Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленсе (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эх, пирӗн те ун патне лекесчӗ те! — ӗмӗтленсе илчӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эпир кунта хӑҫан та пулин патька-патшапа таврӑнатпӑр та ҫав ылханлӑ Хунчар йӑхне тавӑратпӑр, — ӗмӗтленсе илчӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавал юхать ҫаврӑнса, Кӗмӗл пекех ҫутӑлса; Ункӑ шывне, Йӗршшӳне, — Тата ытти шывсене Пухса пырать Атӑла — Ӗмӗтленсе малалла.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унпа вӑл пӗр-пӗр гитлеровеца ҫапса ӳкерме ӗмӗтленсе утать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Каччӑсем, ытларах ташлас кӑмӑллисем, куҫӗсемпе хӗрсен еннелле амур сӑннисем вӗҫтерсе, ҫуттӑн ӗмӗтленсе, савса тӑраҫҫӗ, хӗрӗсем те, тин ҫеҫ вӑраннӑ хӗрӳ туслӑхпа паллӑ мар, уҫӑмсӑр юрату туйӑмӗсене уҫҫӑнах палӑртма хӑймасӑр, вӗсене куҫ хӳрипе именчӗк, чӗнӳллӗ, «сар ҫуллӑ» кулӑ витӗр сӗртӗнкелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрсемпе каччӑсем юнашар утаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса телейлӗн йӑлл кулаҫҫӗ, ӗмӗтленсе юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнчӗҫ те, пулас кунсен илемлӗхӗ ҫинчен шутласа, телейлӗн, ерипен-ерипен шӑвӑнса килекен ире хирӗҫ ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе ӗмӗтленсе утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫыран хӗррине тухсан, ҫӑмламас хӑлхинчен ҫатӑрласа тытрӑм та ҫак упана, ҫирӗпрех кантра е пралук тупӑнсанах ӑна ҫыхса пӑрахма ӗмӗтленсе, ҫул айккинелле, енчен-енне пӑхкаласа пыраттӑм ӗнтӗ, темле сасӑ илтӗннипе хыҫалалла куҫ ывӑтрӑм ҫеҫ — сехре хӑпрӗ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вӗсем часах тӗл пуласса ӗмӗтленсе уйрӑлчӗҫ, анчах хӑйсем урӑх тӗл пулас ҫуккине, ҫак тертлӗ ҫӗр ҫинче ҫак курнӑҫу юлашки пулнине пӗлмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавна ӗмӗтленсе кайнӑччӗ-и эпӗ Чӗмпӗре?

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иванов пӳлӗмӗнче яланах шавлӑ: туссем кунта сӑвӑ вулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, сӗрме купӑс калаҫҫӗ, чӑваш культурин, интеллигенцийӗн пуласлӑхӗ-малашлӑхӗ ҫинчен ӗмӗтленсе, ҫирӗп шанса, хавхаланса калаҫаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Федор Павлов чӑваш опери ҫинчен, «Нарспи» поэмӑна чӑваш сцени ҫинче лартса парасси ҫинчен ӗмӗтленсе, хӗрсе калаҫатчӗ, анчах малтанлӑха опера искусствине вырӑссенчен вӗренмелле тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫакӑнта вӗсем йӑлӑмри вӑрман ҫинче каҫхи шуҫӑм асамлӑн ҫунса сӳннине сӑнатчӗҫ, хӑйсен чаплӑ пуласлӑхӗ ҫинчен ӗмӗтленсе, хавхаланса калаҫатчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Каҫ еннелле хытӑ ӗшеннӗскерсем, выҫнӑскерсем, часрах общежитине ҫитсе, ҫӗр улми пӗҫерсе ҫиме ӗмӗтленсе пыратчӗҫ, хӑйсем Рафаэльпе Рубенс мӗнле чаплӑ пурӑнни, мӗнле тутлӑ апат-ҫимӗҫ ҫини, хаклӑ эрехсем ӗҫни ҫинчен сурчӑк ҫӑтса калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Вуникӗ ҫул хушшинче чӗрӗк миллион тенкӗ тупӑш!» — ӗмӗтленсе шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти каччӑсем малтанах Якурпа Ваҫли ҫапӑҫнине курасшӑн ӗмӗтленсе лӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Баржа ҫинче ӗҫленӗ чухне, Микулапа иккӗшӗ вӗсем, койка е каюта ҫивиттийӗ ҫинче выртса пынӑ чухне, яланах юратакан хӗрӗсем ҫинчен, киле таврӑнсан вӗсемпе улахра тӗл пуласса ӗмӗтленсе калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ал-урам та лӑштах пулӗччӗ. Нихӑш ӗҫе те кая хӑвармӗччӗ…» — ӗмӗтленсе шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳррипе калас-тӑк, паянхи ӗҫ саншӑн ӑнӑҫлӑ пулас пек ӗмӗтленсе йӑнӑшнӑ эсӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӑл хӑрама мар, ӑна ӗмӗтленсе кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех