Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫурӑ (тĕпĕ: ҫурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑнасем вараласа пӗтернипе чӑпарланнӑ лампочка юлхавлӑн ҫутӑлчӗ те арестанткӑна метр ҫурӑ сарлакӑш, виҫӗ метр тӑршшӗ, чӳречесӗр камерӑна кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫӗр те вун пӗр король (ҫав шутрах негрсен те) шутланать, ҫичӗ пин географ, тӑхӑр ҫӗр пин ӗҫлӗ ҫын, ҫичӗ миллион ҫурӑ ӗҫкӗҫ, виҫ ҫӗр вун пӗр миллион суя чапа хапсӑнакан — пурӗ икӗ миллиарда яхӑн ҫитӗннӗ ҫын.

На ней насчитывается сто одиннадцать королей (в том числе, конечно, и негритянских), семь тысяч географов, девятьсот тысяч дельцов, семь с половиной миллионов пьяниц, триста одиннадцать миллионов честолюбцев, итого около двух миллиардов взрослых.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Икӗ уйӑх каялла маркетплейссенче акципе пӗрре ҫурӑ йӳнӗрех илме пулатчӗ, анчах ун чухне пирӗн укҫа ҫитменнипе эпир 200 турникет кӑна туянма пултартӑмӑр, вӗсем ҫине ҫар чаҫӗсенчен панӑ заявкӑсен шучӗ ҫирӗп юлать пулин те.

Те же жгуты пару месяцев назад можно было поймать по акции на маркетплейсах в полтора раза дешевле, но из-за того, что у нас тогда просто не хватило денег, мы смогли закупить всего 200 турникетов, хотя число заявок на них из воинских частей остаётся стабильно высоким.

Пушкӑртра волонтерсем салтаксем валли жгут-турникетсем туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3466750

Пӑр ҫинче эпир уйӑх ҫурӑ ытла пурӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хальхинче пирӗн пӗчӗкрех задание пурнӑҫа кӗртмеллеччӗ, ҫыранран пӗр-икӗ километр ҫурӑ, виҫӗ километрта кӑна вырнаҫмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пирӗн унта пӗр уйӑх е уйӑх ҫурӑ пурӑнмаллаччӗ — пӗр сӑмахпа, ҫуркунне пуҫланиччен, пӑр ҫинче пурӑнма хӑрушӑ пулма пуҫличчен.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лиза Викторпа ҫулталӑк ҫурӑ каялла, иртнӗ ҫуркунне паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан вӗсем ҫур километр сарлакӑш тата пӗр километр ҫурӑ тӑршшӗ уҫланкӑ курчӗҫ, уҫланкӑра хӑйсен хӳрисемпе фюзеляжӗсене ҫӑра йывӑҫсем хушшинелле кӗртсе тӑратнӑ «ИЛ» самолета асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сехет ҫурӑ хушши те пулин хӑйне каллех чӑн-чӑн ҫын пек туяс килчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пиллӗк те ҫурӑ! — кӑшкӑрчӗ бидонсем патӗнче ӑшталанакан Юля.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне ҫӗршывӑн 82 регионӗнчен пин ҫурӑ ҫын янӑ.

Всего свои работы прислала около полутора тысяч человек из 82 регионов страны.

Раҫҫейри наукӑпа технологисен талисманӗсемшӗн сасӑлав малалла тӑсӑлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/konkurssem/2 ... at-3432142

Юлашки виҫӗ ҫулта эпир регионӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн калӑпӑшне пӗрре ҫурӑ чухлӗ – вуншар миллиард тенкӗлӗх – ӳстерме пултартӑмӑр, ҫавна май кӑҫал вӑл пуҫласа 100 миллиард тенкӗ шайӗнчен иртет.

В последние три года нам удалось в полтора раза – на десятки миллиардов рублей – увеличить объемы консолидированного бюджета региона, и в текущем году он впервые преодолеет планку в 100 миллиардов рублей.

Олег Николаев Финансист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/08/ole ... finansista

Ҫӗршывра пурӗ пин ҫурӑ заявка ырланӑ.

Всего по стране одобрили более полутора тысяч заявок.

Пушкӑртстанра 3 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитичченхи ӳсӗмри С гепатитпа чирлекен ачасене «Круг добра" фонд укҫи-тенки шучӗпе эмелпе тивӗҫтереҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/syvl-kh/2023-08- ... re-3369224

Чи нумаййи — сехет ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер Йошкар-Олара хӑнара пултӑм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/305?single

Матч сехет ҫурӑ яхӑн тӑсӑлнӑ, селфи чаплӑ шашисткӑсемпе вылянӑ чухнех тунӑ куракансене питӗ кӑмӑллӑ эмоцисем илсе ҫитернӗ.

Матч длился почти полтора часа, доставив много приятных эмоций зрителям, которые делали селфи со знаменитыми шашистками прямо во время игры.

Тамара Тансыккужина Санкт-Петербургра шашкӑлла вылямалли сеанс панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... an-3408575

Пӑт ҫурӑ чакрӑм…

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Улттӑ ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Атӑл тӑрӑхӗпе паллаштаракан 1903 ҫулта тухнӑ кӗнекере: «Хула чапне чиркӳ чанӗсем кӳреҫҫӗ, вӗсем кунта 122, пӗтӗмӗшпе илсен, пилӗк пин пӑт ҫурӑ таяҫҫӗ. Пӗчӗк те чухӑн Чуксар-хула чан тӗлӗшпе Лондонпа Парижран та чаплӑрах!» — тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Вӗсемшӗн пенси ҫулӗ кашни ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче пӗр ҫул чакать, анчах пилӗк ҫултан ытла мар.

Для них пенсионный возраст сокращается на один год за каждые полтора года опеки, но не больше чем на пять лет.

Инвалидсен ашшӗ-амӑшӗсем срокчен маларах пенсие тухма пултараҫҫӗ-и? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... -i-3397670

Йӑван вӗрчӗ те вун икӗ ҫухрӑм ҫурӑ тасатрӗ.

Йыван дунул и на двенадцать с половиной километров очистил.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех