Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗтреме сăмах пирĕн базăра пур.
чӗтреме (тĕпĕ: чӗтреме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур еннелле те кӑнтарса тӑсӑлнӑ тип тураттисем юмӑҫ кил-ҫурчӗн канлӗхне хускатма хӑякансене халь чиксе пӑрахма хатӗр пек курӑнаҫҫӗ, Платун хӑраса кайнипе чӗркуҫҫи айӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмахне вӗҫленӗ ҫӗре юнашар ларакан хӗрарӑмӑн сӑнӗ палӑрмаллах тӗксӗмленчӗ, сасси чӗтреме тытӑнчӗ, аллинчи пӗчӗк тутрипе куҫӗсене ытларах та ытларах шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хам чӗтреме пӑрахаймастӑп-ха.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Каллех пуҫӗ ҫаврӑнма, тӑнлавра тӳнккеме, урисем чӗтреме тытӑнчӗҫ, пилӗкӗ йывӑр ӗҫ тунӑ чухнехилле сӑрлатса ыратса кайрӗ, куҫӗ хуралса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑратса ҫыпӑҫтармалли тимӗр ҫумне электрод тӗксен ҫапла шавласа чӗтреме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пит ҫӑмарти те, тута хӗррисем те чӗтреме тытӑнчӗҫ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑнтах хӑйӗн сӑмахӗсенчен чӗтреме ерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаксем пурте тӗрӗс е тӗрӗсех пек туйӑнӗччӗҫ пулӗ те кӗпи, тахҫан шап-шурӑ пулнӑскер, тӗсӗ кайиччен нумай хутчен ҫунӑскер, паян сӑлтав тӗлне ятарласа тӑхӑннӑскер тата уҫҫӑн чӗтреме пуҫланӑ сасси сутман пулсан.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— «Мученикам Суслонгера» — вуларӗ Ваҫиле малтанхи йӗркене, кӗтменнипе чӗтреме ерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Камӑн куҫӗсем ун пек пӑхаҫҫӗ? — чӗтреме тытӑннӑ сасӑпа, кӑшкӑрнӑ пекех ыйтрӗ Филонов.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн типӗ тутисем каллех таччӑн хупӑнчӗҫ, аллисем чӗтреме пӑрахрӗҫ, пичӗ кӑна малтанхи пекех шурӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Прохорова сӑнӗ тӑрук шуралса кайрӗ, унӑн типӗ те ҫӳхе тутисем чӗтреме тытӑнчӗҫ, алли сӗтел ҫийӗнче унталла та кунталла сулӑнчӗ, темскер шырарӗ — те графин, те тутӑр…

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗн эсӗ, Васса? — хуллен чӗтреме пуҫларӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шыва кайнӑ чӑх пекех пулнӑ эсӗ, чӗтреме те тытӑнӑн акӑ, шӑнса та пӑсӑлӑн… тем курасси пур, — васкаса, ҫыхӑнусӑр калаҫрӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ара, кӗрӳ вӗт ку! — тутисем сасартӑках чӗтреме пуҫларӗҫ карчӑкӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Ҫӗкле! Ҫӗкле хӑвӑртрах!», «Эпӗ ӗҫленине курса, ҫӑварна карсах хутӑна? Сварщика чикмекне куҫарса лартма пулӑш хӑть!», «Лашманов! Эсех-и ку, эс мар-и? Мӗн ҫак таранчченех пӗр ҫӗрте чакаланан? Халь те аллу чӗтреме пӑрахман-им санӑн?» — илтӗнет унӑн хытӑ кӑшкӑрса калаҫнипе тытӑннӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таранов тӑр-тӑр-тӑр чӗтреме тытӑнчӗ, ҫаврака пит ҫӑмартинчен кӗҫ-вӗҫ юн сирпӗнесле хӗрелсе кайнӑскер, писатель пуҫлӑха кап! ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Сулагаев, сивчир шӑнтса пӑрахнӑ пекех чӗтреме пуҫланӑскер, графинтан каллех сӑмакун ярса ӗҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов тарӑхса кайрӗ, сивчир тытнӑ пек тӑр-тӑр-тӑр чӗтреме тытӑннӑскер хӑй сисмесӗрех чышкине чӑмӑртарӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халӗ, хӑйсем кашкӑрсене хирӗҫ утма пуҫласан, чӗтреме пӑрахрӗ, ӑна хӑй хӑрамиех пулнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл вшик! туса ҫӗмрен кашкӑр еннелле вӗҫсе каясса кӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех