Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Паллӑ (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гарри Гранта кӗтет вӑл, «Британи» ҫинче боцманра ӗҫлени те паллӑ, кун пирки сӑмах та пулма пултараймасть.

Не подлежит никакому сомнению, что он знал Гарри Гранта и что он был боцманом на борту «Британии».

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл паллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ахӑрнех, ку питӗ паллӑ преступник пулмалла, — терӗ Айртона Гленарван, — ӑна мӑйкӑчӑ кӗтет.

— Очевидно, это закоренелый преступник, — сказал Гленарван Айртону, — его ждёт виселица.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Англин карттисем ҫинче ку облаҫа ҫакӑн пек сӑмахсемпе паллӑ тӑваҫҫӗ: «Reserve tor the Biacks» «Хура ҫынсене тытса усрамалли вырӑн».

Эта область на английских картах отмечалась следующими характерными словами: «Reserve for Blacks» — «Заповедник для чёрных людей».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вӑл паллӑ ӗнтӗ, шыравсене йӑлтах чарса лартасси ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть, — терӗ вӑл.

— Само собой разумеется, что не может быть и речи о полном отказе от поисков, — сказал он.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пурпӗрех — таркӑнсем-и вӗсем, е сыльнӑйсем пулсан та, — терӗ кун хыҫӗнчен Гленарван, — анчах вӗсем пурри пурне те паллӑ.

— Не важно — беглые они или ссыльные, — заметил Гленарван, — а важно то, что они есть!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн атаманӗ Бен-Джойс — питех те паллӑ преступник, вӑл Австралине нумай пулмасть кӑна килнӗ.

Атаманом её является Бен Джойс — закоренелый преступник, недавно появившийся в Австралии.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Жак Паганельпе унӑн юлташӗсем ҫак паллӑ сӑрта курнишӗн савӑнаҫҫӗ.

Жак Паганель и его товарищи были в восхищении оттого, что увидели эту знаменитую гору.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Элен ӑна Паганель паллӑ географ пулни ҫинчен, географипе профессора тухни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

Элен объяснила ему, что Паганель — знаменитый географ, профессор географии.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем мӗне курса чарӑнни ҫавӑнтах паллӑ пулчӗ.

Причина их остановки и удивления была, тотчас же выяснена.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ахальтен мар вӗсем те пӗр-пӗр паллӑ ӗҫшӗн хускалнӑ пулмалла.

Очевидно, это всеобщее возбуждение было вызвано каким-то важным событием.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Иртнӗ ҫулхине паллӑ ботаник, доктор Мюллер, Мельбурн хулинче ҫуралнӑскер, Лейхарда шырама тухас тесе укҫа пуҫтарма пикеннӗ.

В прошлом году известный ботаник, доктор Мюллер из Мельбурна, предпринял сбор пожертвований для снаряжения экспедиции на поиски Лейхардта.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах кунта нӳрлӗ ҫилсем пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен муссонсем ҫыран тӑрӑхӗпе вӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунта тӗнчен ытти пайӗсенчи ҫынсене хӗн кӑтартакан нумай чирсем, тифран пуҫласа чеччене ҫитичченех, кунта пӗри те паллӑ мар.

Но здесь не бывает влажных ветров, потому что муссоны дуют параллельно побережью, и большинство болезней, от которых страдают другие части света, здесь вовсе неизвестны, начиная от тифа и кончая оспой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пурне те паллӑ, Австралин мӗнпур пуянлӑхӗ выльӑх пулса тӑрать.

Скот, как известно, составляет главное богатство Австралии.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл историнчен хӑшне-пӗрне Мэри хӑй те пӗлет, мӗншӗн тесен Грант капитанӑн юлашки ҫыруне 1862 ҫулти май уйӑхпа паллӑ тунӑ.

Часть этой истории была известна Мэри, так как последнее письмо капитана Гранта было помечено маем 1862 года.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Таҫтанах паллӑ, ку ҫын нумай асапсене чӑтса ирттернӗ.

Сразу было видно, что человек этот много страдал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аргентина ҫӗрӗ ҫинчен калаҫнӑ чухне документра кӑтартнӑ широта тыткӑнрисем ялан пурӑнакан вырӑна мар пӗлтерни ҫинчен ученый тивӗҫсӗр мар паллӑ туса хучӗ.

Покамест речь шла об аргентинской территории, учёный вправе был утверждать, что широта, отмеченная в документе, относится не к месту постоянного пребывания пленных.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Минутлӑха тухнӑ хӗвелпе усӑ курса, вӑл сӑнавсем туса ирттерчӗ те, мӗн пӗлнине картта ҫине паллӑ туса пачӗ.

Воспользовавшись на минуту проглянувшим солнцем, тот сделал наблюдения и отметил результат их на карте.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара ҫулҫӳревҫӗсем мӗнпур Австралин ҫӗрӗ тавра ҫавӑрӑннӑ тата ӑна Инди океанӗн шывӗсемпе Лӑпкӑ океанӑн шывӗсем йӗри-тавра хупӑрласа тӑнине паллӑ тунӑ; 1665 ҫулта, шӑп кӑна Голландин тинӗсҫӳревҫисем сцена ҫинчен аннӑ тапхӑрта, ҫак кӑнтӑр енчи утравӑн ятне мӗнпур пысӑкӑшӗпе илсе Ҫӗнӗ Голланди тесе каланӑ.

Таким образом, путешественники объехали вокруг всего австралийского материка и установили, что он окружён водами Индийского и Тихого океанов; в 1665 году всему огромному южному острову было дано название Новой Голландии, как раз в ту эпоху, когда голландские мореплаватели сходили со сцены.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

1606 ҫулта Испанин тинӗс ҫӳревҫи Квирос пӗр паллӑ мар ҫӗр ҫине пырса ҫакланнӑ та, ӑна «Australia de Espiitus Santus» тесе, урӑхла каласан, «святой сывлӑшӗн кӑнтӑр ҫӗрӗ», тесе ят панӑ.

В 1606 году испанский мореплаватель Квирос открыл неизвестную землю и назвал её «Australia de Espiritus Santu», то-есть «Южная земля святого духа».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех