Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хыҫалалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗлене асӑрхасан чарӑнса тӑмалла, майӗпен хыҫалалла чакма тӑрӑшмалла, ҫӗлене шуса кайма памалла.
Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Вӑрмантан таврӑнсанах Элекҫей икшер витре шыв ӑсса килчӗ те Эльзӑна хирӗҫ ҫӗр улми шуратма кукленсе ларчӗ, ӑна вырӑн парас тесе повар урисене хыҫалалла шутарчӗ те вӑчӑраллӑ хӗресӗ кофта хӗрринчен тухса витрене перӗнсе чанклатрӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Вӑл ҫаврӑнкалать, мана аллипе хыҫалалла кӑтартать.
Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
— Апла тӑк хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхма ыйтас килет сана...
«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№
17. Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Симпа Иафет тумтир илнӗ те ӑна хӑйсен хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, кутӑн кӗрсе ашшӗн ҫарамасне витсе тухнӑ; вӗсем хыҫалалла пӑхса пынӑ, хӑйсен ашшӗн ҫарамасне курман.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуҫа сылтӑмалла пӑрмалла — каялла ямалла, сулахаялла пӑрмалла — каялла ямалла; пуҫа малалла пӗкмелле — каялла ҫӗклемелле, хыҫалалла ямалла — каялла ҫӗклемелле.
Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№