Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗксӗмленчӗ (тĕпĕ: тӗксӗмлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тунсӑх, йывӑр тунсӑх хупӑрласа, пусса илчӗ Павӑл чӗрине, тараватлӑ ҫавра питне кӗрхи йӗпе-сапа йӑтӑнса килсе хупласа хучӗ, куҫӗнчи йӑлтӑркка та самаях тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӑйне начара хурса, Ула Тимӗр ӗнтӗ малтанхинчен те ытларах нимӗрӗлсе, пӗчӗкленсе тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ашшӗне курнӑ ачан сӑнӗ тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Наладчикӑн савӑнӑҫлӑ пит-куҫӗ ҫавӑнтах тӗксӗмленчӗ, вӑл вӑрт ҫаврӑнчӗ те юнашар станок патне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Марукӑн пӗчӗкрех ҫаврака пичӗ тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Горовиц, пӗтӗм юнӗ сасартӑк таҫта кайса кӗнӗ пек, сӑнран шуралса тӗксӗмленчӗ.

Горовиц побледнел, словно вся кровь вдруг отхлынула от его щек..

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хородничану сӑнран пушшех те тӗксӗмленчӗ.

Хородничану побледнел.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Горовицӑн тин кӑна телейлӗн ҫиҫсе вылянӑ сӑн-пичӗ, темле сивӗ ҫил ҫапса сӳнтернӗ пек, тӳрех тӗксӗмленчӗ.

Счастливое только что лицо Горовица сразу потемнело, словно погасло от дуновения холодного ветра.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фабиана ӑсатнӑ май Элеонора алӑк кукринче унпа калаҫса тӑчӗ, Хородничану вара, сӑнран тӗксӗмленчӗ, пукан ҫинче сасартӑк хытса кайнӑ пек пӗр хускалмасӑр ларчӗ.

Провожая Фабиана, Элеонора задержалась в передней, а Хородничану, неподвижный и угрюмый, застыл на стуле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Моломанӑн хурарах сӑнлӑ, кӑмӑллӑ пит-куҫӗ пушшех те тӗксӗмленчӗ.

Доброе смуглое лицо Моломаиа потемнело еще больше.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фабиан господинӑн пит-куҫӗ илемсӗррӗн чалӑшрӗ, урса кайнипе сӑнран палӑрмаллах тӗксӗмленчӗ.

Лицо господина Фабиана искривилось и было бледно от бешенства.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑхти сӑнӗ самантрах тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анӑҫ тӗксӗмленчӗ, хушӑран-хушӑ ҫеҫ пӗтӗм таврана ҫутатса типӗ ҫиҫӗм вылять.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Тути хӗррисем ҫеҫ унӑн темӗнле туртӑшса илчӗҫ, сӑнӗ тӗксӗмленчӗ.

Лицо его болезненно передернулось, потемнело.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тен, тӗксӗмленчӗ янкӑр шанчӑк Ун Атӑл урлӑ каҫнӑ чух, Шиклентерет, тен, паттӑр ҫарӑн Малашӗ, уҫӑмсӑр шӑпи?

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Райзо планӗ ҫинчен сӑмах хускатсан, Левентей тӗксӗмленчӗ те агронома тарӑн шухӑша кайнӑн итлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай сӑнран тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн пит-куҫӗ тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ак, ҫав ушкӑнра Кактышев Меркурий Павлович йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑнине курсан, Валери Соловинӑн сӑн-пичӗ самантрах тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Илемпи сӑнӗ тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех