Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗҫпӑшал (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачисем темӗнле вӑрттӑн кӗнекесем вуланине, хӗҫпӑшал усранине курмӑш пулать, чӑвашра ун чухне паллӑ пулнӑ социалист-революционера Тимофей Николаева стражниксенчен тарса пытанма та пулӑшать, унӑн чӑматанне хӑй патӗнче усранӑшӑн кӗске вӑхӑтлӑх тӗрмене те лексе тухать.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

— Хорьк салтак хисеплӗ хӗҫпӑшал чапӗшӗн пӗтрӗ.

— Погиб солдат Хорек во славу красного оружия!

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

«Алла хӗҫпӑшал тытнӑ пролетариат анчах социализмӑн ҫутӑ патшалӑхне ҫӗнтерсе илӗ» тесе йӑмӑх хӗрлӗ саспаллисемпе ҫырнӑ кӑвак плакат ҫеҫ ман кӑмӑлӑма ытларах кайрӗ.

Гораздо больше нравился мне большой синий плакат с густо-красными буквами: «Только с оружием в руках пролетариат завоюет светлое царство социализма».

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Каярах кӑна, пӑшал сассисем харӑсах шӑт!-шат! тума тытӑнсан, пурте чалтах сиксе тӑчӗҫ, хӗҫпӑшал яра-яра тытса, нимӗн ӑнланса илмесӗрех, алӑкран тула туха-туха сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор патне килсе кайнӑ иккен те, хӑй тепӗр шайка пуҫтарма шут тытни ҫинчен пӗлтернӗ, хӗҫпӑшал парса пулӑшма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кулӑш вал — ҫивчӗ хӗҫпӑшал.

Смех — острое оружие.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Эппин, ҫавӑн чухлӗ хӗҫпӑшал хурахсем ӑҫта тупаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, уйрӑм ҫынсен аллинче граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчен юлнӑ хӗҫпӑшал пур-тӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата пулемет, винтовкӑсем, ытти хӗҫпӑшал ӑҫта тупнӑ хурахсем?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Отряда тапӑнакансем улттӑн пулни, пурин те хӗҫпӑшал пурри кӑна палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тен, караул пӳртӗнчи хӗҫпӑшал пӳлӗмне те уҫӑпӑр?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗҫпӑшал тата ҫар снаряженийӗ васкавлӑн яма ыйтнине хирӗҫ Аслӑ ҫар совечӗ юлашкинчен: заявкӑра хӗҫпӑшал кирлӗ боецсен йышӗ ҫинчен, Царицынри ҫар пурлӑхӗ ҫинчен тата вӑл пурлӑха халиччен мӗн чухлӗ пӗтерни ҫинчен укҫан шутласа — суммӑпа тата тӗрӗс цифрсемпе кӑтартсан ҫеҫ Мускавран хӗҫпӑшалпа ҫар хатӗрӗсене яма пултаратпӑр, тесе пӗлтерет.

Высший военный совет в ответ на самые срочные требования прислать оружие и огневое снаряжение ответил, наконец, что оружие и огнеприпасы могут быть присланы из Москвы лишь при условии, если в заявках будут указаны точные цифры количества бойцов, которым нужно оружие, наличие военного имущества в Царицыне и суммы, в рублях, ранее произведенных расходов.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пурин те, пӗр ҫын юлмиччен, вӗтӗр-шакӑртан пуҫласа ватти-мӗнӗпе, алла хӗҫпӑшал илес пулать.

Нужно поголовно, от мала до велика, взяться за оружие.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Арсенала пӑхса тӑраканӗ, пӗр хаяр старик, кунта мӗн чухлӗ хӗҫпӑшал иккенне тӗрӗс калаймарӗ: ку хӗҫпӑшала кунта тӗрлӗ ҫӗртен илсе килсе тултарнӑ, унта ҫӗрӗкки, тутӑхни, юрӑхсӑрри те пайтах пулас пулнӑ…

Строгий старичок, хранитель арсенала, не мог дать точных сведений — сколько здесь оружия: оно свозилось сюда из разных мест без учета и, по всей видимости, было ломаное, ржавое, негодное…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сталин хӗҫпӑшал мӗн чухлӗ иккенне кӑтартакан ведомоҫе илет, ун тӑрӑх Царицын фронтӗнче пурӗ: 8 тупӑ, 92 пулемет, 9800 винтовка, 600 хӗҫ, 962 пин патрон та орудисем валли 1200 снаряд хисепленнӗ.

Сталин взял ведомость оружия, — всего на фронте Царицына числилось: 8 пушек, 92 пулемета, 9800 винтовок, 600 сабель, 962 тысячи патронов и 1200 снарядов для орудий…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ӗнтӗ, калас пулать, хӗҫпӑшал тата ытти вӑрҫӑ хатӗрӗсене эпӗ илеймерӗм.

Огнеприпасов я, словом, не добился.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эрне те иртмен-ха унтанпа, эпӗ Царицына хӗҫпӑшал хатӗрӗсем ыйтма кайрӑм.

На неделе бегал я в Царицын — просить огнеприпасов.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эсир пирӗнпе нимӗнле те калаҫса татӑлма килӗшместӗр пулсассӑн, эпӗ сире хӗҫпӑшал пама мар, — пачах хӗҫпӑшалсӑрлататӑп…

И если вы не придете с нами ни к какому соглашению, я вам не только не дам оружия — я вас разоружу…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пире хӗҫпӑшал ҫеҫ парӑр!

Нам только оружие дайте!

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пирӗн отряд 5-мӗш арми составне кӗрет пулсассӑн — хӗҫпӑшал параҫҫӗ…

Оружие будет дано, если наш отряд войдет в состав пятой армии…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех