Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусрӗ (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку таранччен ним шарламасӑр тӑнӑ Макҫӑм пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Петӗр ӑна хӑй еннелле туртса уҫрӗ те, сылтӑм урипе шалалла ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чик! — тесе, икӗ утӑм малалла ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ кӑтӑрса кайрӗ, аллинчи чӗн саламачӗпе ҫӑматтине шаплаттарса, Иван патнелле тепӗр утӑм ярса пусрӗ, анчах ҫак самантра урамра шӑнкӑрав сассисем ҫывхарса килни илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хулӑн куҫ харшийӗсене вылятса илсе, пӗр утӑм ярса пусрӗ те хӑй йӗри-тавралла сӑнаса пӑхрӗ, анчах никама та курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пӗр аллипе ҫӗлӗкне пусрӗ, тепринпе йӗмне хӑпартма тӑчӗ, анчах хӑпартса ҫитереймерӗ — тепӗр сурӑх вӑрри, Ахматша, ыткӑнса пычӗ те, тем хушӑра Энтрей йӗмне хывса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей кӗсйинчен темӗнле шӑвӑҫ коробка кӑларчӗ, тӳме пекки ҫине пусрӗ те, шыва кӗлте пек ҫутӑ ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӗр, пӳрт ҫумӗнчен уйрӑлса, темиҫе утӑм малалла ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр шаккаса-туса тӑмарӗ, калинккен чакак хӳри пек мӑкӑрӑлса тӑракан тимӗр пускӑчӗ ҫине пусрӗ те, алӑкӗ хӑйне хӑех чӗриклетсе уҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача ик-виҫӗ утӑм малалла ярса пусрӗ, така та ҫаплах турӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, шиклӗн те хӑюсӑррӑн каччӑ алли ҫине таянса, урипе кимӗ тӗпне пусрӗ, шӑнса кӑвакара пуҫланӑ пичӗ хуллен хӗрелсе тӗлкӗшме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Корреспондент ҫак вӑхӑтра аллинчи арчин кнопкине пусрӗ те, шӑнкӑрч юрлама чарӑнсан: — Пулчӗ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Лешӗ, хӗрлӗ кӑранташпа чӑр-чар тутарса, алӑ пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла кӑшт калаҫкаласа ларсан, Иван пичче: «Ыйхӑ пусрӗ, кайса выртам-ха хамӑн кермене», — тесе, кӑштӑртаткаласа тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир пынине курсан, вӑл, тимӗр таканлӑ аттипе кӗптӗртеттерсе, пирӗн паталла виҫҫӗ-тӑваттӑ ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Макаров Хветле патне ярса пусрӗ те ӑна ҫут авӑрлӑ саламачӗпе пуҫ урлӑ иккӗ-виҫҫӗ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне кӑмака патӗнчен Ваҫҫапа Манехва патнелле пӗр-иккӗ ярса пусрӗ, вӗсем ҫине кӑмӑлсӑрланса пӑхса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ӑна атте каҫхинех пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана ыйхӑ пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳртри ҫын эпӗ чӳречерен пӑхса тӑнине асӑрхарӗ, ҫӗнӗ ҫӑпата, шурӑ тӑла сырнӑ урине ман еннелле ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех