Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усси (тĕпĕ: усӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫапла каларӗ: — Питӗ сахал, вӗсене пӗлнинчен те нимӗн усси ҫук, — терӗ.

Он сказал: — Совсем мало, и то от них никакой нет пользы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Лайӑх ҫунтарнинчен мӗн усси, пӗҫермелли нимӗн те ҫук-ҫке, хурӑн ҫырли те тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр кӑна…

— А какой толк его разводить, когда варить все равно нечего, кроме земляники и всякой дряни!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ кӗлтунинчен те усси ҫук.

А моя молитва не подействует.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Эй, санпала, Гек Финн, мӗн усси пур санпа калаҫнинчен!

— А ну тебя, Гек Финн, что толку с тобой разговаривать!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӗҫсене хӑйрамасӑр, пӑшалсене тасатмасӑр вӑл кӑшман лавӗ ҫине те тапӑнасшӑн марччӗ, анчах вӗсене хӑйранинчен мӗскер усси пур-ха, хӗҫпӑшалӗ пирӗн ахаль патаксемпе щетка аврисем кӑна-ҫке — темӗн чул хӑйрасан та вӗсем чӗрне хури чухлӗ те лайӑхланмаҫҫӗ.

Он даже на воз с брюквой не мог напасть без того, чтобы не наточить мечи и начистить ружья, хотя какой толк их точить, когда это были простые палки и ручки от щеток, — сколько ни точи, ни на волос лучше не будут.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ вӑрмана кайрӑм та тахҫанччен каллӗ-маллӗ шухӑшласа ҫӳрерӗм, апла та, капла та шухӑшласа пӑхатӑп, пурпӗр ӑнланаймастӑп: ун пек тунинчен мӗн усси пур — ҫынна ырӑ туни ҫеҫ, юлашкинчен пуҫ ватам мар-ха терӗм, унсӑрах пурӑнма пулӗ.

Я пошел в лес и долго раскидывал умом и так и этак и все не мог понять, какая же от этого польза, разве только другим людям, и решил в конце концов не ломать над этим голову, может, как-нибудь и так обойдется.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Йӗпписене ыйтса виҫ-тӑват хут кӗлтурӑм, анчах усси пулмарӗ.

Раза три или четыре я пробовал вымолить себе и крючки, но ничего почему-то не вышло.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах кун пирки шарламарӑм — пурпӗрех нимӗн усси те пулмасть, кӑмӑла пӑсни кӑна.

Но говорить я этого не стал — все равно никакого толку не будет, одни неприятности.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тӑлӑх арӑм та акӑ ҫавнашкал: аптранӑ хӑйӗн Моисейӗпе — тӑван та лекмест-ҫке хӑйне — тата тахҫанах вилнӗскер кама кирлӗ вӑл, хӑвӑрах ӑнланатӑр; мана туртнӑшӑн ятлать, туртнин кӑштах усси пур ҫапах та.

Вот и вдова тоже: носится со своим Моисеем, когда он ей даже не родня, — да и вообще кому он нужен, если давным-давно помер, сами понимаете, — а меня ругает за то, что мне нравится курить.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Аслӑ Лущихин хӑй — Харлампий Лущихин, Мускаври пӗрремӗш, ыттисем калашле — Великороссийӑри варинкке — манран усси пулмасть, тесе пӗлтерчӗ.

Сам великий Лущихин — Харлампий Лущихин, первая московская, а по другим, великороссийская воронка — объявил, что из меня проку не будет.

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Дивизиона ҫыхса йӗркеленинчен мӗн усси пултӑр, вӗсем ҫитсен йӗрки пурпӗрех улшӑнать.

Какой смысл привязывать дивизион, когда боевой порядок наверняка изменится?

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Усси сахал ӗнтӗ унран е пачах ҫук тесен те юрать.

И с точки зрения здравого смысла продукт бесполезный.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗҫе шӑнкӑравланинчен усси ҫук, мӗншӗн тесен улттӑмӗш сехет ӗнтӗ.

На работу звонить бессмысленно — уже шестой час.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ ӗнтӗ темиҫе пӳлӗме те кӗре-кӗре тухрӑм, ӑнлантартӑм, калаҫрӑм, анчах усси пулмарӗ.

Я побывал уже в нескольких комнатах, объяснял, но все безрезультатно.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун ҫинчен каласа панӑ пулсан та ун чухне усси пулас ҫукчӗ.

Это было совершенно бесполезно.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Унӑн усси вилӗшӗн мар, пирӗншӗн ытларах пуласса шанатӑп.

— Надеюсь, что нам он принесёт больше пользы, чем покойнику.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑйсӑрланнӑ хӗрарӑмсем ура ҫине аран ҫӗкленнӗ самантра Мак-Набс Гленарвана: — Усси ҫук, Гленарван. Хӑвӑрах куратӑр вӗт, — терӗ.

Но в ту минуту, когда бедные женщины с большим трудом поднялись на ноги, Мак-Набс сказал Гленарвану: — Это бесполезно, Гленарван. Глядите сами.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халиччен вӗсене нимӗн те туман-ха, анчах, курӑнсах тӑрать, туземецсене хирӗҫ тӑнинчен нимӗн усси те пулас ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен хӗҫпӑшалӗсене туземецсем хӑйсен аллине ярса илнӗ, ҫавӑнпа хирӗҫ тӑрсан та вӗсене хӑйсен карабинӗсен пульлисемех лӑплантарнӑ пулӗччӗҫ.

С ними до сих пор неплохо обращались, но ясно было, что сопротивление напрасно: их оружие и снаряжение попало в руки туземцев, и пули их собственных карабинов быстро пресекли бы всякую попытку к возмущению.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулпуҫсенчен нумайӑшне ку килӗшӳн усси ҫук пек туйӑннӑ, вара вӗсем ӑна ҫирӗплетсе паман.

Большинству вождей эта сделка показалась невыгодной, и они отказались утвердить её.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Нимӗн усси те пулаймӗ, — терӗ Джон Мангльс.

— Ни в коем случае, — ответил Джон Мангльс.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех