Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тормоз сăмах пирĕн базăра пур.
тормоз (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна та пӗлет: тормоз тыткӑчне туртсан, пӗтӗм поезд чарӑнать, уншӑн штраф тӑваҫҫӗ.

Знает и такое: если дернуть за красную ручку тормоза, то станет весь поезд, и за это штраф.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тормоз тыткӑчӗ ҫывӑхрах.

Красная ручка тормоза совсем близко.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑй водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл умӗнчи машина тӑрук чарӑннӑран тормоз ҫине пуснӑ, ҫавна май йывӑр машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса микроавтобуспа ҫапӑннӑ.

Как объяснял сам водитель, машина перед ним внезапно нажала на тормоз, поэтому тяжёлая машина вылетела на встречную полосу и врезалась в микроавтобус.

Самосвал водителӗн арестне тепӗр 2 уйӑхлӑха тӑснӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21426.html

«Киввин протекторӗ якалнӑ, тормоз япӑх тытать. Инкек пуласса кӗтмелле мар, ҫӗнни ҫӗнниех, шанчӑклӑ», — тет.

"У старого износился протектор, тормоза плохо держат. Не надо ждать, пока что-нибудь случится, новое есть новое, надежно", - говорит.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кунсӑр пуҫне тата эпӗ ӗлӗк шуррисем енче пулнӑ ҫынсенчен хӑшне-пӗрне, колхоза тормоз ҫине ларса анаканнисене, хӑраткаласа та пӑхнӑ.

Да из-за того, что пристращал несколько штук бывших белых, какие на тормозах в колхоз спущались.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех