӗ те вара сире вӑл йывӑҫ ача, — терӗ Дуремар, — сирӗн ӗнсӗр ҫине чи лайӑх сӗлӗхсене икӗ дюжинах лартма тивет ӗнтӗ… — терӗ вӑл.

— Ну и отделал же вас мальчишка! — сказал Дуремар, — придётся вам приставить к затылку две дюжины самых лучших пиявок…

Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Буратино, эсир йытӑсемпе ҫапӑҫса вӗсене ҫӗнтернӗ пулсан, пире Карабас Барабасран хӑтартӑр пулсан, малалла та хӑвӑра-хӑвӑр маттур пулатӑр пулсан, — сире аллӑрсене ҫӑвассинчен тата апат умӗн шӑлсене тасатассинчен хӑтарать-ха тесе ан шухӑшлӑр… — терӗ.

— Не думайте, Буратино, что если вы дрались с собаками и победили, спасли нас от Карабаса Барабаса и в дальнейшем вели себя мужественно, то вас это избавляет от необходимости мыть руки и чистить зубы перед едой…

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Эсир мана хӑна тунӑшӑн эпӗ сире пӗр вӑрттӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерем, — терӗ.

 — Чтобы отплатить за ваше гостеприимство, я вам открою тайну».

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Эсир питех те путсӗр ача, сире куншӑн асаплантармалла! — тесе хучӗ хӗрача.

— Вы гадкий шалун, вы должны быть наказаны! — сказала девочка.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хӑвӑрӑн ҫӗтӗк-ҫурӑкӑрсене хывса ывӑтӑр, сире лайӑх пиншакпа йӗм парӗҫ, — терӗ хӗрача.

— Снимите ваши лохмотья, вам дадут приличную куртку и штанишки, — сказала девочка.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Сире ӗнтӗ, эпӗ пӑхса ӳстеретӗп, эпӗ пӗлетӗп мӗн тумаллине, — тет хӗрача.

— Теперь я займусь вашим воспитанием, будьте покойны, — сказала девочка.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Кам сире пӑхса ӳстерет, калӑр-ха тархасшӑн? — тет хӗрача.

 — Кто вас воспитывает, скажите, пожалуйста? — сказала девочка.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Питех те хушса хӑварчӗҫ, вӗсем сире вӑхӑта вӑраха ямасӑрах, синьор Буратино, вӑрманалла каякан ҫулпа чупма хушрӗҫ… — терӗ ӑна хирӗҫ хуҫи.

— Очень даже велели, — чтобы вы, синьор Буратино, не теряя ни минуты, бежали по дороге к лесу… — ответил ему хозяин.

«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино пилӗк ылтӑн укҫана кӗсъине чикрӗ те, хисеплӗн пуҫ тайса: — Тав тӑватӑп сире, синьор. Эсир укҫана шанса памашкӑн кунтан шанчӑклӑрах алӑсем тупаймӑр… — тӗрӗ Буратино.

Буратино положил пять золотых монет в карман и ответил с вежливым поклоном: — Благодарю вас, синьор. Вы не могли доверить деньги в более надёжные руки…

Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех