Шырав
Шырав ĕçĕ:
Джемма, апат умӗн уҫӑлса ҫӳренӗ чухнех Клюбера питех килӗштерсех кайманскер, — вӑл ҫавӑнпах ӗнтӗ Санинпа пӗрле пулнипе именнӗ пек пулчӗ тата унран кӑшт аяккарах пулма тӑрӑшрӗ — Джемма хӑйӗн каччишӗн куҫ кӗретех вӑтанма пуҫларӗ!
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Филька аяккарах кайрӗ, хӑйне валли аван вырӑн шыраса тупрӗ.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Сӑн-пите хӗретекен юна тытса чарас пек, хӗрача тӑнлавне пӳрнисемпе пусрӗ, вара аяккарах кайса тӑчӗ.Она поднесла руку к виску, надавила на него пальцами, и отстранилась немного подальше.
VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пӑрахут ир ҫитрӗ, тул ҫутӑлсанах; эпӗ япаласене пристане хӑвартӑм та хам хула курма кайрӑм, аяккарах та кайса уҫӑлса ҫӳрерӗм, вӑхӑт ирттӗр, сирӗн пата ытлашши ир килес мар терӗм, ҫавӑнпа эпӗ ҫулпа утман.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Абрам Дж. Фостер, вӑл Лафайет енче пуранать, кунтан пӗр хӗрӗх миля аяккарах пулать.Абрам Дж. Фостер, а живет он по дороге в Лафайет — это будет миль сорок в сторону.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир пӗр тӗле пытаннӑччӗ те унта каҫхи вунӑ сехетчен лартӑмӑр, кайран майӗпен тапрантӑмӑр, хуларан кӑшт аяккарах кайсан, юханшыв варнелле асӑрханса ишрӗмӗр, хула курӑнми пулсан тин хунар ҫутрӑмӑр.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Виҫӗ арҫын мана пӑшалпа тӗлленӗ, пытармасӑрах калатӑп, манӑн куҫсем хӗсӗнчӗҫ; арҫынсенчен чи ватти утмӑл ҫулсенче, — ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ; тепӗр иккӗшӗ вӑтӑрсенче, тен, кӑшт аслӑрах пулӗ — виҫҫӗшӗ те кӗрнеклӗ, илемлӗ; кӑшт аяккарах шурӑ ҫӳҫлӗ кӑмӑллӑ карчӑк тӑрать, ун хыҫӗнче — икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, вӗсене эпӗ лайӑхах кураймарӑм.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫыранран аяккарах ишме тӑрӑшатӑп, вак утравсем ҫине ҫапӑнас мар тесе, кимме пилӗк-улт хут та тӗке-тӗке уйӑртӑм; сулӑ та ҫырана пыра-пыра ҫапӑнать пуль-ха тесе шутлатӑп, ахаллӗн вӑл таҫта ҫитиех юхса кайнӑ пулӗччӗ те ун ҫинчен кӑшкӑрни илтӗнмен пулӗччӗ — сулӑ кимӗрен хытӑрах юхать-ҫке.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Йӗкехӳресене патакпа пемелле пулсан, чӗвен тӑрса аллуна пуҫ тӑрринелле ҫӗкле, ҫакна мӗнле пулсан та мелсӗртерех тума тӑрӑш, пилӗк-улт утӑм чухлӗ аяккарах лектер.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ тӗмсем хыҫӗнче, унран пилӗк-ултӑ фут аяккарах ҫеҫ, ларатӑп, самантлӑха та ун ҫинчен куҫ илместӗп.Я сидел за кустами футах в шести от костра и не сводил с него глаз.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Кӗҫӗр киле килмест ӗнтӗ вӑл», — шухӑшларӑм эпӗ, вара вӑл чылай аяккарах кайиччен кӗтрӗм те, пӑчкӑ туртса кӑларса, каллех леш пӗренене татма пикентӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Инкек-мӗнрен сыхланас тесе, май килнӗ таран шывран аяккарах пулма тӑрӑшӑр, мӗншӗн тесен эсир ҫуралнӑ чухнех сирӗн пурнӑҫӑр такан ҫинче вӗҫленет тесе ҫырса хунӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Иккӗмӗш хутӗнче Джим акӑ мӗскер каласа пачӗ: ҫав тухатмӑш карчӑксем, ун ҫине утланса, Ҫӗнӗ Орлеана ҫитнӗ пулать; кун хыҫҫӑн Джим тухатмӑшсем ӑна тата аяккарах илсе кайнине пӗлтернӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах Елена телейне пула, Берсеневпа Шубин искусство ҫинчен тавлашма пуҫларӗҫ; вӑл вара кӑшт аяккарах шуса ларчӗ те вӗсем калаҫнине ыйхӑ витӗр кӑна итленӗ пек пулчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Кусене, — терӗ вӑл, вилӗ нимӗҫсем ҫинелле кӑтартса, — илсе кайса пӑрахӑр аяккарах.— А этих, — он показывает на трупы немцев, — уберите куда-нибудь в сторону.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Боря мана кӑшт аяккарах пӑрчӗ те:
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсем океан хӗррипе пынӑ чухне кӗтмен ҫӗртен сасартӑк пӗр миль аяккарах туземецсен отрячӗ курӑнчӗ.Они шли вдоль берега океана, когда внезапно в одной миле от них появился отряд туземцев.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Таупо кӳллин хӑрушӑ ҫыранӗсенчен епле пулсан та аяккарах каяс тесен, каҫ тӗттӗмӗпе усӑ курмалла.Нужно было воспользоваться темнотой, чтобы подальше отойти от опасных берегов озера Таупо.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Фортран епле пулсан та аяккарах кайма васкамалла.Нужно было спешить, чтобы оставить как можно большее расстояние между собой и фортом.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Удупа текен виле шӑтӑкне картиш тулашне, фортран икӗ миль аяккарах ларакан Маунганаму сӑрчӗ ҫине чавнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.