Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшсемпе (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек шухӑшсемпе таврӑнчӗ больницӑран вунтӑххӑра ярса пуснӑ хӗр; анчах килтисене вӑл ним те уҫса каламарӗ — йӑмӑкне те, амӑшне те.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫакӑн пек шухӑшсемпе пӑтранчӗ Укахви амӑшӗ хӗрӗ больницӑна кайсан.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗри шухӑшсемпе пиҫсе кайнӑ пуҫ мими те, ҫунтаракан туйӑмсемпе ыратса ывӑннӑ чӗре те лӑпланнӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Арҫын ачан канӑҫсӑр шухӑшсемпе хӗрнӗ пуҫӗ ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Канӑҫсӑр шухӑшсемпе ҫӗр варринчех сике-сике тӑма та кунӗпе хырӑм выҫнине туймасӑр пӳлӗмре ларма та, аллипе клавишсем ҫине хунипех пӗр нота тӗкӗнсе пӑхмасӑр, ӗмӗтсемпе тӗлӗрсе, шухӑшсӑрлӑхра ҫӳреме те пултарать ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Халӗ сире, вулакансем, тӗп докладри шухӑшсемпе паллашма сӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ӗҫ ҫинчен калаҫма, строительство ыйтӑвӗсене сӳтсе явма, пӗр-пӗрне пысӑк шухӑшсемпе хавхалантарма.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шухӑшласса шухӑшла, анчах сӳсленчӗк шухӑшсемпе вӑрах анкӑ-минкӗленсе ан ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла шухӑшласа, шухӑшсемпе асапланса, Прохор Петрович алла пӑчӑкӑ тытать, пуртӑ тытать, сава тытать, суран ҫӗввисене карӑнтарса, типнӗ турат пек хытса ларнӑ шӑмӑсене хускатса, шӑнкӑрч йӑви тума тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шуркассинчи почта уйрӑмне пилӗк ҫухрӑма ҫӳренӗ вӑл, тӗрлӗ ҫынсемпе курса калаҫнӑ, пулса иртнине, уйрӑм шухӑшсемпе сӑнарлӑ каланисене пуҫтарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Вырӑс литературинчи ирӗк шухӑшлӑ произведенисем ӑна хӑйне те ирӗклӗхшӗн кӗрешме хавхалантарнӑ, унӑн ӑс-тӑнне хӑюллӑ шухӑшсемпе пуянлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Кӗлеткене кӑна мар, шухӑшсемпе кӑмӑла та йӗркене кӗртӗр.

Приведите в гармонию не только тело, но также мысли и дух.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Нарспи» — прогрессивлӑ шухӑшсемпе тулнӑ произведени, унӑн прогрессивлӑ содержанийӗ юрӑхсӑр шухӑшсене хӑйӗн вӑйӗпе путарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫапла вара, чаплӑ поэмӑн содержанине этем вӑй-халне мухтакан хӑватлӑ шухӑшсемпе пӗрле этем ӑс-тӑнне ҫӳпӗлекен шухӑшсем те кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫакӑн йышши инҫе шухӑшсемпе сӗмленни мана каллех тин ҫеҫ вуланӑ-илтнӗ этем «чӗпписен» — чечек сарма та ӗлкӗреймен вутра кӗлленнӗ Аленкӑн, ачалла ухмахлӑха пула ӳчӗ-чысӗ «таптаннӑ» Нинукӑн — синкерлӗ шӑпи патне тавӑрчӗ, ачасен латсӑр, пысӑк инкеке ҫаврӑннӑ вӑййисене куҫ умне ӳкерсен, пуҫӑм юман каскиленсе усӑнчӗ, кӑмӑлӑма пас тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

. Ҫапла шухӑшсемпе ҫунатланса утать Яка Микихвер.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Ҫак шухӑшсемпе Ҫтаппан килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ыттисем ӗлкӗриччен хам та ҫав мыскарана хамӑр ялтах, вулӑсра нихӑшӗнчен малтан туса кӑтартатӑп. Ун чухне эпӗ те таврара чапа тухӑп», — ҫак шухӑшсемпе тӗлӗрсе кайрӗ вӑл ҫав каҫхине.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫ пуласса кӗтнӗ май Хрестук пӗр вӗҫӗмех ҫав шухӑшсемпе асапланчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Конкурса хутшӑнни, интереслӗ ҫынсемпе, шухӑшсемпе паллашни кӑмӑла ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех