Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеплеме (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-пӗрне хисеплеме пуҫларӗҫ, пӗр-пӗрне пулӑшса пынӑ».

Куҫарса пулӑш

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Паян та пирӗн паттӑрсем вӑрҫӑ хирӗнче пулни, хамӑрӑн Ҫӗршывӑмӑра упраса хӑварассишӗн ырми-канми вӑй хуни пире малалла ӑнтӑлма пулӑшать, пӗрне-пӗри хисеплеме, май пур таран пулӑшма вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Чылайӑшӗ ҫӗре хисеплеме пӑрахнин, ялти ҫынсен ӗҫри хастарлӑхӗ йӑшса пынин сӑлтавӗ — ӗҫчен халӑха вӑйпах ҫӗртен уйӑрса колхозсем йӗркелени — ҫапларах пулӗ романӑн тӗп шухӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫын тенине хисеплеме, упрама пӗлместпӗр эпир.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мама кулса ячӗ, ҫапах та хӑйне хисеплеме хушрӗ.

Мама засмеялась, но все же попросила, чтобы девочки не забывались.

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Ҫак династисенче мӗн пӗчӗкрен ӗҫе юратма тата хисеплеме хӑнӑхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Ҫемьесенче ӗҫе хисеплеме, йӑла-йӗркесене ӑша хывса, уншӑн яваплӑха туйса пурӑнма вӗрентсе пыни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Туркай вулавӗсем» фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш халӑх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарасси, сӑввисене илемлӗ вуласси, тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентесси, вӗренекенсен тавракурӑмне ӳстерме пулӑшасси.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Эпӗ искусствӑна юратмастӑп мар, ӑна пӗчӗкренех хисеплеме вӗреннӗ, анчах искусствӑна юратнипе кӑна санран чӑн-чӑн искусство ҫынни пулмасть-ҫке-ха?..

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӗсем шӑпах Иван Яковлева юратма, ӑна хисеплеме ӑша хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Рабочисем Слонова тата ытларах хисеплеме пуҫлаҫҫӗ, ӑна столярсен комплекслӑ Бригадин бригадирне суйлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш Республикинче ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене тата кунта пурӑнакан нумай халӑхсен чӗлхисене хисеплеме вӗрентсе пӑхса ӳстерме пӗтӗм майсем йӗркеленӗ.

В Чувашской Республике созданы все условия для воспитания подрастающего поколения в почтении к родному языку и языкам многочисленных народов, здесь проживающих.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ.

Он создал собственную педагогическую систему, открыл учебные заведения, учил любить людей и уважать родной язык.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

— Эпӗ акӑ чӑн-чӑн юратӑва хисеплеме пӗлмерӗм те ҫӗр ҫине ҫӳллӗ тӳперен пӗр-пӗччен татӑлса антӑм, пӗрреллӗ хисепри вӑйсӑр ҫын пулса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна хисеплеме пӗлмелле пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна авалхи турӑсене хисеплеме пӑрахни ҫеҫ ҫитмерӗ, хайскер тата ялҫыннисен ҫӗрне касса илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Киремет картисене каллех хисеплеме тытӑнчӗҫ, мӑчаварсем вӑй илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма, пӗр-пӗрне хисеплеме, май пур таран пулӑшма вӗрентекен уява ламран-лама куҫарса пыни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Авалхи йӑла-йӗркесене пӑхӑнса тӑван ҫӗре хисеплеме, ҫӗр ӗҫне сума сума хистет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Ҫавӑнпа та Урхана Воевотӑ чӗнтерет, Парнепеле патшана Хисеплеме систерет.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех