Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫурӑ (тĕпĕ: ҫурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вуникӗ килограмм ҫурӑ кӑна сурӗ пулать вӑл паян? — тетӗп канӑҫсӑрланса.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Апатланса-туса, чӑнахах та, сехет ҫурӑ иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Куллен тӗркӗшетпӗр кухня умӗнчи черетре, сехет ҫурӑ — икӗ сехет ирттеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта виҫӗ пин ҫурӑ ҫын хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Хӗлле вара пин ҫурӑ яш-кӗрӗм хӑйӗн вӑхӑтне усӑллӑ ирттерет.

Куҫарса пулӑш

«Артекран» кая мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XXwE-6cc2to

Унтан ҫулталӑк ҫурӑ заставӑра иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан икӗ хут ҫурӑ ытларах.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Культура тытӑмне укҫа хывасси юлашки пилӗк ҫулта пӗр хут ҫурӑ ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

2023-мӗш ҫулта 288 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫул тӗпрен юсамалла тата 17 ҫухрӑм ҫурӑ ҫӗнӗрен сармалла.

Куҫарса пулӑш

Транспорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60497

Эпир хамӑрӑн ҫӗршыва ҫулталӑк ҫурӑ хушши мирлӗ пурнӑҫпа пурӑнма май патӑмӑр, тата, фашистла Германия пакта пӑхмасӑрах пирӗн ҫӗршыв ҫине тапӑнма хӑйсан, ӑна отпор пама хамӑрӑн вӑйсене хатӗрлемешкӗн май илтӗмӗр.

Мы обеспечили нашей стране мир в течение полутора годов и возможность подготовки своих сил для отпора, если фашистская Германия рискнула бы напасть на нашу страну вопреки пакту.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

— Икӗ тенкӗ ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Пурӗ ҫак программӑпа, пӗтӗм министерство енӗпе пӑхсан, 6 миллиард ҫурӑ тенкӗ ял тӑрӑхӗсене аталантарма укҫа пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ӗҫсене пурнӑҫлама хыснара миллиард ҫурӑ ытларах тенкӗ хывса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпрен юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60697

…Ҫур ҫулталӑк хушши — вӗренекен шутӗнче, тата ҫур ҫулталӑк — пиллӗкмӗш разрядлӑ токарь, тепӗр ҫулталӑкран — улттӑмӗш разряд, кӑткӑс детальсем тӑвассипе ӗҫлени, юлашки ҫул — иккӗ, иккӗ ҫурӑ, виҫӗ норма тултарма пуҫлани — акӑ ҫакӑн пек пулчӗ унӑн ҫулӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑл кӑвак пурҫӑн кӗпе ҫинчен иртнӗ эрнере кӑна пин ҫурӑ парса туяннӑ ҫӗнӗ ҫӳхе пиншакне тӑхӑнчӗ, сарӑ туфлийӗсене бархатпа шӑлса ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ик сехет ҫурӑ хушшинче вӑрмантан тухмалла ӗнтӗ, эпир пур, темле шурлӑхсем тӑрӑх сылтӑмалла пӑрӑнмалла пуль тесе ҫӳретпӗр…

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗнӗренпе икӗ сехет ҫурӑ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Кашни ир, стена ҫинчи куккуклӑ кивӗ сехет саккӑр ҫурӑ ҫитнипе пӗлтерсе авӑтсан, эпир, иксӗмӗр те, хутпа чӗркенӗ кӑнтӑрлахи апат йӑтса, ӗҫе тухса каяттӑмӑр, пӳрте питӗрсе хӑвараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Анчах ҫав хисеплӗ куна палӑртнӑранпа уйӑх ҫурӑ иртрӗ кӑна, профессор йывӑр чирпе чирлесе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Сивӗсем пуҫланчӗҫ, юр ҫуман, ӑна тума ӗлкӗреймерӗмӗр, 2 метр ҫурӑ эпир ӑна ӗлкӗреймерӗмӗр шӑнса кайнипе».

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех