Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лукарье каланине ӗненсе, Якур: «Куна кам та пулин ман ҫинчен суйса кӑтартнӑ ӗнтӗ», — тесе шухӑшларӗ те, ӑнлантарса пама васкарӗ:
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Итлӗр эппин: ку таранччен эпӗ сире, чиркӳре кӗлӗсем каласа, суйса улталаса пурӑннӑ.
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Суйса хыпарланине пула хӑшпӗр наци ҫыннисем чутех хирӗҫӳллӗ лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкмен.
Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle
Турхана темле улталаса та, суйса та пулин кӗрсе тухатех вӑл Сӗве хӗрринчи ҫав яла.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Сире такам суйса янӑ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Суйса каларӗҫ пуль кунта тесе, — сӑмах хушрӗ вӗсенчен пӗри.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Суйса каланӑ сӑмах чӗрене ытла та питӗ касать-ҫке.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ах, Праски аппа, пӗр сӑмахӗ те Ваҫҫан тӗрӗсси ҫук, пӗтӗмпе суйса, мана тарӑхтарас, путарас тесе калаҫать.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анчах вӗсем, ял ҫыннисем ӗнтӗ, ун пекех пӑлханманнине лавҫӑпа казак та, тӑлмачӑ пуп та курчӗҫ-ҫке, суйса ҫырнӑ тесе хамах сӑмах тивмӗ-ши?
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Суя суйса мар эп хальхинче…
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Суйса парас тенӗччӗ — Ак тамаша! тӗрӗс-шим?»
Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Пӗлсем, эс килессе туйса, Ирпе-каҫпа сана эп кӗтрӗм, Хам чӗрене хам шанчӑк кӗртрӗм, Ҫӗр тӗрлӗ мелсемпе суйса.
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
«Ну, килти ӑҫти-ҫук ҫинчен суйма пулать, вӑл хӗрарӑмӑн пулатех, эп ывӑл ҫинчен суйса хутӑм-ҫке?
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кур-ха, ватӑ пуҫпа суйса хутӑм пулать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑҫтан чӗлхе ҫаврӑнчӗ вара манӑн ӑна ҫапла суйса хума?
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Суйса калаҫма юрать-и вара?
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сисет ҫамрӑк арӑм Шигалей суйса калаҫнине!
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вара сана нимӗн те чӗнмесӗр е куҫ умӗнчех суйса йӑлт асаплантарса пӗтереҫҫӗ.
1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнпа суя суйса курман эп, ҫынна та улталаман.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Кам суйса панӑ сана ман пирки?
8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.