Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусрӗ (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви малалла ярса пусрӗ те — пылчӑка ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл панулмирен темӗнле майпа хӑй аллинех тӑрса юлнӑ йӑпӑлкка вӑрра хыпаласа ларчӗ, ӑна вӑл икӗ пӳрне вӗҫӗпе хӗстерсе тытрӗ те — пусрӗ, панулми вӑрри, сиксе тухса кайса, хӗре питӗнчен тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Уҫӑ пӑлтӑр умӗнче пӳртре ҫын пур-и, ҫук-и тесе пӗр самант тытӑнса тӑчӗ; шалтан пӗчӗк ача сасси илтӗнсен, хӑюллӑнах урата урлӑ ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр куҫ харшине сиввӗн персе илчӗ те пӗр утӑм Славик енне ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫакна шухӑшлакаласа ларнӑ май, Мӗтрие лӑпсӑр-р ыйхӑ пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Чиперех манпа юнашар вашлаттарса пыракан ҫын, аллея вӗҫне ҫитсен, сасартӑк чарӑнчӗ те ик-виҫ утӑм каялла ярса пусрӗ, ҫул хӗрринче йӑваланса выртакан ҫӗмрӗк кӗленчене пӗшкӗнсе илчӗ, инҫех мар сак вӗҫӗнче ларакан ҫӳп-ҫап сулчи патне утрӗ, ванчӑк кӗленче тӗпне типтерлӗн кӑна ҫав чул савӑта пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Аля тепӗр икӗ утӑм пусрӗ те лутрарах пӳллӗ хӗрарӑма курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

— Эсӗ мана тем каласшӑн-им? — тӑп-тап пусрӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӑп-тап пусрӗ, сасӑпах макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ак тамаша, хӑрах урине кил картинелле ярса пусрӗ кӑна — таҫтан ампар хыҫӗнчен кашкӑр пек пысӑк хура йытӑ сиксе тухрӗ, хаяррӑн хамлата-хамлата вӗрекенскер, сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса ют ҫын патнелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Усалпа ултавӑн ури вӑрӑм ҫав, больницӑпа аптека таврашне те ҫитсе пусрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Е.Малыгин судья манӑн хутсене пӑхса тем мӑкӑртатрӗ те алӑ пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Ҫеруш ун енне пӗр утӑм ярса пусрӗ — Анюк пӗр утӑм чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Пӗр енчен лӑпкӑлӑх килчӗ пулсан, тепӗр енчен ман ҫине урӑх япала, урӑх туйӑм калама ҫук йывӑррӑн пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Герасим Федотович састӑп хысакӗ ҫине нӑтӑртах пусрӗ: вӑл ҫӗрулми кӑларман-и?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ай-уй, кам ку? — электричество пускӑчӗ ҫине пусрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗр парӑнма шутламарӗ, куҫӗ ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркине хӑлха хыҫнелле сирсе авӑр вӗҫне пушмакӗпе ҫирӗппӗн пусрӗ те, утӑ кӑптӑкне ерипен-ерипен капан тӑрринелле хӑпартма пикенчӗ, кӗпе ҫухи аяларах аннӑран кӑкӑр таврашӗнчи хӗвел тӗкӗнмен шурӑ ӳт курӑнчӗ, сӑмса ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сӑмах чӗнмесӗр утакан арҫын еннелле пӑхса хӗрарӑм икӗ-виҫӗ утӑм ярса пусрӗ те, ури айӗнче сасартӑк тӗрек ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анна Петровна приказ ҫырчӗ, ман ӗҫ кӗнеки ҫине пичет пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑрах урине вӑл кӑвак ҫӗмренӗн пӗр татӑкӗ ҫине пусрӗ..

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех