Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӳрнисемпе (тĕпĕ: пӳрни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫтер ӑна, тӑрантар, пусма самӑртнӑ пек, анчах каясса… ниҫта та каяймӗ!.. — Сӑмахне татса, чӳрече умне пычӗ, пӳрнисемпе кантӑка такӑртаттарчӗ, унтан ывӑлӑн ача чухне нянька аллинче ӳкерттерсе кайран пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗ умне пырса, икӗ утӑм каялла чакрӗ те, ӑна ниепле те палласа илеймен пек, нумайччен куҫне хӗстерсе пӑхса тӑчӗ.

— Пои его, корми, как на убой, а у-е-хать… не уедет! — Оборвав, подошел к окну, побарабанил пальцами и, подойдя к увеличенной фотографии сына, снятого на руках у няни, отступил два шага и долго смотрел щурясь, словно не узнавая.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл кукӑрӑлса ларнӑ пӳрнисемпе канфетӑн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳхе хутне сӳтсе уҫрӗ.

Скрюченные пальцы его свежевали конфету, обдирая серебристую тонкую обертку.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, тарӑхнипе чӗтреме ернӗ пӳрнисемпе пакета уҫса, ун хыҫӗнчен васкарӗ.

Пантелей Прокофьевич поспешал за ним, разворачивая кулек пальцами, объятыми злобной дрожью.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хирӗнсе ларнӑ сӑмаха шалалла тӗртсе антарас тенӗ пек, нумайччен пӳрнисемпе пырне хыпаласа, аяккалла пӑхса ларчӗ.

Потом долго мял пальцами горло, словно пропихивал застрявшее слово, смотрел в сторону.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӑнни унӑн хӑй ҫине тирӗннӗ этем йывӑрӑшӗпе ҫӗре ӳкрӗ; австриец (савӑл пек шӗвӗр хырман сухалӗ ҫеҫ курӑнать хӑйӗн), пӗтӗмпе чӗтренсе тапаланса, кукӑрӑлса-пӗкӗрӗлсе ларнӑ пӳрнисемпе сӑнӑ аврине хыпашласа чӑрмаланине курчӗ Григорий.

И, под тяжестью оседавшего тела, ронял, чувствуя на ней трепет и судороги, видя, как австриец, весь переломившись назад (виднелся лишь острый небритый клин подбородка), перебирает, царапает скрюченными пальцами древко.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ хӑратӑп акӑ, — тӳррипех каласа пачӗ Прохор, сывлӑмпа йӗпеннӗ чӗлпӗрне вӗчӗрхенсе ӳкнӗн пӳрнисемпе хыпашласа.

— А я вот робею, — сознался Прохор и нервно перебирал пальцами скользкие от росы поводья.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Франя месерле выртать, пӳрнисемпе стена ҫумӗнчи сӗлкӗшле юра чӑрмалать.

Франя лежала на спине, ножницами сводя и разводя ноги, скребла пальцами талый у стены снежок.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсенчен пӗри, шатра питлӗ те кӑтра ҫӳҫли, шурӑ куҫӗсемпе Штокман ҫине хӑравҫӑллӑн чалӑшса пӑхса, шӑнӑрлӑ вараланчӑк пӳрнисемпе ӑна чавсинчен чӑмӑртаса тытнӑ, сулахай аллине виселенсе пӗтнӗ хӗҫ йӗнни ҫине хунӑ.

Один из них, рябой и курчавый, крепко сжимал локоть Штокмана узловатыми грязными пальцами, косясь на него испуганными белесыми глазами, левой рукой придерживая облезлые ножны шашки.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пристав ик куҫхарши хушшине сиксе тухнӑ пӳрлешкине утса пынӑ ҫӗртех пӳрнисемпе пӑчӑртаса кӑларчӗ; пустав мундир тӑхӑннӑ пирки тарпа йӑшса кайнипе сывлӑшне хашлаттарса вӗрсе кӑларчӗ.

Пристав на ходу давил пальцами угнездившийся меж бровей прыщ; отдувался, испревая в суконном мундире.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, пӳрнисемпе тӑнлавӗсене чӑмӑртаса, вут пек тӗлкӗшсе тӑракан питҫӑмартисене хӑмӑр аллаппипе йӑваларӗ те, нимӗн сӑлтавсӑр, ҫамрӑк куллине чӑнкӑлтаттарчӗ.

Дуняшка смуглыми ладонями растирала полыхавшие щеки, прижимая пальцы к вискам, вызванивала молодым беспричинным смехом:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пристав, хлястикӗнчен тытса, шинеле ҫӗклерӗ, аҫлӑкне шӑршласа пӑхрӗ, ал-хапӑл кӑна тӑхисене шутласа тухрӗ; тепӗр офицерӗ, хорунжий пакунӗсем ҫакнӑскер, шалаварӑн лайӑх пуставне пӳрнисемпе йӑваларӗ; виҫҫӗмӗшӗ, сийӗнчи шинель аркийӗ ҫилпе ҫурӑмӗ ҫине таврӑнса ӳкичченех пӗшкӗнчӗ те сумкӑсене ухтарма тытӑнчӗ.

Пристав за хлястик приподнял шинель, понюхал подкладку, бегло пересчитал застежки; другой офицер, с погонами хорунжего, мял в пальцах добротное сукно шаровар; третий, нагибаясь так, что ветер на спину ему запрокидывал полы шинели, шарил по сумам.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Химически чернилпа вараланса пӗтнӗ, чӗтрекен пӳрнисемпе пиншак тӳмисене тӳмелесе, писарь чупса иртрӗ.

Писарь пробежал, застегивая дрожащими, измазанными в химических чернилах пальцами пуговицы сюртука.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пӳрнисемпе кровать пуҫне тӑкӑртаттарса илчӗ:

Барабаня пальцами по спинке кровати, Григорий спросил:

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пырӗ тискеррӗн те вӗрин ыратса кайнипеле вӑл такам кӳсекпе пырса ҫапнӑ пек кайса ӳкрӗ, анчах та, тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерейменнине туйса, тӗтреллӗн ӑнланса илсе, тӑват ура ҫине, унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ; хыпаланса (ӑна кӑкрине кӳлленекен юн хӑратать), чӗтрекен пӳрнисемпе тӳмесене туртса татса, темӗн шутпа кофтине вӗҫерчӗ.

От дикой горячей боли упала, как от удара, и, чувствуя, смутно понимая, что не доделала начатого, — встала на четвереньки, потом на колени; торопясь (ее пугала заливавшая грудь кровь), обрывая дрожащими пальцами кнопки, зачем-то расстегнула кофточку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн сисетӗн-ха вара эсӗ, анне? — кӗтмен ҫӗртенех ҫилӗллӗн кӑшкӑрчӗ Наталья, симӗс юбкине пӳрнисемпе лутӑркаса.

— И чего вы, маманя, примечаете? — с неожиданной злобой крикнула Наталья, комкая в пальцах зеленую юбку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, пичӗ ҫине хӗрелсе тухнӑ намӑса вӗсенчен пытарма ҫуккине туйса, юриех, анчах ӑстайсӑррӑн, лешсем пурте асӑрхамалла, ҫӑмхине чӗркуҫҫийӗ ҫинчен ӳкерчӗ те, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, пӳрнисемпе сивӗ урай тӑрӑх хыпашлама тытӑнчӗ.

Наталья, сознавая, что краски стыда не скрыть от них, намеренно, но неловко, так, что это заметили все, уронила с колен клубок и нагнулась, шаря пальцами по холодному полу.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тимӗрленӗ ҫуна пуҫӗнчен пӳрнисемпе ярсах тытнӑччӗ вӑл, — анчах ҫак самантра юхӑма парӑнасшӑн мар пулса тапкаланакан тур лаша кайри урипе мӗнпур вӑйпа тапса ячӗ.

Он уже схватил было пальцами окованный конец барка, — в этот миг Гнедой, сопротивлявшийся течению, с силой ударил его задней ногой.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кайса ҫывӑрах, ҫывӑр, — ҫураҫуллӑн кулнӑ панӗ ӑна хирӗҫ чӳрече витӗр, табак туртнипе саралса ларнӑ пӳрнисемпе усӑнчӑк майӑхӗсене пӗтӗркелесе.

— Поди проспись, — примиряюще улыбался из окна пан, всей обкуренной пятерней закручивая нависшие усы.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич кӳтсе кайнӑ пӳрнисемпе мӑн йӗп ҫӑртине ҫӗленҫип тирчӗ.

Мирон Григорьевич зяблыми пальцами вдевал в иглу-цыганку суровинку.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫне усса, вӑл чӗтрекен хытӑ пӳрнисемпе сӗтелӗн ҫуман хӑмисене нумайччен шӑлкаласа ларчӗ.

Избочив голову, долго гладил дрожащими железными пальцами невымытую крышку стола.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех