Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытларахӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округ территорийӗнче пурӑнакансенчен ҫурри ытларахӑшӗ физкультурӑпа тата спортпа туслӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Хӑйсем вара, шӗмпӗлтсем (вӗсенчен ытларахӑшӗ икӗ ҫул каялла кӑна Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ ашшӗсен «тимӗр аллисене», ҫемьери йӗркесӗрлӗх, сӑпайсӑрлӑх чиккине, «кӑкарӑҫне» туймасӑр яру ярӑнса ӳснӗскерсем) ял касса, ҫырма-ҫатра тӑрӑх ҫавӑрттарса, арҫуриленсе ҫӳресе, унта ура йӗрлемен, алӑ тӗкӗнмен, «шӑлпа ҫыртса тӗрӗслемен» вырӑн та хӑварман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Тухса калаҫакансенчен ытларахӑшӗ ҫак парти ертӳҫисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Вӑл шутран ытларахӑшӗ, 8-ӑн,хушма хуҫалӑх йӗркелес тӗллевлӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Шел, ҫынсенчен ытларахӑшӗ мана инкеке, йывӑрлӑха лексен е пӗр-пӗр хӑрушӑ пулӑмпа тӗл пулсан ҫеҫ аса илет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ӗни» вара кӗҫӗнрех ҫулсенчи вӑрҫӑ ачисен (вӗсенчен ытларахӑшӗ нихӑҫан та «атте» тесе каласа курмасӑр ӳсрӗ) «урисем» ҫине те хытах «пусрӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасенчен ытларахӑшӗ, килхушшинелле тухса юхнӑскерсем, ҫуйхашаҫҫӗ, чӗнкӗлтетеҫҫӗ, ҫӗмӗрлешеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе кӑрт-карт тӗрткелешеҫҫӗ, алхасаҫҫӗ, парттӑ хушшинче тӗкӗшсе ларакансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

2014 ҫулта ҫуралнисенчен ытларахӑшӗ - ашшӗ-амӑшӗн иккӗмӗш пепки.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Апла пулин те, ытти ҫӗрти пекех, хуҫалӑхра ӗҫлекенсенчен ытларахӑшӗ аслӑ ӳсӗмри — 50 (хӗрарӑмсем), 51 (арҫынсем) ҫулхи ҫынсем шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Ытларахӑшӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта хут уйӑрттарӗ.

Большинство пар распишутся в Чебоксарах и Новочебоксарске.

Пуш уйӑхӗнчи хитре янӑракан кунсенче 80 ытла мӑшӑр пӗрлешӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34195.html

Вӗсенчен ытларахӑшӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫул ҫитмен ачисене воспитани парас ӗҫре кирлӗ пек тимлӗх уйӑрманнипе, пӑхса ҫитерейменнипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитмен пур ача та тимлӗхре пултӑр // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44266-cul-c ... hre-pult-r

Вӗсенчен ытларахӑшӗ ют пурлӑха вӑрланипе (83), вӗлерессипе хӑратнипе (39), асаплантарнипе (25) ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Чӑвашсем ытларахӑшӗ Торговцевпа Сахар шӑллӗ Петр Озеров патне ҫӳреҫҫӗ, кунта хутран-ситрен ҫеҫ анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытларахӑшӗ — тутарсем.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытларахӑшӗ – район Пухӑвӗн малтанхи йышӗнче пулнисем.

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

«Эпир пӗр суйлавран та юлман», – палӑртрӗҫ Вӑрнар районӗнче пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ вырсарникун суйлав участокӗсене пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Донецкпа Луганск Халӑх Республикисенче, Запорожье тата Херсон облаҫӗсенче пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ палӑртнӑ шухӑша йышӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Ытларахӑшӗ - ачасем.

Большинство — дети.

Иртнӗ эрнере сысна грипӗпе 41 ҫын чирленӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33722.html

Хуралҫӑ панӑ сӗнӳшӗн те сасӑларӗҫ, анчах ытларахӑшӗ хирӗҫле ал ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӗсенчен ытларахӑшӗ - яш-кӗрӗм, техникӑна кӑмӑллать, ҫавӑнпа та пулӗ полиграфи оборудованийӗпе хаваслансах паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хаҫат алӑра! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11569-t- ... acat-al-ra

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех