Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗтреме сăмах пирĕн базăра пур.
чӗтреме (тĕпĕ: чӗтреме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн тути кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас ачанни пек чӗтреме тытӑнать, вара вӑл мана ыталаса илсе питрен, тутаран темиҫе хут чуптӑвать, ҫӗре лартнӑ сумкинчен илсе пӗр ҫыхӑ тыттарать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Анчах ун сассинче шанчӑклӑх ҫук ӗнтӗ, тути чӗтреме пуҫлать, куҫӗсем те мӑч-мӑч хупӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫавӑнпа, юмӑҫ тӗлнелле ҫывхарнӑ май, Татьянан чӗркуҫҫи шӑнӑрӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ, ҫанҫурӑмӗ ҫӳҫенсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑлтах йӗркипе каласа пар, — лӑпкӑ пулма тӑрӑшрӗ амӑшӗ, анчах та унӑн янахӗ самаях чӗтреме пуҫланине ывӑлӗ лайӑх курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн куҫӗсем чарӑлса кайрӗҫ, мӑлатук тытнӑ алли чӗтреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хӑраса ӳкрӗ, сехри хӑпрӗ, чӗтреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑррӑн тӑнлав ҫинчи юн тымарӗсем кантра пек пулса кайрӗҫ, халь-халь татӑлса каяс пек чӗтреме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккурӑн ахаль те чармак куҫӗсем пушшех те чарӑлса кайрӗҫ, тути чӗтреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Теприн пулсан, пӳрнисем чӗтреме мар, пӗверӗ те татӑлса анмалла.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Юлашкинчен пит ҫӑмартисемпе тутисем чӗтреме пуҫланӑ Элекҫи сиксе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Санюк майӗпен лӑпланса пычӗ, хул пуҫҫийӗсем чӗтреме пӑрахрӗҫ, каллех эпир пӗр-пӗрне хулран тытса малалла утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӑл пуҫне манан кӑкӑр ҫине хучӗ те макӑрма пуҫларӗ, хул пуҫҫийӗсем сиксех чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кукаҫийӗн шӗвӗркке сухалӗ чӗтреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шартах сикрӗм, чӗтреме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсем килсе кӗрсенех, атте ҫӑпата шаккама пӑрахрӗ, кӑн-кан пӑхкаларӗ, типшӗм питлӗскер, кӗл пек кӑвакарса кайрӗ, аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичӗ шурса кайрӗ, кӑвакарнӑ тути чӗтреме пуҫларӗ, ҫилӗллӗ куҫӗ Ваҫҫа ҫине шӑтарас пек пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аттен аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Ҫаплах ӗнтӗ… — тет вӑл ним калама аптраса, Ивук чан-чӑнах ҫилленнине, хӑйне юратманнине ӗненме мар, ун ҫинчен шухӑшланипех чӗтреме тытӑнса.

— Ну ладно, ладно… — бормочет она, начиная сознавать, что это не игра, что Ивук в самом деле не любит ее больше, от этой мысли ее начинает бить дрожь.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шкул ачисем ман ҫине куҫран пӑхаҫҫӗ, эпӗ ҫухалса та вӑтанса, именсе те кайрӑм, тем вӑхӑтран чӗтреме те пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Шӑнса чӗтреме пуҫласан Аспар куҫӗсене хупса ӑшӑ хӗвел пайӑркисене астурӗ, ӑшӗнче каларӗ: «Эпӗ шӑнман, мана хӗвел пайӑркисем ӑшӑтаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех