Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Сире унтан усси ҫук вӗт, анчах сире хӑвӑра ҫеҫ хисеплеме пӑрахаҫҫӗ.— Ведь — нет для вас пользы в этом, а уважение вы потеряете.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пирӗн паянхи тӗллев - Раҫҫее вӑйлӑрах тата ҫирӗпрех тӑвассишӗн пӗрле ӗҫлесси, ачасемпе мӑнуксене хамӑрӑн историе хисеплеме вӗрентесси, пӗрлӗх, туслӑх вӑйне туйма, пӗр-пӗрне хисеплеме тата пулӑшма хӑнӑхтарасси.
Олег Николаев Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/11/04/glava-chu ... et-s-dnyom
Кун пек чухне хулара пурӑнакан ял ҫыннине ытларах хисеплеме, ҫӑкӑрӑн чӑн-чӑн хакне туйса илме пултарӗ.
Канупа ӗҫ пӗрле ҫӳретӗр. Ҫӑкӑр хакне кашниех пӗлтӗр // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%ba%d0% ... bfe%d0%bb/
Тен, темиҫе куна та (миҫине — хисеплеме ҫук!) чӑттармӗҫ, «начальствӑна» ирӗксӗрлесе парӑнтарӗҫ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Талӑк иртнине апат ҫинӗ тӑрӑх кӑна хисеплесе пыма май пулнӑ; анчах каҫхи апат ирхи апатран нимӗнпе те уйрӑлманнипе, Бауман кун шутне хисеплеме те пӑрахнӑ.
XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл хӑй утӑмне хисеплеме тытӑнчӗ, апла туни ӑна хайне ҫирӗпрех тытма пулӑшрӗ, халӗ мӗн ҫинчен шутлама кирли ҫинчен ҫеҫ асӑнтарчӗ: тӑман витӗр, тӳрӗ ҫулпа…
1 сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Икӗ гоминдан салтакне хӗҫпӑшалсӑрлатса тытса килнӗ хыҫҫӑн, командирсемпе боецсем тата носильщиксем ӑна уйрӑмах хытӑ хисеплеме пуҫланӑ.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл помещиксене чӗререн хисеплеме пуҫларӗ, чухӑнсен енне ҫурӑмпа ҫаврӑнчӗ.Он сразу всем сердцем к помещикам прильнул, а к беднякам спиной оборотился.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ӑна пурте хисеплеме, сума сума пуҫланӑ, унӑн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен манна.Все стали смотреть на него с уважением, и о прошлом никто больше не вспоминал.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Упӑшки председатель пулнӑран, ҫынсем ӑна та ытларах хисеплеме пуҫланӑ.Сейчас он стал председателем, и все говорили, что и ее тоже люди стали больше уважать.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӑма вӗрентнӗ учительсем мана машинӑна хисеплеме, юратма хӑнӑхтарчӗҫ.Мои учителя привили мне чувство глубокого уважения к машине.
4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Анчах вӗсене юратма та хисеплеме ыйтатӑп.
Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Командованипе инструкторсем пире училищӗне, хамӑр ӗҫе, ҫар тивӗҫне хисеплеме, ҫарти дисциплинӑна пӑхӑнма, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи аслӑ тивӗҫе пӗтӗм чӗререн ӑнланса илме вӗрентрӗҫ.
4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сергей пичче каласа панисем те мана ҫар ҫыннине хисеплеме вӗрентрӗҫ пулмалла.Пристрастие ко всему военному — очевидно, тут было и влияние рассказов дяди Сергея.
9. Класра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Анчах эпир пӗр-пӗрне хисеплеме хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа эпӗ, Олег хӑй ирӗк памасӑрах, вӑл пурӑнакан тӗнчене кӗме хӑяймастӑмччӗ.Но мы привыкли уважать друг друга, и я не смела врываться в его мир, если он сам этого не хотел.
Кашук // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Путсӗр те ниме тӑман гладиатор патшалӑхсем хушшинчи правӑна хисеплеме пӗлнӗшӗн хӑвӑн туррусене тав ту.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
«Епле хӑйса каларӑр-ха эсир, сударь, йӗркелӗхе ҫухатса, ҫын чинӗпе ятне хисеплеме манса, ҫавӑн пек сумсӑр ята пама?»
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ман анне хӗрӗ, хӑйне те, мана та, Мессала йӑхне те, Сулла ятне те хисеплеме манса, хӑйне намӑса кӑларчӗ, путсӗр гладиаторпа явӑҫса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Олигархсен партийӗ те, патрицисемпе пуянсем те хурланчӗҫ, аслӑ ҫын вилнине халӑх хурлӑхӗ вырӑнне хурса, питех пысӑк ҫухату вырӑнне хурса макӑрчӗҫ, ҫавӑнпа вилнӗ героя, республикӑна ҫӑлакан ҫынна, императора пытарнӑ пек пытарма, хисеплеме, статуйӑсемпе чиркӳсем лартма ыйтрӗҫ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хисеплеме тивӗҫлӗ ята ҫав намӑссӑрсем мӑшкӑл кӳреҫҫӗ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.