Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитеҫҫӗ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырӑсем те, ялхуҫалӑхӗн ытти ӳсен-тӑрансем те пулса ҫитеҫҫӗ.

Созревают хлеба и другие сельскохозяйственные растения.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ун вӑтам температури-11°, анчах хӑш чухне сивӗсем 20°, 25°, 35° ҫитеҫҫӗ.

Его средняя температура — 11°; но иногда морозы доходят до 20, 25 и даже до 35°.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир глобус ҫине тинкерсе пӑхсан, ҫакна куратпӑр: ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енне глобус ҫинче линипе кӑтартнӑ, вӑл линисем полюсран полюса ҫитеҫҫӗ.

Если мы присмотримся к глобусу, то мы увидим, что направления север — юг на глобусе обозначены линиями, которые идут от полюса к полюсу.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем пур еннелле те сарӑла-сарӑла каяҫҫӗ, уйсене ҫурса пӗтереҫҫӗ, ял ҫывӑхнех ҫитеҫҫӗ, урамсене ҫӗмӗреҫҫӗ, ҫулсене пӗтерсе лартаҫҫӗ, кил-ҫурт айне те алтса кӗреҫҫӗ.

Они ползут во все стороны, прорезают поля, подступают к селениям, размывают улицы, уничтожают дороги, подкапываются под дома.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫуртсем те, урамсем те вӑрман патнех ҫитеҫҫӗ, вӑрманӗ хӑй кӑнтӑралла шыв хӗрри таранах сарӑлса ларать.

Домики и улицы подходят к лесу, который тянется к югу до реки.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ун валли те ҫынсем ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Аха, ҫитеҫҫӗ иккен, — кӑмӑллӑн кулса илчӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем Чапаев патне ҫитеҫҫӗ те: « — Эпир килтӗмӗр! Йышӑнӑр пире!» — тесе йӑлӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Хӗсӗрлеме ӑсӗсем ҫитеҫҫӗ пулсан — явапран та тарса ан ҫӳреччӗр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӗрентӳ министерстви сӗнӗвӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗрентмелли программӑсем ҫырать, 7-9-мӗш классем валли вӗренӳ комплекчӗсене хатӗрлесе ҫитерет, «Чӑваш чӗлхин ӳкерчӗклӗ словарӗ», «Урокри телекоммуникаци технологийӗ» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» видеопрезентаци учительсем патне ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Саня кайма хатӗрленсенех малтан пачах курӑнман, таҫта пытанса тӑнӑ катрамлӑ пӗлӗтсем питӗ аялтан вирхӗнсе ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пырса ҫитеҫҫӗ Тараспа Тихӑн яла.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫитес вӑхӑтра хуҫалӑхсене ҫитеҫҫӗ, нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук».

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

«Эсӗ каниччен ҫурӑлса ҫитеҫҫӗ вӗсем» — тенӗччӗ Нина…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Халь ҫурӑлса ҫитеймен-ха вӗсем, анчах эсӗ кайиччен ҫурӑлса ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Халь ҫурӑлса ҫитеймен-ха вӗсем, анчах пӗр-икӗ кунтан хӑйсемех ҫурӑлса ҫитеҫҫӗ», — кӑшт ҫеҫ чӗтренсе илтӗнчӗ ӑна тепӗр хут.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Халь ҫурӑлса ҫитеймен-ха вӗсем, Георгий Васильч, анчах пӗр-икӗ кун шывра ларсан, хӑйсемех ҫурӑлса ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Аталану шайӗ енчен илсен, пур чӗлхе те пӗр виҫере тӑмасть: пӗри вӑйлӑрах аталаннӑ, тепри сахалтарах, пӗр чӗлхипе тем тӗрлӗ литература та пур, унӑн нормисем те тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫырулӑхӗ пулса кайни те темиҫе ҫӗр ҫул ҫитет, теприн нормисем вара анчах йӗркеленме тытӑннӑ е йӗркеленсе ҫитеҫҫӗ, ҫырулӑхне туни те 50 — 60 ҫул кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Питӗ ансат вӗт-ха: ҫула май каякан машинӑпа Хусана ҫитеҫҫӗ, унта хӑйсен ҫимӗҫӗсене сутаҫҫӗ те каялла пӑрахутпа хӑпараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсенчен 33-шӗ сад пӗрлешӗвӗсене ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫӗре ҫитме пулать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60947

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех