Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑл (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайӑшӗ ывӑнса ҫитнипе урисене аран сӗтӗрсе утакан пулнӑ учӗсене ҫӑл патне чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса пычӗҫ.

Многие в поводу вели усталых, волочащих ноги лошадей.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тыткӑна илнисем ҫӑл патне шыв ӗҫме пынине курчӗ.

Он видел, как пленные пошли к колодцу напиться.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Батарея командирӗпе офицерсем, ҫурӑмӗсемпе ҫӑл пури ҫумне сӗвенсе, ҫӗр ҫинче лараҫҫӗ, чӗлӗм туртаҫҫӗ.

Офицеры и командир батареи сидели на земле, прислонясь спинами к срубу колодца, курили.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӑл патӗнче халь тейӗн халь ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр батарея тӑрать.

Возле колодца стояла в полной боевой готовности батарея.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗрремӗш взвода ҫак виҫӗ кил пулать, иккӗмӗшӗ сулахай енчисене вырнаҫать, виҫҫӗмӗшӗн ҫав ҫӑл тӗлӗнчинчен йӗркипе тӑватӑ кил йышӑнмалла.

Первому — вот три двора, второму — по левой стороне, третьему — вон энтот двор, где колодезь и ишо четыре сподряд.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Уттарӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Голубов, ятлаҫа-ятлаҫа ҫӑл патӗнчен пӑрӑнса.

— Трогай! — отъезжая и ругаясь, крикнул Голубов.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Площадь айккинчи ҫӑл патӗнче ҫеҫ пӗр ватӑ казак валашкари пӑра катса тӑрать.

Возле площадки, у колодца, старик казак рубил в корыте лед.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлашкинчен вӑл Бунчука хӗрхенме ҫеҫ пултарчӗ, тата чӗринчи, тулалла сӑрхӑнса, вӗри юратӑвӑн тарӑн ҫӑл куҫӗ тапса тӑчӗ.

Под конец было лишь сострадание к Бунчуку да бился, просачиваясь наружу, глубинный родник любви.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил хушшинчен тата, Григорие кӑчӑк туртса чӗннӗ пек, хӑйӗн кӑвак йӑмраллӑ аллине кӑнтарса, ҫӑл тараси курӑнса ларать.

С база — поднятый колодезный журавль словно кликал, вытянув вверх серую вербовую руку.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗчӗкҫӗ ҫырмара, усӑ курма пӑрахнӑ ишӗлчӗк ҫӑл патӗнче пытанса, кӑкӑра хӗртекен сивӗ сывлӑшпа сывласа выртрӗҫ.

Таились в ярке возле покинутого обвалившегося колодца, вдыхая разреженный морозом воздух.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫарсем хӑрушӑ вилӗм пӑвса лартнӑ пек асаплӑн туртӑнса сывлаҫҫӗ, вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе апат-ҫимӗҫ ҫитменнипе антӑхса хӑшкӑлаҫҫӗ, пин-пин алӑлӑн асамлӑ «мир» сӑмах патне кармашӑнса туртанӑҫҫӗ; ҫарсем республикӑн вӑхӑтлӑх правителӗ Керенский ҫине тӗрлӗ куҫпа пӑхаҫҫӗ, вӑл урса кайса хӑваланипеле июнь уйӑхӗнчи наступление кӗрсе урисене хуҫаҫҫӗ; ҫарсенче тулса ҫитнӗ тарӑху шарлакӗ, ҫӗр айӗнчен хӑватлӑн тапса тухакан ҫӑл куҫӗ евӗр, урӑм-сурӑм тӑвӑллӑн хумханса вӗресе тӑрать…

Армии дышали смертной лихорадкой, не хватало боевых припасов, продовольствия; армии многоруко тянулись к призрачному слову «мир»; армии по-разному встречали временного правителя республики Керенского и, понукаемые его истерическими криками, спотыкались в июньском наступлении; в армиях вызревший гнев плавился и вскипал, как вода в роднике, выметываемая глубинными ключами…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, пылчӑк тӑрӑх урипе шукаласа, ҫӑл кутӗнчен аяккалла пӑрӑнчӗ те, пысӑк мӑлатук пек чышкипе Григорий еннелле юнаса, ҫапла каларӗ:

Он пошел от колодца, оскользаясь по грязи, взметанной у желоба, по которому сливали воду в долбленые корыта, и, уже отойдя, сказал, обернувшись, размахивая кулаком, как кувалдой:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ мӗн, — терӗ Григорий, пуҫне ҫӑл пури ҫинчен ҫӗклесе, — эхер те эсӗ мана пӗрре ҫапсан — пурпӗр вӗлеретӗп сана!

— Вот что, — Григорий оторвал от сруба голову, — ежели когда ты вдаришь меня — все одно убью!

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑл патӗнче казаксем пулнӑ пулсан, — ӗҫ урӑхла май ҫаврӑннӑ пулӗччӗ: вахмистр пӗр сӑмахсӑрах хӗнесе тӑкнӑ пулӗччӗ Григорие, анчах та утсене шӑварма ҫавӑтса тухнисем, карта хӗрринче пулнӑ пирки, калаҫнине илтеймерӗҫ.

Если б у колодца были казаки — по-иному обошлось бы дело: вахмистр, несомненно, избил бы Григория, но коноводы были у ограды и не могли слышать разговора.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан тӗкӗн!.. — кӑкӑр анинчен тухакан сасӑпа кӑшкӑрчӗ Григорий, ҫӑл пури тӗпӗнче йӑлтӑртатса выртакан шыв ҫине пӑхса.

— Не трожь!.. — глухо кинул Григорий, глядя в рябившую под срубом воду.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вилетӗп те, пурпӗр туса ҫитеретӗпех, вӗсене пӗрер витре ҫӑл шывӗ паратӑп.

Умру — и то приползу по цибарке кринишной дать.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич ҫӑл кутӗнчен пӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ, пӳртрен Лукинична чупса тухрӗ.

Не успел Мирон Григорьевич отойти от колодца, из куреня прибежала Лукинична.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич ҫӑл патне чупрӗ.

Мирон Григорьевич бежал к колодцу.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑл патӗнче Митька пилӗк ҫулхи хӗрлӗ бугая шалчапа ҫунтарать.

Возле колодца Митька утюжил колом красного пятилетка-бугая.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр кунне, Дон хӗрринче те, ҫӑл тарасисен сулхӑнӗнче те, кӗтӳ хӑваласа янӑ чух та ҫынсене нумайччен тӑрӑлтатса калаҫма сӑлтав панӑ ӗҫ пулса иртрӗ…

На другой день случилось событие, рассказ о котором долго пережевывали и у Дона, и под тенью колодезных журавлей, и на прогоне…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех