Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫса (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк ҫак ялтан миҫе ҫын вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫ хунине тӳрех пӗлеймерӗм.

Сразу не смогла выяснить о том, сколько человек из этой маленькой деревни героически сражаясь, сложили головы.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

17. Иудӑн тем тӗрлӗ ырӑ сӑмахӗпе — паттӑрлӑх кӳрекен, ҫамрӑксен чӗрине ҫирӗплетекен сӑмахпа — лӑпланнӑ иудейсем тапӑрӑн тӑрас темен, хӑюллӑн тапӑнса, пӗтӗм паттӑрлӑхпа ҫапӑҫса ӗҫе татса пама шутланӑ, мӗншӗн тесессӗн хула, сӑваплӑ вырӑн, Турӑ Ҫурчӗ хӑрушлӑхра пулнӑ.

17. Утешенные столь добрыми речами Иуды, которые могли возбуждать к мужеству и укреплять сердца юных, Иудеи решились не располагаться станом, а отважно напасть и, с полным мужеством вступив в бой, решить дело, ибо город и святыня и храм находились в опасности.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ровоам Иерусалима ҫитнӗ те, Израильпе ҫапӑҫса патшалӑха хӑй аллине тавӑрас тесе, Иудӑпа Вениамин килӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни чӗнсе пуҫтарнӑ.

1. И прибыл Ровоам в Иерусалим и созвал из дома Иудина и Вениаминова сто восемьдесят тысяч отборных воинов, чтобы воевать с Израилем и возвратить царство Ровоаму.

2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вара вӗсем каланӑ: ку вӑл — юн; патшасем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса кайнӑ та пӗр-пӗрне пӗтернӗ; Моав, каяр тупӑш илме! тенӗ.

23. И сказали они: это кровь; сразились цари между собою и истребили друг друга; теперь на добычу, Моав!

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Израиль ӑна хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ, унӑн Арнонпа Иавок хушшинчи ҫӗрне Аммон чикки патне ҫитичченех ярса илнӗ, Аммон чикки вара ҫирӗп тӑнӑ; 25. Израиль унти мӗнпур хулана туртса илнӗ, Израиль вара аморрейсен пӗтӗм хулинче, Есевонра тата ӑна пӑхӑнса тӑракан пӗтӗм хулара пурӑнма пуҫланӑ; 26. Есевон вӑл Сигонӑн, аморрейсен патшийӗн, хули пулнӑ, ҫак патша, унчченхи Моав патшипе ҫапӑҫса, унӑн пӗтӗм ҫӗрне Арнон таранчченех ярса илнӗ пулнӑ.

24. И поразил его Израиль мечом и взял во владение землю его от Арнона до Иавока, до пределов Аммонитских, ибо крепок был предел Аммонитян; 25. и взял Израиль все города сии, и жил Израиль во всех городах Аморрейских, в Есевоне и во всех зависящих от него; 26. ибо Есевон был город Сигона, царя Аморрейского, и он воевал с прежним царем Моавитским и взял из руки его всю землю его до Арнона.

Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Район центрӗнче арҫынсем кире пуканне йӑтса, алӑ вӑйне виҫсе, автанла ҫапӑҫса тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех