Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усӑ сăмах пирĕн базăра пур.
усӑ (тĕпĕ: усӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Геннадий Волков «Яковлев патне малалла» чӗнӳпе усӑ куратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

— Чӑваш чӗлхипе хӑш тытӑмра усӑ курма май пуррине палӑртни.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Унпа вӗренӳ, культура, суд ӗҫӗсенче усӑ курнӑ, документсене чӑвашла ҫырма хытарса ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Чӗлхе кун-ҫулӗ вӑрӑм пуласси ҫулталӑкра пӗрре митинг ирттернинчен мар, унпа общество-политика тытӑмӗнче, кил, вӗренӳ шайӗнче мӗнле усӑ курнинчен нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Халӗ районта ҫӗрсемпе мӗнле усӑ курнине тепӗр хут тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

- Пирӗн тӗллев - кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр, тухӑҫ патӑр, - терӗ Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин заместителӗ Ирина Пудова.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Кайран ӑна ыттисене усӑ курма парать е хаклӑрахпа сутса пуйма хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ҫапла вара юхӑннӑ ҫӗрсен 84 пин гектарне (86,3 процент) кадастр учетне тӑратмалла е усӑ куракансене памалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тӑрӑхӗсенче ҫӗрпе туллин усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ҫавӑн пекех ҫынсем вакансисен банкӗпе ҫӑмӑллӑнах усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

- «Халӑха ӗҫ тупма пулӑшасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн асӑннӑ пулӑшупа пӗлтӗр 2 ҫын усӑ курнӑ, 2014 ҫулта виҫҫӗн харпӑр хӑй ӗҫне пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

- Патшалӑх уйӑракан тӗллевлӗ субсидипе усӑ курса харпӑр хӑй ӗҫне пуҫӑннисем пур-и?

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Акӑ, «Чужие на своей земле» 2 томран тӑракан кӗнекере истори факчӗсемпе анлӑн усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ // В.БОРОВКОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Уяр ҫанталӑкпа туллин усӑ курасшӑн вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Уй-хир культурисен тухӑҫӗ ҫине минераллӑ удобренисемпе усӑ курни пысӑк витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Алексей Александрович хуҫалӑх ӗҫченӗсемпе ӗҫ килӗшӗвӗ ҫырмасӑр тӑрӑшасси ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен районти центра ҫитсе учета тӑма, патшалӑх паракан пулӑшусемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Паянхи куна республикипе мӗнпур ветерансенчен 15 проценчӗ (Тӑвай районӗнче 3,4 проценчӗ) ӗҫленине пула ӗҫ ветеранне паракан ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураймасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

-Район тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, ҫынсем 2015 ҫулта Тӑвай енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе вӑйлатассипе, инвестицисем явӑҫтарассипе ӗҫленӗ, социаллӑ сферӑн ыйтӑвӗсене татса панӑ, бюджет укҫи-тенкипе эффективлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ, - тесе пуҫларӗ калаҫӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлесе канӑва тухнисене, халь тӑрӑшакансене саламланӑ хыҫҫӑн. -Пӗлтӗр районӑн пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем 259249,7 пин тенкӗ пырса кӗнӗ, ку вӑл планпа палӑртнин 98,7 проценчӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалла, инвестицисем явӑҫтармалла, муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗр ресурсӗсене тытса пырас, вӗсемпе усӑ курас ӗҫсен тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, экономика ӳсӗмӗн вырӑнӗсене йӗркелеме май паракан пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Элита вӑрлӑхсемпе усӑ курасси кӑҫал тата ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех