Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен те ытти сунарҫӑсем ҫумне пӗрлешесси килнӗ, вӗсем вара хӑйсен лашисем пӗр пек юртӑпа кӑна чупма пултарнине манса кайсах лӑпкӑ лашисене хистенӗ.
Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Телефон патӗнчен алӑк патне чупать, ҫынсене чӗнсе илет, ыйтса пӗлет, приказ парать; кӗскен ыйта-ыйта пӗлсе, хӑй шухӑшӗсене уҫҫӑн кала-кала ӑнлантарать; ҫак тӗлӗнмелле хӗвӗшӳре алчӑраса кайнӑ ҫынсен ӑс-халне, шпорсемпе кастарса хистенӗ пек, чӗвен ҫӗклетсе тӑратать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Александр чӗри мӗн тери пӑшӑрханнӑ, Константинпа патша амӑшӗ ӑна мӗн чухлӗ мир тума хушнӑ, Александр Кутузова ҫине тӑрсах Наполеонпа ҫапӑҫма, Петербург ҫулне хупса хума ҫавӑн чухлӗ хистенӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Красная Пахра патне ҫитсен, Кутузов хӑйӗн арьергардне маларах та маларах французсене илӗртсе Рязань патнелле кайма хистенӗ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ыйтӑр эсир унран, ыйтӑр! — хистенӗ вӑл Курганова.
VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ҫынсем кӑшкӑрса хистенӗ майӑн вӑл, алли-урине пур еннелле ывӑткаласа, хушӑран тӑпӑртатса, кукленсе, «кӑлтӑрмаҫ» пулса ҫавӑрӑннӑ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Палламан ҫын Ленӑна тата тепӗр татӑк сахӑр илме хистенӗ вӑхӑтра Коля асаплансах — «Мӗн тумалла-ши?» — тесе шутласа ларнӑ.Пока незнакомец уговаривал Лену взять ещё кусок, Коля мучительно думал, что делать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Арӑмӗпе мар, хӑйӗнпе танлаштарма хистенӗ пек, вӑл, ман шухӑшӑмра, маларах тухса тӑрасшӑн талпӑнать тейӗн.Вырываясь вперед, он словно бы требовал, чтоб я сравнивала с ним — не с его женой.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Пур ҫӗрте те тӗрлӗрен япаласем йӑтнӑ, турттарнӑ: ҫынсем васкавлӑн, ӗҫлӗн хӗвӗшсе ҫӳренӗ, ҫилленсе кайса, лашисене хистенӗ, пӗр-пӗрне хӑтӑрнӑ, уйрӑм-уҫҫисӗр хӗвӗшӳпе, васкавлӑ ӗҫӗн хӑлхана питӗрекен шавӗпе пӗтӗм урама тултарнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрӗн калас килмен, анчах ашшӗ хистенӗ, — сасси унӑн типсех, ҫиллесленсех пынӑ.Девушке не хотелось говорить, но отец настаивал, и голос его становили всё суше и сердитей.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑт, пурнӑҫ, э? — сӑпка умӗнчен пӑрӑнчӗ те Иван Гаврилович хистенӗ ҫӗре, сӗтел хушшине, кӗрсе ларчӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Фома, куҫне уҫса пӑхнӑ та, хӑй вырӑнӗ ҫумӗнчи тенкел ҫинче ашшӗ ларнине курнӑ, вӑл хӑрӑк сасӑпа умлӑн-хыҫлӑн: — Тӑр, тӑр! — тесе, ҫине-ҫине хистенӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Кучер лашине хистенӗ евӗрлех! — шухӑшласа илчӗ Лодка, вара васкасарах тумланма тытӑнчӗ.«Точно кучер на лошадь! — подумала Лодка и стала собираться поспешнее.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
… Урамсенче туп-тулли халӑх пулнӑ, унта та кунта ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑнӑ, темскер вуланӑ, темскер итленӗ; ҫынсем кӑшкӑрашни, юрлани, шавлӑн калаҫни, уйрӑм сӑмахсене хаяррӑн калани, хусканкалани — ҫаксем пурте ҫав вӑхӑтри Парюк хӗрӳллӗ, вӗри туйӑмсемпе, пӑлхануллӑ пурнӑҫпа пурӑннине палӑртса тӑнӑ; чулсен те юн тымарӗ тапса тӑнӑ пек, сывлӑша электричество хумӗ хутшӑннӑ тек туйӑннӑ, вӑл чуна тарӑхтарнӑ та пӑлхатнӑ, кӗрешме, кисретме, хӑрушӑ ыйтусем кӑларса тӑратса вӗсене ҫийӗнчех татса пама, XVIII ӗмӗрти писательсен кӑмӑлӗ мӗнпе тулса тӑнӑ — ҫавсене пурне те туса хума хистенӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл Васкеса похода хӑвӑртлатма хистенӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кунне икӗ хутчен хӑйӗн шухӑшӗсене пӑрахма, Лютера ылханма тата ашшӗне — короле пӑхӑнса тӑма присяга ҫиме хистенӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Яла асфальт ҫул кӗни, вӑл Шупашкартан инҫех пулманни кунтах тӗпленме хистенӗ ҫемьене.
Хамӑра Кӑркӑстанри пекех лайӑх туятпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2021.04.16
Тӗтре тухрӗ, урама ҫумӑр таттисӗрех пушӑпа ҫапса хистенӗ пек хистесе тӑчӗ…
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Павел Григорьевич хӑй ывӑлне ыттисенчен лайӑхрах ӗҫлеме хистенӗ, Валерий ӑна ниепле те юрама пултарайман.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Отделӑн ҫамрӑк начальникӗ Беридзе тӗрӗс тунине ҫынсене чӑтӑмлӑн ӗнентерме тӑрӑшнӑ, главный инженера ӗненме вӗсене пур майпа та хистенӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.