Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк, ҫын ури ярса пусман ҫӗрте ӳсекен теттӗм симӗс хырсене хупласа илме тӑрӑшнӑ пек ҫӗкленсе ҫапакан хумсен шурӑ кӑпӑкӗсем сирпӗннӗ ҫӗрте, пысӑк ӑмӑрткайӑк ҫӗкленчӗ, ҫӳле вӗҫсе хӑпарчӗ, пӑлан пӑрушне сӑнаса илчӗ те аялалла вӑркӑнчӗ.
Ӑмӑрткайӑк йӑви // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 38–39 с.
Часах эпӗ тинӗс хӗрринчех, пӑлансем юратакан курӑк ӳсекен ҫӳлӗ чул ту ҫинче пӑлан ами ҫисе ҫӳренине тата ун патӗнче сулхӑнта темӗнле сарӑ ҫаврашка выртнине сӑнарӑм.
Ӑмӑрткайӑк йӑви // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 38–39 с.
Эпир ялта пурӑнатпӑр, пирӗн пӳрт чӳречисем умӗнчех ҫаранлӑх, чечеке ларнӑ пит нумай кукшапуҫсем ӳсекен ҫаран ылтӑн пекех курӑнать.Мы жили в деревне, перед окном у нас был луг, весь золотой от множества цветущих одуванчиков.
Ылтӑн ҫаран! // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
Масарта кирек мӗнле хӗрӳ, ҫылӑхлӑ, пӑлхавҫӑ чӗре выртать пулин те, ун ҫийӗнче ӳсекен чечексем пирӗн ҫине хӑйсен айӑпсӑр куҫӗсемпе лӑпкӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсем пире ҫав «сӳрӗк чунлӑ» ҫутҫанталӑкӑн ӗмӗрлӗх аслӑ шӑплӑхӗ ҫинчен кӑна мар, вӗсем ӗмӗрлӗх лӑпланупа вӗҫӗмсӗрлӗх пурӑнӑҫӗ ҫинчен те каласа параҫҫӗ…
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Мӗн тери вӑйлӑ шӑршӑ сарать йӑрансем хушшипе ӳсекен армути!
Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.
Таҫта ҫывӑхрах пӗр-пӗччен ӳсекен сарлака хупахӑн ҫулҫи кӑна чарӑнмасӑр пӑшӑлтатать, чӑштӑртатать.Только где-то вблизи упорно шептал и хлопал одинокий крупный лист лопуха.
Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Хӑна ҫурчӗ ҫинче тата сад тӗлӗнче ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ; касса тикӗсленӗ ҫӑкасем айӗнчи сӗтелсем хушшинче студентсем ларса тухнӑ, пӗр сӗтелӗ айӗнче тем пысӑкӑш бульдог выртать, аякра, явӑнса ӳсекен курӑкран тунӑ хӳшӗре, музыкантсем вырнаҫнӑ, хӑйсене сӑрапа хӗрӳлентерсех тӑраканскерсем, вӗсем питӗ тӑрӑшса выляҫҫӗ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ӑҫта хуралласа тӑмаллине эпӗ малтанах палӑртса хутӑм: сад вӗҫӗнче, Засекинсемпе пирӗн сада уйӑрса тӑракан хӳме патӗнче, вӑл пысӑк хӳмене тӗкӗннӗ тӗлте, пӗччен чӑрӑш айӗнче; ҫав аялтанах туратланса ӳсекен чӑрӑш лӑсси витӗр эпӗ таврара мӗн пулса иртнине каҫ тӗттӗмӗнче те лайӑх сӑнама пултаратӑп; кунтанах пӗчӗк ҫул авкаланса иртет, вӑл мана ялан темле вӑрттӑнлӑхпа витӗннӗн туйӑнатчӗ: вӑл хӳме ҫумӗпех ҫӗлен пек авкаланса иртет те акаци тӗмӗсенчен тунӑ ҫаврака беседка патне пырса тухать (ҫак тӗлте хӳме урлӑ каҫнӑ ура йӗрӗсем пур).
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӗсем хӑйсен чӑн-чӑн талант пуррине те чухлаҫҫӗ; хӑйсем ҫине Итали ҫӗршывӗн уҫӑ сывлӑшӗ вӗрсен, ку талант пӳлӗмре ӳсекен ӳсентӑран ирӗке илсе тухнӑ хыҫҫӑн аталаннӑ пекех аталаннӑ пулӗччӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Хайхискерне унӑн хуҫисен ҫурчӗ умӗнче ӳсекен йӑмра ҫумне ҫыхса хучӗҫ.Затем козу отвели к старой ветле, которая росла у дома ее хозяев, и привязали к дереву.
Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.
Ҫав хушӑрах вӑрманта чӑрӑш е хыр кӑна ӳсекен лаптӑксем те пур.В то же время встречаются целые участки, где растут только ели или сосны.
Пыл хурчӗсемпе паллашни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 19,21,23 с.
Кунта вӑл подъезд умӗнче ӳсекен курӑк патне пӗшкӗннӗ, аллипе сӗртӗннӗ те ӑшӑ сӑмах пӑшӑлтатса каланӑ.Выйдя из подъезда, девочка наклонялась к траве, проводила по ней рукой и шептала ей ласковое слово.
Пӗрремӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
— Пӗр тымартан шӑтнӑ пекех ӳсекен виҫӗ хыртан пӑрӑнсан, Катя ҫине Михеич ӑшшӑн пӑхрӗ.— Огибая три сосны, стоявшие вплотную друг к дружке, как сросшиеся, он тепло взглянул на Катю.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сӑрт хӗрринчи пӗр-пӗччен ӳсекен хурӑн айӗнче тӑвалла хӑпараймасӑр ӳкнӗ ачан вилли выртать.Под березой, одиноко росшей перед пригорком, лежал труп парнишки, сорвавшегося с пригорка.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫынсем шӑпланчӗҫ, шлагбаум патӗнче ӳсекен хурӑнӑн ҫара турачӗсем чӑштӑртатса силленни ҫеҫ илтӗнет.Слышно было, как скрипуче раскачивались голые ветки берез, росших у шлагбаума.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Королёскем йӑвине ҫӳлтен чӑрӑш ҫинче ӳсекен мӑкпа витрӗҫ, стенисене эрешмен картисемпе каркаласа пӗтерчӗҫ, шала вара тӗк сарчӗҫ.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Леш ҫӳллӗ ҫурт тавра ӳсекен йӑмрасем ҫине талккӑшпех йӑва ҫавӑрса тултарнӑ та такам хушнӑ евӗр пурте харӑс ҫӑвар карса лараҫҫӗ.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Лашасем, ҫурӑмӗсемпе ҫиле хирӗҫ ҫавӑрӑнса тӑрса, вӑрман хӗрринче тӗллӗн-тӗллӗн сапаланса ӳсекен катӑркас тӗмӗсем патӗнче хӳтӗ шыраҫҫӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий шырлан хӗрринче ӳсекен хура вӗрене тӗмӗ ҫине киленчӗклӗн пӑхса пычӗ.Григорий залюбовался росшим на склоне буерака кустом черноклена.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.