Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиртен (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тем эсир хула каччисем пек туйӑнмастӑр, сиртен ял тата уй-хир шӑрши тапать, — евӗккӗн кулкаласа, куҫне ыт-тӗкелле выляткаласа, вӑлтса пӗлесшӗн пулчӗ вӑл хӑпса аяккалла таплаттарас тенӗ чух.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ара, ӑмӑртӑва чӗнетӗр пулсан, эпир те сиртен юлас ҫук, килӗшер, — терӗ тепӗр сменӑри хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эпӗ сиртен ыйтатӑп:

— Что это, я вас спрашиваю?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Юлашки хут ыйтатӑп сиртен: каласа паратӑр-и эсир е малашне те тунасшӑн-и?

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сиртен нумай аслӑ мар пулсан та, учителе вӗренсе тухнӑ, Хӗрлӗ Ҫарта комиссара ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сиртен ялан куланай сӑптӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялта вӑрӑ пурри вӑл сиртен те килет теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Темме сиртен ыйтман ҫав вӑл.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене пӗлтӗрех сиртен илмелле тунӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эппин, никам та хирӗҫ мар сиртен, — малалла калаҫрӗ Али-Акрам, куратни, мӗн каларӑм эп сана тенӗ пек, Мамич-Бердей ҫине пӑхса илсе.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манпа пӗрле Тукай мӑрса патӗнче кам пулнӑ сиртен?

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӗнер сиртен хӑш-пӗрисем… пӗрремӗш йышӑнура пулаймарӗҫ курӑнать, — терӗ ҫӗнӗ хан, «хӑш-пӗрисем» сӑмах хыҫҫӑн, чӗлхине ҫӗтернӗ ҫын пек, такӑнса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑшӗ вилесшӗн-ха апла сиртен?

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанта сиртен ясак таврашӗ илмен пулӗ-ха, кунта тӳлемелле пулать.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лупин князь ун пек каламарӗ-иҫ, сиртен пӗтӗм ҫӗре туртса илетпӗр темерӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫара алпа тилхепе тытасси пулмасть сиртен тесе ват ҫынсене иккӗшне пӗр ҫунана шӑналӑк айне персе чикрӗҫ, урисене те улӑм айне туса шӑналӑкпа чӗркерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ паян сиртен ҫапла ыйтасшӑн: вӑрҫӑ вӑрҫмалла-и Хусанпа, вӑрҫмалла мар-и?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ паян сиртен ирӗк ыйтса илесшӗн: хулана туса пӗтерни ҫинчен аслӑ княҫа пӗлтерме юрать-и манӑн?

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсем сиртен ясак пуҫтармаҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сиртен пӗр-иккӗшне ҫыхса пӑрахса Кривӗше илсе кайсан калатӑр та-ха эсир! — хӑратасшӑн пулчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех