Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

доктор сăмах пирĕн базăра пур.
доктор (тĕпĕ: доктор) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗнмесӗр-тумасӑр минтер ҫиттине сӳсе хыврӑм та эпӗ, хамӑн мӗн пур пек пурлӑхӑма пӗтӗмпех ҫавӑнта чикрӗм: кӗпе, тепӗр йӗм, «Тӑваттӑмӗш шкул ачисем «Марат» спектакле лартаҫҫӗ» тенӗ афишӑна та, тахҫан хама Иван Иваныч доктор хӑварнӑ хура трубкӑна та илсе чикрӗм.

Я молча снял с подушки наволочку и сунул в нее все, что у меня было: рубашку, запасные штаны, афишу: «Силами учеников 4-й школы состоится спектакль «Марат», и черную трубочку, которую когда-то оставил мне доктор Иван Иваныч.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Доктор, ӑҫтан эсир?

— Откуда вы, доктор?

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Доктор кӗчӗ: унӑн ҫамки картланнӑ, вӑл яланах мана алӑ параканччӗ, халӗ ман паталла аллине тӑсмарӗ.

Взошел доктор: лоб у него был нахмурен; и он, против обыкновения, не протянул мне руки.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав хушӑра доктор пистолета авӑрларӗ те ӑна мана тыттарчӗ.

Между тем доктор зарядил пистолет и подал мне.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ан хӑтлан ӗнтӗ! — терӗ вӑл юлашкинчен капитана, лешӗ доктор аллинчен пистолета туртса илесшӗн тӑнӑ чух… —

— Оставь их! — сказал он наконец капитану, который хотел вырвать пистолет мой из рук доктора…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Доктор, ку улпутсем хыпаланнӑ майпа ман пистолет ӑшне пуля хума маннӑ: ӑна ҫӗнӗрен авӑрласа парӑр-ха, лайӑхрах авӑрлӑр!

— Доктор, эти господа, вероятно, второпях, забыли положить пулю в мой пистолет: прошу вас зарядить его снова, — и хорошенько!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗскӗн доктор: Грушницкий вунӑ минут каярах шурӑччӗ те, вӑл унран та шурӑрах.

Бедный доктор! он был бледнее, чем Грушницкий десять минут тому назад.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Доктор пырса тӑчӗ.

Доктор подошел.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Доктор, килӗр-ха ман пата.

Доктор, подойдите ко мне.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Тем пулсан та, доктор! — терӗм эпӗ ӑна аллинчен тытса чарнӑ май.

— Ни за что на свете, доктор! — отвечал я, удерживая его за руку.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Вӑхӑт! — терӗ мана доктор, шӑппӑн ҫанӑран туртса.

— Пора! — шепнул мне доктор, дергая за рукав.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Доктор кӗсйинчен кӗмӗл тенкӗ кӑларчӗ те ҫӳлелле ывӑтса ячӗ.

Доктор вынул из кармана серебряную монету и поднял ее кверху.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Шӑпа ярӑр, доктор! — терӗ капитан.

— Бросьте жребий, доктор! — сказал капитан.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Сирӗнтен тӗлӗнетӗп эпӗ, — терӗ доктор, аллӑма хыттӑн чӑмӑртаса.

— Я вам удивляюсь, — сказал доктор, пожав мне крепко руку.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кам аманӗ, вӑл тӳрех аялалла сирпӗнсе анӗ те пӗтӗмпех саланса кайӗ; пулине доктор кӑларӗ; ун чухне вара самантрах вилсе кайнине ӑнсӑртран ӳксе вилнӗ тесе ӑнлантарма та ҫӑмӑл пулать.

Тот, кто будет ранен, полетит непременно вниз и разобьется вдребезги; пулю доктор вынет, и тогда можно будет очень легко объяснить эту скоропостижную смерть неудачным прыжком.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Доктор, ултӑ утӑм виҫсе парсамӑр…

Доктор, извольте отмерить шесть шагов…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ан пӑшӑрханӑр-ха, доктор, кӗтӗр кӑштах…

— Пожалуйста, не беспокойтесь, доктор, и погодите…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Доктор ман пата пырса тӑчӗ.

Ко мне подошел доктор.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсир иксӗр те ҫапӑҫма хатӗр ӗнтӗ, ҫав майпа хисеплӗх умӗнчи парӑмӑрсене те татӑр, халӗ акӑ калаҫса татӑлӑр та, ҫавӑнпа юн тӑкмасӑрах ӗҫӗре пӗтерме те пулӗ, тесеттӗм эпӗ, — терӗ доктор.

— Мне кажется, — сказал он, — что, показав оба готовность драться и заплатив этим долг условиям чести, вы бы могли, господа, объясниться и кончить это дело полюбовно.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Темиҫе минут хушши никам та пӗр сӑмах чӗнмесӗр аптраса тӑтӑмӑр; юлашкинчен доктор Грушницкий еннелле ҫаврӑнчӗ те сӑмах пуҫларӗ:

Несколько минут продолжалось затруднительное молчание; наконец доктор прервал его, обратясь к Грушницкому.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех