Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Унтан эпӗ тӳперен пӗлӗтпе хупӑрланса анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм: унӑн пуҫӗ тӗлӗнче асамат кӗперӗ ҫиҫетчӗ, пичӗ хӗвел пек ялтӑртататчӗ, урисем вутлӑ юпа евӗрлӗччӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл тӗпсӗр шӑтӑка уҫрӗ те, шӑтӑкран пысӑк кӑмака тӗтӗмӗ пек тӗтӗм палкаса тухрӗ; шӑтӑкран тухнӑ тӗтӗмпе хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене хӗвел вӗтелемӗ, шӑрӑх та ҫунтармӗ, 17. мӗншӗн тесессӗн вӗсене аслӑ пукан умӗнчи Путек кӗтсе ҫӳрӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗ патне илсе кайӗ; Турӑ вӗсен куҫӗнчи куҫҫульне шӑлса типӗтӗ, терӗ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫӗнчен ҫӳлелле улӑхса пыракан тепӗр ангела куртӑм, унӑн Чӗрӗ Туррӑн пичечӗ пурччӗ.2. И видел я иного Ангела, восходящего от востока солнца и имеющего печать Бога живаго.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Путек улттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, пӑхрӑм та — акӑ ҫӗр хӑрушла кисренсе кайрӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юн пек хӗрелчӗ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ; ҫӑварӗнчен икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫилленсе ҫылӑха ан кӗрӗр: ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр; 27. хӑвӑр ӑшӑрта шуйттана вырӑн ан парӑр.26. Гневаясь, не согрешайте: солнце да не зайдет во гневе вашем; 27. и не давайте места диаволу.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Тӳпере те япаласем пур, ҫӗр ҫинче те япаласем пур: тӳперисем — пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисем — тепӗр тӗрлӗ; 41. хӗвел ҫути — пӗр тӗрлӗ, уйӑх ҫути — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен ҫути — тата урӑх тӗрлӗ; ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та ҫути пӗр мар.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр; 10. пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ: 11. хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чылай кун хушши хӗвел те, ҫӑлтӑр та курӑнмарӗ, пӗрмаях вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӑчӗ, юлашкинчен ӗнтӗ пирӗн ҫӑлӑнас ӗмӗт те сӳнсе пычӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй патшамӑр! ҫул ҫинче чухне, тӑр-кӑнтӑрла, эпӗ тӳперен хӗвел ҫутинчен те вӑйлӑрах ҫиҫекен ҫутӑ куртӑм; ҫавӑ мана та, манпа пӗрле пыракансене те ҫутатса ячӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр: 15. эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ; 16. ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ: 17. «юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ; 18. ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп. 19. Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм. 20. Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. 21. Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Кӑнтӑрла улттӑмӗш сехет тӗлнелле пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ, тӑххӑрмӗш сехете ҫитичченех ҫапла тӑнӑ: 45. хӗвел тӗттӗмленнӗ, Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӗвел ҫинче те, уйӑх ҫинче те, ҫӑлтӑрсем ҫинче те паллӑсем пулӗҫ; ҫӗр ҫинчи халӑхсем тинӗс кӗрленипе-пӑлханнипе аптӑраса ӳкӗҫ; 26. ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ те, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем хӑраса виле пуҫлӗҫ; 27. вара пӗлӗт ҫинче хӑватлӑн та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра чирлӗ ҫын пуррисем пурте тӗрлӗ чирпе асапланакансене Иисус патне илсе пынӑ; Вӑл, кашнийӗ ҫине аллисене хурса, вӗсене сыватнӑ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
76. Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн, 77. Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн: 78-79. Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эрненӗн малтанхи кунӗнче, ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне каяҫҫӗ; 3. хӑйсем хушшинче: пире тупӑклӑх умӗнчи чула кам йӑвантарса парӗ-ши? тесе калаҫса пыраҫҫӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав кунсенче, ҫав асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та хӑй ҫутине кӑтартмӗ, 25. тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсене ытарӑшсем каласа нумай вӗрентнӗ; вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: 3. итлӗр-ха, акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4. акнӑ чухне ҫапла пулнӑ: хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна сӑхса пӗтернӗ; 5. хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпри ӑшӑх пулнӑран часах шӑтса тухнӑ; 6. анчах та хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Каҫ пулсассӑн, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Ун патне чирлисене, усал ернисене илсе пыма пуҫланӑ.32. При наступлении же вечера, когда заходило солнце, приносили к Нему всех больных и бесноватых.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.