Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑштах сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑштах (тĕпĕ: кӑштах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий арлӑ-арӑмлӑ ҫӗнӗ пурнӑҫа кӑштах хӑнӑхрӗ, йӗркене кӗчӗ, анчах та пӗр виҫӗ эрнеренех Аксинйӑпа татӑклӑнах уйрӑлса ҫитменнине, ҫав хутшӑнуран хӑйӗн чӗрине шӑрпӑк тӑрӑннӑ пек, темӗн тӑрса юлнине хӑравҫӑллӑн та ҫилӗллӗн туйса илчӗ.

Григорий малость пообвык в новом своем, женатом положении, пообтерхался и недели через три со страхом и озлоблением осознал в душе, что не вконец порвано с Аксиньей, осталось что-то, как заноза в сердце.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Манкине кӑштах шӑлса типӗтесчӗ-ха.

— Нехай хоть трошки сопли утрет!

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кимӗ, кӑштах ҫӗкленчӗк сӑмсипеле шыв юхӑмне ҫӑмӑллӑн касса, Донӑн тепӗр хӗрринелле шӑвать.

Баркас приподнятым носом мягко резал стремя, направляясь к противоположному берегу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тата кӑштах ҫывӑрмаллаччӗ.

Надо бы еще поспать.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗр кӑштах кӳпчесе кайнӑ куҫӗсене хӗрлӗ аллаппийӗпе шӑлса илчӗ.

Она терла розовой ладонью слегка припухшие глаза, говорила:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аҫуна санӑнне кӗртсе ярасчӗ ҫакӑнта, хырӑмӗ пушаннӑ пулӗччӗ кӑштах!

Папашку твоего сюда бы заправить, живот-то стрясло бы!

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӗр-ха, ҫӑр-ха кӑштах, вара пӗлӗн унта.

— Залезь-ка, помеси, а тогда узнаешь.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Чакӑр-ха кӑштах, хӑнасем! — ӳкӗтлет Петро, ташланипе йӗп-йӗпе тарланӑ хӗрарӑмсене тӗрткелесе.

— Потеснитесь, гостечки! — упрашивал Петро, толкая разопревшие от пляса бабьи животы.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Михей лашасене урӑм-сурӑм юратнӑ; кӑштах ӗҫкеленӗ хыҫҫӑн вӑл яланах, хӑйӗн илемсӗр шӗвӗр питне куҫҫулӗпе йӗпетсе, макӑрма тытӑннӑ, Мирон Григорьевич патне пырса тек пакӑлтатнӑ.

Был он страстным любителем лошадей; подвыпив, плакал, размазывая слезы по остренькому безбровому лицу, приставал к Мирону Григорьевичу:

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑхӑт ӗнтӗ… пурӑнса та ҫитертӗм, патшасене те служить турӑм, эрех те ӗҫрӗм хамӑн ӗмӗрӗмре, — тенӗ вӑл, шӑлсӑр ҫӑварне кӑштах ейӗлтерсе тата куҫ пӗркеленчӗкӗсене чӗтрентерсе.

Пора уж… и пожил, и царям послужил, и водки попил на своем веку, — добавлял он, улыбаясь белозубым ртом и дрожа морщинками глаз.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий кӑштах пуҫне ҫӗклерӗ:

Григорий приподнял голову:

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ҫак пӗчӗк ҫеҫ те хӑй юратнӑ ӳт лаптӑмне, тахҫан хӑйӗн пулнӑскерне, куҫӗсемпе чуптуса илчӗ; кӑштах ейӗлсе тӑракан шуранкарах тутисем ҫине куҫҫуль шӑпӑртатса тумларӗ.

Аксинья целовала глазами этот крохотный, когда-то ей принадлежавший кусочек любимого тела; слезы падали на улыбавшиеся побледневшие губы.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр чееленмесӗр, кӑштах именчӗклӗн, суймасӑр пӑхакан куҫсем ӑна: «Акӑ эпӗ пӗтӗмпех, епле пур ҫаплипех. Мӗнле кӑмӑлу пур, ҫапла шутла ман ҫинчен» — тесе каланӑ пек туйӑнчӗҫ.

Бесхитростный, чуть смущенный, правдивый взгляд словно говорил: «Вот я вся, какая есть. Как хочешь, так и суди меня».

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ну, кӑштах уттар-ха, тен, каять пулӗ?

— А ну, проведи, может, пойдет?

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья питне тутӑрпа чӗркемесӗрех ҫӳрет, куҫӗ айӗнчи тарӑн йӗрсем хурарах та кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ; тӑртанчӑк та кӑштах таврӑнчӑк ҫӑткӑн тутисем унӑн канӑҫсӑррӑн та аскӑнчӑклӑн кулаҫҫӗ.

Аксинья ходила, не кутая лица платком, траурно чернели глубокие ямы под глазами; припухшие, слегка вывернутые, жадные губы ее беспокойно и вызывающе смеялись.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗрене кӑштах канлӗрех…

Сердцу, кубыть, просторней…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ашшӗ йӗрӗпе ӳкрӗ, куҫне кӑштах хупса, ҫавипеле курӑк сарӑмӗ сарма тытӑнчӗ.

Григорий шел за ним следом, полузакрыв глаза, стелил косой травье.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтел хушшине ларнӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич вӑрахчен ҫаран валеҫни ҫинчен тата пӗтӗм пуху халӑхне кӑштах кӑна шахвӑртса хӑварман жуликларах атаман ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

За столом Пантелей Прокофьевич долго рассказывал о дележке и жуликоватом атамане, чуть было не обмошенничавшем весь сход.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн вӑл кӑштах лӑпланнӑ, анчах та арӑмне савас-ачашлас енчен малтанхинчен нимӗн чухлӗ те тараватланман тата килте те, ӗлӗкхи пекех, сайра хутра кӑна ҫывӑркаласа пурӑннӑ.

После этого притих, но на ласку был скуп и по-прежнему редко ночевал дома.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Христоня сарлака шӑлаварне кӑштах турткаласа тӳрлетрӗ те итлесе ларакансене пӑхса тухрӗ.

Христоня поддернул широченные шаровары и оглядел слушателей.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех