Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урса (тĕпĕ: ур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвӑл ҫав териех урса ҫӗкленчӗ, ун сассипе йывӑҫ хӗвел тухӑҫнелле шартлатнипе юханшыв шавлани те илтӗнмест.

Буря завывала с такой силой, что заглушала и треск деревьев и рёв бушующей реки.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Лайӑхрах тӗллеме тесе вӑл кӗтӳ пуҫӗнчи кенгуру патнех сывхарчӗ те, вара урса кайнӑ чӗрчун ун ҫине пӗррех сиксе ӳксе ӑна ҫӗр ҫине кукалесе пӑрахрӗ.

Желая получше прицелиться, он так близко подошёл к вожаку, что разъярённое животное одним прыжком налетело на него и опрокинуло на землю.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав иртӗннӗ ҫынсемпе кӗрешме полицин вӑй ҫитмен, ҫавӑнпа та колони губернаторӗн урса кайнӑ ылтӑн шыравҫисене лӑплантарма ҫарсене пӗрре ҫеҫ мар чӗнсе илмелле пулнӑ.

Полиция была бессильна на бороться с этим разгулом, и не раз губернатору колонии приходилось вызывать войска для усмирения разбушевавшихся золотоискателей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ вӗсен пӗр кирлӗ ӗҫ ҫинчен пӗлес пулать: «Дункана» урса кайнӑ тӑвӑл Австралин ӑҫти ҫыранӗсем патне килсе пӑрахрӗ-ши?

Теперь нужно было выяснить одно важное обстоятельство: в какое место австралийского побережья забросила «Дункан» буря?

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр чухне питӗ пысӑк усӑ паракан меслетпе усӑ курасшӑн вӑл: пӗр си шӑратнӑ ҫу ярсан, урса кайнӑ хумсене лӑплантарма пулать; вӑл си шыв ҫийӗпе сарӑлса каять те хумсене йӑвашлатать.

Он хотел применить средство, иногда дающее отличные результаты: можно умерить ярость волн, вылив на них слой жидкого жира; этот слой всплывает на поверхность и ослабляет волны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

гитовӑсене турттарчӗҫ, вара марсельпе брамсель кӗрӗслетсе ансан, урса ашкӑнакан стихия улани те ҫекундлӑха ҫавӑнпа хупланчӗ.

стянуты вниз гитовы, спущены кливера — с таким шумом, который заглушил даже грохот бури.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑхӑт иртнӗ май ҫил икӗ хут ытларах вӑйпа урса ашкӑнма пуҫларӗ, мачтӑсем паруссен хӑватне тӳсеймесӗр авӑнса анаҫҫӗ, судно хумсен вӑййи пек пулса тӑчӗ.

Ветер все усиливался, мачты согнулись под тяжестью парусов, и яхта, казалось, приподнялась над волнами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах питӗ чаплӑ судно, урса кайнӑ хумсене йӗкӗлтесе, вӗсем ҫине ҫӑмӑллӑнах улӑхса каять.

А она, как бы смеясь над ними, взлетала, подобно морской птице, на их пенившиеся гребни.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак маневра пурӑнӑҫа кӗртсен вӑл, Том Аустин боцмӑна чӗнсе илсе, вӗсене халь-халь вылянма тытӑнас пек урса ҫывхаракан тӑвӑла хатӗрленсе тӑма хушрӗ.

Когда этот манёвр был выполнен, он позвал Тома Аусти-на и боцмана и приказал им приготовиться к урагану, который с минуты на минуту должен был разыграться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дункан» пек чаплӑ ҫӳрекен суднона ҫул ҫинче нимӗн те тытса чарма пултарайман; паллах, ҫул хӑрушӑ пулма пултарнӑ, урса кайнӑ тӑвӑлсем Атланти океанӗн шывӗсене пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ пулӗ, анчах та яхта — тӗреклӗ судно, унӑн капитанӗ те — лайӑх моряк.

Ничто не могло задержать в пути такого первоклассного ходока, как «Дункан»; возможно, конечно, что переход был бурный и ураган не раз будоражил воды Атлантики, но яхта была крепким судном, а её капитан хорошим моряком.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вилес пек сехӗрленнӗ лашасем урса кайнӑ пекех ӗрӗхеҫҫӗ, ҫулҫӳревҫӗсене йӗнер ҫинче тытӑнса пымашкӑн та йывӑр.

Насмерть перепуганные лошади скакали бешеным галопом, и путешественникам трудно было усидеть в сёдлах.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн стенисем хыҫӗнчен ҫӗрӗк шӑршӑ тухать; вӑл ҫеҫ те мар, тата пусакан выльӑх хӑрушӑ мӗкӗрни илтӗнет, меҫникӗсем хаяррӑн кӑшкӑраҫҫӗ, йыттисем урса кайсах вӗреҫҫӗ.

Из этих застенков вместе с запахом гнили доносятся отчаянный рёв убиваемых животных, свирепые крики мясников, яростный лай собак.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван урса кайрӗ.

Гленарван был взбешён.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах пемеллисем пӗтсе вут ҫулӑмӗ сӳнсен, урса кайнӑ тискер кайӑксен тапӑнӑвӗнчен мӗнле ҫӑлӑнмалла-ха?

Но как отбить приступ взбешённых хищников, когда иссякнут заряды и погаснет огонь?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ҫӑварлӑхран ҫыртнӑ Паганель урса кайсах Гленарвана хирӗҫлерӗ, тавлашӑва вӑл та хутшӑнса кайни кӑварлӑ ҫулӑм ҫине ҫу юхтарса янӑ пекех пулса тӑчӗ.

Но Паганель, закусивший удила, обратил свою ярость против Гленарвана, вмешательство которого в спор только подлило масла в огонь его раздражения.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн шухӑшӗ пӗр май ҫав урса кайса чупакан кӗтӳ ҫине ҫавӑрӑнса пырать.

Мысль его невольно всё время возвращалась к бегущему в неописуемой тревоге стаду.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Швейцаринчи гигант альпинистсене тарӑхтарнӑ пек, Кордильерсем те ҫул ҫӳрекен ҫынсемшӗн ҫав териех чӑрмав пулса тӑрсан, е тата Гленарван ушкӑнӗ ҫине вӑйлӑ тӑвӑл тени, е ахаль ҫеҫ урса кайнӑ ҫил ҫӗкленсе килсен те, ҫынсем ҫак сӑрт ҫине хӑпарайман пулӗччӗҫ.

Если бы Кордильеры представляли путешественникам столько же препятствий, сколько швейцарский гигант альпинистам, если бы на отряд Гленарвана ополчился ураган или даже просто сильный ветер, люди не смогли бы одолеть этот горный хребет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Урса кайнӑ тинӗс лӑпланарах парса пӗлӗт уҫӑличчен «Дункан» ҫинчи пассажирсен питӗрӗнсе лармалла пулчӗ.

Пассажиры «Дункана» были обречены на сидение взаперти до тех пор, пока море и небо не примут своего нормального вида.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Урса кайнӑ тинӗс пассажирсене палуба ҫине час-часах тухма памасть, анчах кают-компанинчи калавҫӑсем куншӑн кӑна хӑйсен хӗрӳлӗхне ҫухатса тӑмаҫҫӗ.

Бурное море не позволяло пассажирам часто выходить на палубу, но беседы в кают-компании не стали от этого менее оживлёнными.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Утлӑ жандармсен саламачӗсем явкаланма пуҫларӗҫ, вӗсене урса кайсах хӗнерӗҫ.

Хлестали нагайки конных жандармов; их били с тупым бешенством.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех