Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытларахӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытларахӑшӗ – район Пухӑвӗн малтанхи йышӗнче пулнисем.

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

«Эпир пӗр суйлавран та юлман», – палӑртрӗҫ Вӑрнар районӗнче пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ вырсарникун суйлав участокӗсене пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Донецкпа Луганск Халӑх Республикисенче, Запорожье тата Херсон облаҫӗсенче пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ палӑртнӑ шухӑша йышӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Ытларахӑшӗ - ачасем.

Большинство — дети.

Иртнӗ эрнере сысна грипӗпе 41 ҫын чирленӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33722.html

Хуралҫӑ панӑ сӗнӳшӗн те сасӑларӗҫ, анчах ытларахӑшӗ хирӗҫле ал ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӗсенчен ытларахӑшӗ - яш-кӗрӗм, техникӑна кӑмӑллать, ҫавӑнпа та пулӗ полиграфи оборудованийӗпе хаваслансах паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хаҫат алӑра! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11569-t- ... acat-al-ra

Наци тӗлӗшӗнчен пӑхсан ака уйӑхӗн ҫирӗммӗшӗнче тытса арестленӗ 434 ҫынран 400 ытларахӑшӗ чӑваш, 23 ҫармӑс (мари) пулнӑ.

Из 434 арестованных более 400 были чуваши, 23 — черемисы (марийцы).

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ытларахӑшӗ ял ҫыннисем-ҫке, алӑ ҫумне вӑрҫӑ хатӗрӗ мар, ӗҫ хатӗрӗ ҫыпӑҫарах парать.

Большинство солдат — вчерашние крестьяне, и их рукам привычнее держать не оружие, а орудия труда.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ытларахӑшӗ вӗсенчен тарӑхнисем пуль ӗнтӗ, ахӑртнех.

Наверно, это были самые обездоленные крестьяне.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапах та ытларахӑшӗ хӑмшӑлса ҫитнӗ, сӑнран кайнӑ.

Но в большинстве это были морщинистые, бескровные, исхудалые лица.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳрт ӑш-чиккине кӑмакаран ӳкекен ҫутӑ ҫеҫ ҫутатать, ҫитменне ҫыннисем пурте тум-тирпе те, ӑнланма ҫук — те ытларахӑшӗ арҫын, те хӗрарӑм.

Кого было больше — мужчин или женщин — не понять.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсенчен ытларахӑшӗ вырӑс чӗлхи, математика, истори, литература, ют чӗлхе, хими, физика предмечӗсемпе пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Вӗсенчен ытларахӑшӗ асап кӑтартнипе (21), вӗлерессипе хӑратнипе (28) ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Вӗсенчен ытларахӑшӗ адвокат ӗҫне аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ, килес ӑрусемшӗн чӑннипех ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Многие из них внесли неоценимый вклад в становление профессии, стали настоящим примером для будущего поколения.

Олег Николаев Чӑваш Ен адвокатурин 100 ҫулхи юбилейӗпе тата Чӑваш Республикин Адвокат палатине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/19/ole ... -advokatur

Ытларахӑшӗ вырӑссемччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Баконь тӑвӗ патӗнчи ҫырансем, ҫурҫӗр енчисем, ытларахӑшӗ чӑнкӑ, ҫӳллӗ, тӗллӗн-тӗллӗн катӑлса пӗтнӗ (Тихань ҫурутравӗ), вӑрманланса ларнӑ.

Обращенные к Бакони берега на севере озера преимущественно крутые, высокие, местами изрезаны (полуостров Тихань), поросли лесами.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Браунӑн «Арматор тата Тиев» кантурӗ, кунашкал кантурсенчен ытларахӑшӗ пекех, ҫыранран инҫех мар вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та автомобиль кирлӗ мар.

Контора Брауна «Арматор и Груз», как большинство контор такого типа, помещалась на набережной, очень недалеко, так что не стоило брать автомобиль.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ял ҫыннисенчен ытларахӑшӗ кӑмакасене, ҫав шутра мӑрьесене те хамӑр таврари тӑмран ҫапнӑ хӗртмен кирпӗчрен тӑватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Уиджиджире пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ — арабсем; вӗсем йывӑҫ сухӑрӗпе, гумми-каучукпа, слон шӑммипе тата пальма ҫӑвӗпе сутӑ тӑваҫҫӗ.

Большинство жителей Уиджиджи — арабы, торгующие камедью, гумми-каучуком, слоновой костью и пальмовым маслом.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент кӗскен хуравлать, чӑн пӗлтерӗшпе мар, ытларах философи шайӗнче, наҫилккеҫӗсем вара, вӗсенчен ытларахӑшӗ тап-таса негрсем, Гентран вӑл кунта епле килсе лекни, ӑна мӗнлерех тӳлени пирки кӑштах та именмесӗр, татти-сыпписӗр ыйтаҫҫӗ те ыйтаҫҫӗ.

Гент отделывался краткими замечаниями более философского, чем фактического, свойства; носильщики же, в большинстве чистые негры, не стесняясь, ставили Генту вопросы относительно его появления и условий службы.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех