Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваҫук (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑкри кассине (Пушкин урамӗ) килсе вырнаҫнисем: Няга Иванӗ, Кӗҫтенкке арӑмӗ тата Иван ывӑлӗ (1858-1919 ҫ.ҫ.), Пайтуган Хветӗр ывӑлӗсем - Палля, Исак, Михаля, Ваҫук Уҫки ывӑлӗ Микуля, Ваҫук Уҫки ывӑлӗ Питук, Пакась, Денис Куртейӗ, Салтак Якрав, Хветӗр, Сыса Стехвин, ывӑлӗсем - Элекҫей, Исус, Тӑрши Питруха ывӑлӗсем - Хветушка, Платун, Ерепин Матви ывӑлӗ Канжель Ваҫлей (1860-1942 ҫ.ҫ).

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Ваҫук хӑвӑрт салтӑнчӗ те шыва кӗрсе кайрӗ.

Василий быстро раздевается и лезет в воду.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Часах Ваҫук кучер чупса ҫитрӗ.

Прибегает кучер Василий.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Ваҫук! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑйӗн кил-ҫурчӗ еннелле ҫаврӑнса.

— Василий! — кричит он, повернувшись к усадьбе.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Ҫывӑх тантӑшӗ П.Мефодьев ҫапла аса илнӗччӗ: «Ваҫук Мӑнҫырмара вӗреннӗ чухнех сӑвӑсемпе аппаланатчӗ, пире те хавхалантаратчӗ, тантӑшсене те хистетчӗ. Ялти ачасемпе 10-шар пус пуҫтарса хут туянаттӑмӑр та алӑпа ҫырса «Хӗлхем» журнал кӑлараттӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Кунта пӗчӗк Ваҫук ачасемпе вӑйӑ вылять.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Вӑрмар районӗнче 100 ҫул каялла Ваҫук ятлӑ пепке ҫуралсан Кӗтеснер ялӗ пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ пӗлмелле чапа тухасса шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Ҫакна ытларах ҫамрӑк ача Ваҫук сӑнарӗпе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех