Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялти (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти лӑпкӑлӑха хӑнӑхнӑ Сима ҫак вӗресе тӑракан пурнӑҫ юхӑмне тӗлӗнсе те савӑнса сӑнать, мӑнаҫлӑн сарӑлса выртакан анлӑ Атӑл еннелле ерипен утать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Калӑпӑр, пирӗн ялти пӗр урамри асфальта халӑх хӑй сарчӗ — килӗрен укҫа пуҫтарса, ял администрацийӗ ку ӗҫе тӑвасса кӗтмесӗр (черет пысӑк вӗт…).

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Енчен те малтан ялти ҫула, уй хапхине ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса тунӑ пулсан — халь ку ӗҫе ял администрацийӗ пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ҫавна май ялти ҫынсем, пӗр-пӗрне лайӑх палламанран, пӗр-пӗринпе сахалтарах хутшӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ҫиччӗмӗш класа куҫсан тата, юлташӗпе ялти клубран баян вӑрласа тухса, вӑрӑ ятне те илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫак хушӑра ун патне мӑнукӗ кашни кун ҫӳрерӗ, ялти хӗрӗпе ывӑлӗ те, кинӗпе кӗрӳшӗ те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Мучи ним тума аптӑраса шап-шурӑ сухалне пӗтӗркелеме пуҫларӗ (пӑлханнӑ чухне хӑй сисмесӗрех сухалне пӗтӗрме, чӗпӗтсе туртма тытӑнать вӑл), унтан кутамккине ҫӗклесе сӗтел ҫине ялти кучченеҫсем кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Субботник кунӗ ялти пур халӑх та урама тӗрлӗрен ӗҫ хатӗрӗсем ҫӗклесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Киле килнӗренпе ялти пӗр ҫынпа та калаҫма ӗлкӗреймерӗ-ха Ваня, ҫавӑнпа та хӗрарӑмсемпе пӗрлешекен ҫул патне ҫывхарнӑҫем вӑл кӑштах хумханчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эсӗ пӗрех хут ялти улшӑнусем, хӑвӑр пурнӑҫӑрсем ҫинчен каласа пар.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку вӑл Ленӑсен ялӗнче пурӑнакан Ваня, ялти пек каласан, Сахар Матвин ывӑлӗ Ванюк пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ялти ҫынсем чирлесе ӳксен пулӑшу ыйтма тӳрех ун патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ялти ҫынсене те кӑҫатӑ темӗн чухлех туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ялти пӗр ҫӗвӗҫ мана хӗрхеннипе хӑйӗн гимнастеркинчен пиншак ҫӗлесе панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ялти чи хисеплӗ те сумлӑ мӑшӑра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем, культура ӗҫченӗсем, ачисемпе тӑванӗсем, ял-йыш саламланӑ, «ылтӑн» пуҫ кӑшӑлӗ ӑсталаса тӑхӑнтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ялти халӑхӑн танлаштаруллӑ хисепӗ республикӑра 2009 ҫул пуҫламӑшӗнчинчен 2,9 процент пункчӗ сахалланнӑ, хулара пурӑнакансен асӑннӑ виҫе чухлех ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

1833 ҫулта ялти тимӗрҫӗ, Америкӑри центртан инҫетре пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ электрик Томас Дэвенпорт Джозеф Генри электромагнит шухӑшласа кӑларни пирки, унпа усӑ курса тимӗр тӑприне пуянлатни ҫинчен пӗлнӗ.

В 1833 году деревенский кузнец и электрик-самоучка из американской глубинки Томас Дэвенпорт узнал о том, что Джозеф Генри изобрел электромагнит и использует его для обогащения железной руды.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Пилӗк ялти уйрӑм ҫынсен выльӑхӗсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Икӗ ялти ҫӗнӗ урамсене ҫул сарнӑ, электричество, шыв, газ кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Кунсӑр пуҫне, ялти клубра ӗҫлекен ҫукран вӑл хупӑ тӑрать, медпункта вара юсама вӑхӑт ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех