Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗм сăмах пирĕн базăра пур.
сӗм (тĕпĕ: сӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр сӗм теттӗм, ҫумӑр ҫӑвать, тусем ҫинчен шыв шавласа юхать; аялалла аннӑ чух аманасса кӗтсех пыр.

Стояла жуткая темень, хлестал дождь, шумели ручьи с гор; при спуске легко можно было искалечиться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Кантӑкран ҫӑлтӑрсем пӑхаҫҫӗ, тулта сӗм тӗттӗм, ҫынсем ҫаплах саланмаҫҫӗ, моряксенчен, аслӑ ҫапӑҫура пулса хӑйсен куҫӗсемпе вӑрҫа курнӑскерсенчен, ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ.

Звезды смотрят в окна, глубокая ночь идет по земле, а люди всё не расходятся, всё расспрашивают и расспрашивают моряков — очевидцев и участников великих боев.

Моряксем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫак тӗттӗм сӗм вӑрманта тем те пулма пултарать!

Мало ли что может быть в черноте такого леса!

Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пирӗн сӗм вӑрман ҫук, ирӗклӗ те уҫӑ вырӑн ҫеҫ!

У нас чернолесья нет, места вольные, открытые!

Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Тен, мана ҫакӑнта ярӗҫ, — вӑл Урал ҫине кӑтартрӗ, — кунта ҫӳллӗ тусем, сӗм вӑрмансем, вӑрманта кӑмпа…

— Может быть, меня сюда пошлют,— она показала на Урал,— здесь высокие горы и темные леса, а в лесах грибов…

Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Морис Джеральда сӗм вӗтлӗх вӑрманта вӗлернӗ пулӗ, унӑн ӳтне хӑлатсемпе койотсем сӗтӗреҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшласан, старикӗн чӗри тӳсме ҫук ыратнӑ.

И мысль, что Морис Джеральд предательски убит в темных зарослях и что тело его терзают коршуны и койоты, причиняла старику невыносимую боль.

LII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл ҫӗре ӗмӗрте те сухапуҫ тивмен; унта нихӑҫан пуртӑ касман сӗм вӑрмансем кашласа ларнӑ, вӑрманӗсенче темӗн тӗрлӗ тискер кайӑксем, кӳллисенче пулӑсем нумай пулнӑ; вӑл ҫӗр ҫинче никам та пурӑнман, сайра хутран тутарсем анчах пырса ҫӳрекеленӗ.

Пашня не пахана от века, леса черные от века не рублены; в лесах зверя много, а по реке озера рыбные, и никто на той земле не живет, только захаживают татары.

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Халӗ, ватӑлас енне сулӑнсан, вӑл ҫав ӗҫпех аппаланса пурӑннӑ, анчах халь ӗнтӗ кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Техасри сӗм вӑрмансенче ҫӳренӗ.

Теперь, на склоне лет, он продолжал это же дело, но уже в дебрях юго-западного Техаса.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Майн-Рид нумай произведени ҫырнӑ, вӗсенче вӑл ҫурҫӗр Америкӑри прерисенчи, Амазонка таврашӗнчи сӗм вӑрмансенчи пурӑнӑҫпа ҫутҫанталӑка кӑтартса парать.

Майн-Рид написал много произведений, в которых он показал жизнь и природу в густых лесах Амазонки и прериях северной Америки.

Майн-Рид // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с. — 3–5 с.

Унтан таврӑнакансем Ҫӗнӗ Тӗнчери ҫын ҫитсе курман сӗм вӑрмансем, бизон кӗтӗвӗсем, ҫӗрмамӑк хирӗсем ҫинчен тӗлӗнмелле юмахсем кала-кала панӑ.

Возвращающиеся оттуда рассказывали удивительные сказки о дремучих лесах, стадах бизонов, хлопковых полях Нового Света.

Майн-Рид // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с. — 3–5 с.

Пурӑннӑ, тет, хайхи, тахҫан сӗм авалах пӗр сӗм-сӗм патшалӑхра пӗр хӗрпе пӗр каччӑ.

Может, сто, а может, и двести лет назад жили парень да девушка…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн сасси ӑнсӑртран та тӑрук вӑркӑнса кӗрет сӗм уҫлӑха.

И лай ее разнесся далеко по селу, всколыхнув сонную тишину.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑнтӑрлахи шав халӗ сӗм шӑплӑхпа улшӑнчӗ.

Дневной шум сменился глубокой тишиной.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Инҫетре ҫыран йӑлтах сӗм тӗттӗмпе карӑннӑ.

Дальний берег весь был поглощен тяжелою мглою.

IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Дик Сэндпа ун юлташӗсем, паллах, ревунсен хӑнӑхӑвӗ пирки сӗм те тӗшмӗртмерӗҫ, кӑшт та пулин пӗлнӗ пулсан, упӑтесем чӗмсӗрленнинчен пит тӗлӗннӗ пулӗччӗҫ.

Дик Сэнд и его спутники не имели, конечно, никакого понятия о привычках ревунов — в противном случае молчание обезьян очень их удивило бы.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сирӗлет сӗм кару.

Мечтой встречаю рассвет ранний:

Ларса юлнӑскерсем // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 103–105 с.

Ҫынсем вара сӗм тӗттӗмрех ларнӑ.

И люди стали сидеть в темноте.

10. Улмуҫҫи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Темиҫе ҫӗр мильӑна тӑсӑлакан ӗмӗрхи сӗм вӑрмана кӗрсе, ҫырантан уйрӑлас килмерӗ унӑн.

Ему очень не хотелось удаляться от берега и углубляться в девственный лес, тянущийся на сотни миль.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑшӑн хӑрама сӑлтав пур, паллах, анчах тусем таранах сарӑлса выртакан сӗм вӑрман тӑрӑх чуххӑмӑн утса пурте пӗрле аташса ҫӳренинчен ку ҫавах лайӑхрах.

Слов нет, в разделении отряда есть свои теневые стороны, но все же это лучше, нежели всем вместе пускаться вслепую через чащу девственного леса, который, видимо, простирается до самых гор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кукӑр-макӑр юханшывлӑ сӗм вӑрман тӑрӑх пӗччен утма ырах мар тесе шутларӗ пулмалла вӑл.

Очевидно, он не счел благоразумным пуститься в одиночку странствовать по глухому лесу, через который текла извилистая речка.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех