Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшсемпе (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара, чаплӑ поэмӑн содержанине этем вӑй-халне мухтакан хӑватлӑ шухӑшсемпе пӗрле этем ӑс-тӑнне ҫӳпӗлекен шухӑшсем те кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫакӑн йышши инҫе шухӑшсемпе сӗмленни мана каллех тин ҫеҫ вуланӑ-илтнӗ этем «чӗпписен» — чечек сарма та ӗлкӗреймен вутра кӗлленнӗ Аленкӑн, ачалла ухмахлӑха пула ӳчӗ-чысӗ «таптаннӑ» Нинукӑн — синкерлӗ шӑпи патне тавӑрчӗ, ачасен латсӑр, пысӑк инкеке ҫаврӑннӑ вӑййисене куҫ умне ӳкерсен, пуҫӑм юман каскиленсе усӑнчӗ, кӑмӑлӑма пас тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

. Ҫапла шухӑшсемпе ҫунатланса утать Яка Микихвер.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Ҫак шухӑшсемпе Ҫтаппан килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ыттисем ӗлкӗриччен хам та ҫав мыскарана хамӑр ялтах, вулӑсра нихӑшӗнчен малтан туса кӑтартатӑп. Ун чухне эпӗ те таврара чапа тухӑп», — ҫак шухӑшсемпе тӗлӗрсе кайрӗ вӑл ҫав каҫхине.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫ пуласса кӗтнӗ май Хрестук пӗр вӗҫӗмех ҫав шухӑшсемпе асапланчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Конкурса хутшӑнни, интереслӗ ҫынсемпе, шухӑшсемпе паллашни кӑмӑла ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Ҫынсен кӑмӑл-туйӑмне, вӗсем мӗнле шухӑшсемпе пурӑннине пӗлсе тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

— Хӑҫантанпа ҫакӑн пек шухӑшсемпе пурӑнатӑн вара эсӗ?

— С каких это пор ты живешь с такими мыслями?

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ҫакнашкал шухӑшсемпе эпӗ питӗ йӑпанаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юнкун шухӑшсемпе практикӑна пӗрлештерме, ӗмӗтсене пурнӑҫлама май тупӑнӗ.

В среду у вас появиться отличный шанс успешно соединить идеи с практикой, а мечты воплотить в реальность.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак шухӑшсемпе вӑл ҫырма урлӑ каҫса колхоз итемӗ патнелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑн пек шухӑшсемпе пырса кӗчӗ вӑл Крымран килнӗ эшкерпе кремле.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн киле ҫитиччен ҫакӑн пек шухӑшсемпе аташса пычӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шухӑшсемпе инҫетри ҫӗршывсене вӗҫетӗр.

На этой неделе будут мысленно устремлены в дальние страны.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсемпе шухӑшсемпе пайланма ан хӑрӑр.

Кстати, не бойтесь делиться своими идеями с ближним кругом.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туссемпе хутшӑнни, шухӑшсемпе тата опытпа ылмашӑнни – пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ пай.

Общение с друзьями, обмен мнениями и опытом - как личным, так и деловым, - не менее важная часть жизни.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шывтӑкансен ку эрнере ӗҫсемпе, шухӑшсемпе тимлӗ пулӑр.

Водолеям на этой неделе нужно быть особенно внимательными ко всем своим действиям, мыслям, поступкам.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Япӑх шухӑшсемпе кӗрешӗр.

Старайтесь бороться с плохими мыслями.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре ҫӗнӗ шухӑшсемпе усӑ курни пысӑк кӑтартусем тума май парӗ.

Использование новых идей и технологий в работе позволят вам добиться важных результатов.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех