Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен халӗ урӑхла шухӑшсем, урӑхла ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ, вӗсен хӑйсен тивӗҫӗ ӳсет.У них появляются другие мысли, другие желания, в них просыпается чувство собственного достоинства.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Паллах, кун пирки манӑн хамӑн шухӑшсем пулнӑччӗ, ҫапах та эп пӗр хам кӑна шухӑшлани тӑрӑх нимӗн те тума пултарайман.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ, пӗррехинче мана урӑх ҫын опычӗ, урӑх ҫын шухӑшӗсем — ҫав опытпа шухӑшсем Антон Семеновичӑн пулнӑ пулин те — юрӑхлӑ марри палӑрчӗ, мӗншӗн тесен, Антон Семенович яланах каланӑ пек каласан — вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче пачах та пӗрешкел икӗ ӗҫ нихҫан та пулман.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Дисциплина тӑвасси пирӗн, воспитательсен ӗҫӗ кӑна мар, пур ачасен ӗҫӗ пулсан, вӗсем дисциплинӑшӑн вӑхӑтран вӑхӑта кӑна мар, ялан, куллен тӑрӑшма пуҫласан, пурин те пӗрешкел тӗллевсемпе шухӑшсем, пӗрешкел савӑнӑҫсемпе туртӑмсем палӑрма пуҫласан — ун чух вара: коллектив пулчӗ! теме пулать.
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ун пек шухӑшсем лӑплантарман мана.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫук, пӗрремӗш хут кӑна мар пырса кӗреҫҫӗ Антон Семенович пуҫне ку шухӑшсем.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн пуҫ мимминче шухӑшсем ҫавӑрӑнса тӗрлӗ сӑнсем тухса тӑнӑ: пушхир тӑрӑх тӑсӑлса выртакан чугун ҫул линийӗсем; Мексикӑри жандармсемпе Америкӑри констебельсем; тӗрмесемпе острогсем; водокачка патӗнчи ҫапкаланчӑксем — ҫаксем пӗтӗмпех ун Одиссейӗн Рио-Бланкопа стачка хыҫҫӑнхи йӗрӗнтерсе ҫитернӗ асран кайми хурлӑхлӑ панорамисем пулнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Анчах ҫак шухӑшсем Тавыле лӑплантарнӑ пек пулаҫҫӗ пулсан та, унӑн ӑшӗ ытларах та ытларах вӑркать.Но как ни утешительны были эти мысли, на душе у Тавыля становилось все тоскливей.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шухӑшсем майӗпен пӑтранма, сапаланма пуҫларӗҫ: Тавыль ыйӑха путрӗ.Постепенно мысли стали путаться, расплываться: Тавыль погружался в сон.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тавыль пуҫӗнче шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса иртеҫҫӗ.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӑвакарнӑ пуҫӑма хурлӑхлӑ шухӑшсем килсе кӗрсен эпӗ пӗччен ларма юрататӑп.Я один люблю сидеть, когда в мою седую голову печальные мысли вселяются.
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӗлӗнмелле шухӑшсем пырса кӗчӗҫ ун пуҫне.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑйӗн пуҫӗнче бакенсене мӗнле лайӑхрах куҫарса лартасси ҫинчен тӗрлӗ-тӗрлӗ шухӑшсем вылянчӗҫ.А в голове ее уже кружился рой мыслей о том, как лучше переставить бакены.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫак шухӑшсем Ильсеяр пуҫӗнче ҫиҫӗмӗн вӗҫсе иртрӗҫ.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тепӗр темиҫе минутран вӑл, Серафима Пушкарева патне кӗрсе пытанас шутпа, слобода урамӗпеле утса пырать, утнӑҫемӗн ҫакӑн пуҫӗнче кӳренӳллӗ те тарӑхса хирӗҫлекен шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫиҫсе иртеҫҫӗ; акӑ ӗнтӗ — унӑн ҫынсенчен тарса пытанмалла иккен, Четыхер ун ҫийӗнчи ҫи-пуҫне ҫурса таткалама тата ӑна хӗнессипе хӑратма пултарать, Девушкинпа ҫыхланнишӗн унран кулса мӑшкӑллама тытӑнӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кӗрхи кӗске кун хӑйӗн сӑн-сӑпатне ватӑ ҫынла пӗркелентерсе лартнӑ, урамсене кичем сӗм тӗтрелӗх килсе капланнӑ, ҫав тӗтрелӗхре сисӗнмесӗрех, кӑмӑска кӑмпи евӗрлӗ, тӗттӗм те ҫыпӑҫакан сӑмахсем, шикленчӗк шухӑшсем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Урама, халӑх хушшине вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫынна каласа пама мар, ҫыннӑнне татса илме, ҫаклатса юлма тухаҫҫӗ, вара, ҫавна килне илсе таврӑнаҫҫӗ те, ҫултан-ҫулах вӑрахӑн тӑсӑлса пыракан куллен-кунхи ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама хӑнӑхса ҫитнӗ пуҫри йывӑр шухӑшсем хушшинче ӑна ҫӗтӗлтерсе вӗтетсех яраҫҫӗ; кашни ҫыннӑн килӗ-ҫурчӗ тӗрме пулса тӑнӑ, алла ҫакланнӑ ҫӗнӗлӗх ҫавӑнта нумайччен йывӑр та тӗттӗм тыткӑнра тертленет, унтан вара, халтан янӑскер, нимӗн те ҫуратса хӑвармасӑрах хуллен вилсе выртать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫак темле вӑрттӑн чирпе асапланакан тухтӑра Коля ӑнлансах ҫитереймест, анчах тухтӑр шӳтлешсе тӑрӑхласа калаҫнисемпе унӑн кӑмӑлне ҫавӑрать, ҫав калаҫусем ҫамрӑк йӗкӗтӗн пуҫӗнче ҫивӗч те хӑюллӑ шухӑшсем ҫуратаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Мэрдана чӑнахах та шиклӗ шухӑшсем хумхатрӗҫ.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Географи карттине, Маркс портретне, сӗтел ҫинчи телефонсене, кӗнеке шкапӗсене курсан, унӑн пуҫне каллех шухӑшсем капланса килеҫҫӗ.
Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.