Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтаймасӑр (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тери ҫиес килнине чӑтаймасӑр Савантер пӗлӗшӗ патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуянсемпе ытти пусмӑрҫӑсем ытла хӗснине чӑтаймасӑр ҫынсем вӑрмансене тарма тытӑннӑ, ирӗк пурнӑҫ шырама пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Куна эс ӳстерсерех калан пулӗ-ха, — чӑтаймасӑр кулса ячӗ Аванкай.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вара, ҫав тискер хурлӑхне чӑтаймасӑр, хӑй ҫине алӑ хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл улпут пусмӑрне чӑтаймасӑр ялӗнчен тухса тарнӑ та Пӑкачав патне вунӑ-вунпилӗк хресченпе пӗрле Хусан таврашӗнче пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ых-х! — ыратнине чӑтаймасӑр Шӑхаль каялла туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав Карлай ӗнтӗ хӑй пек куштансене пухнӑ та кӳршӗ ялтан хӗр вӑрласа килнӗ, лешӗ вара вӑл мӑшкӑлланине чӑтаймасӑр ҫакӑнса вилнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвелшӗн савӑннӑ ватӑ ҫӑка, ҫил вӗрнине чӑтаймасӑр, енчен енне тайкаланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку сӑмахшӑн Ентимӗрӗн чун тулчӗ, Чӑтаймасӑр хаяр тути йӑл кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗрмай хӑйне кичемрен Сухатӳ енне пӑхать, Чӑтаймасӑр кӗтӳрен Уйрӑлать те улӑхать.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑтаймасӑр: — Мӑнастире кӗлле кайма юрать-и? — тесе ыйтрӑм карчӑкран.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑтаймасӑр Апраҫ аппа патне чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эх, кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе тӳнсе кӑнчӗҫ, тӑкӑнчӗҫ, тет вара ҫав «мӗскӗнсем» мухмӑр асапне чӑтаймасӑр

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Чӑтаймасӑр, кун пек авӑксенче час-часах ӗҫе пӑрахатӑп та тухса сулланатӑп лавкканалла пыр ыйтнине тивӗҫтерекеннине шырама.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Сасартӑк Улатимӗр енчен шарт! шартлатса, чашшш! чашлатса илчӗ: вӑл анса тӑнӑ туратти ача йывӑрӑшне те чӑтаймасӑр чӑштах хуҫӑлса-чӗрӗлсе аннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

…Мучи, кӑмӑлӗпе хӑлӑхсӑрланичченех пусӑрӑнса, чун-чӗрине иртни хытти пӗр шелсӗр вӑтӑрнине чӑтаймасӑр, ҫулӑмсӑр кӑварланакан вутпуҫҫи пек тӗксӗммӗн тӗлкӗшекен куҫне лӗнчӗр аялалла ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ас тӑватӑп, пӗррехинче сана аса илтӗм те чӗрем саншӑн ӑвӑннине, сана курасшӑн тӗмсӗлнине чӑтаймасӑр (хамӑр пӗрлех, пӗр шкултах вӗренетпӗр пулин те!) сана малтан куҫ умне кӑлартӑм, унтан хут ҫине кӑранташпа ӳкертӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сире пула, ҫын ҫӑмаххине чӑтаймасӑр тухса тарать.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Паспа нӳрелнӗ сап-сарӑ йывӑҫ ҫулҫисем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем пӗр ҫӗре чӑмӑртанса пысӑк ҫаврашка пулаҫҫӗ те, йывӑрӑшне чӑтаймасӑр, аялалла тачлаттарса ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйне ҫӗршер куҫ витерсе пӑхнине чӑтаймасӑр, халӑха хирӗҫ мар, шап-шурӑ стена ҫинчи плакатсене тӗлсӗррӗн пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех