Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулманни сăмах пирĕн базăра пур.
пулманни (тĕпĕ: пулманни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курсант тимлӗ пулманни, тӑрӑшса итлеменни — вӗҫев умӗнхи инструктаж вӑхӑтӗнче ниепле те пулмалла мар япала.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара вӑл уҫҫи-хуппине чухласа илӗччӗ, хӑйӗн тӳрре тухма кирлине пӗлӗччӗ, хӑй пленра пӗр минут та пулманни, хӑйӗн пур докуменчӗсене те упраса хӑварни ҫинчен тата тепӗр хут, тӗплӗн, пур вак япаласене те аса илсе каласа кӑтартӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр тесен, тен, ун пек тума кирлӗ те пулманни: вӑл ӗнтӗ пӗр «мессера» ҫапса антарнӑ, тата унӑн боеприпассем те пӗтме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӗрпӳ уесӗнчи А. И. Смирнов тухтӑр та халӑх хушшинче кирлӗ пек санитарипе гигиена условийӗсем пулманни, ҫынсем ҫавӑнпа чирлени ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Акӑ ӗнтӗ ҫулталӑк ҫурӑ ҫитрӗ вӑл ҫуралнӑ ялта пулманни.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— «Эсир килте пулманни эрне ҫитрӗ, тепӗр эрне те ирттеретӗр-и-ха кунта?» — тесе калаҫса тӑратчӗ, Ывӑлне салтака ӑсатсан, тепӗр уйӑх пек ҫеҫ ӗҫлерӗ Пахом Петрович тракторпа.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Темиҫе кун хӗвел пӑхам пек турӗ те, скверсемпе урамсенче — нихҫан пулманни — самай шултра капансем ӳссе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗлме (2022 ҫулта – 28,96 млн тенкӗ пухӑнса кайнӑ парӑм, 22 организацире лару-тӑру аванах пулманни сисӗннӗ).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Ку ӗҫ пирки хӑйӗн пӳлӗмӗнче калаҫасшӑн пулманни те шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Асӑннӑ кунсенчи плансене асӗнче тишкерсе тухрӗ те, ҫамрӑк ӗҫчен вӑл тапхӑрта ӗҫре пулманни йывӑрлӑх кӑларса тӑратманнине ӑнкарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Унччен хӗсметре пулманни те нимех мар, кашнинех пӗр-пӗр специальноҫе вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ун чухне шӑрпӑк ҫукки те ҫӑкӑр-тӑвар ҫителӗклӗ пулманни пекех тарӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халӗ вӗсемшӗн чи начарри — ҫарпуҫӗ пулманни.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нихҫан та куҫ тӗлне пулманни те, палла-тӑран та килсе тӑвӑлнӑччӗ унта.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пӗрисем ӑна тиркесе малашнехи пирки каласа паракан тенӗ, теприсем вара ҫӗр чӗтренӗвӗ пулассине ҫирӗплетекен фактсем пулманни пирки пӗлтернӗ.

Одни пренебрежительно назвали его прорицателем, а другие сообщили, что не было зафиксировано предвестников землетрясений.

Турцире ҫӗр чӗтренӗвӗ пуласси пирки малтанах систернӗ ӑсчах ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫейри Инҫеттухӑҫра та ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки каланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34383.html

Паллах, начальствӑпа хирӗҫнӗ вӑхӑтра эсир, комсомолецсем, унта пулманни питех те начар.

Конечно, очень плохо ребята, что во время столкновения с начальством вы, комсомольцы, не присутствовали.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фабиан господинӑн юлашки вӑхӑтра кӑмӑл пӑсӑлма нимӗнле сӑлтав та пулманни ҫинчен те каласа хӑвармалла.

Нужно сказать, что у господина Фабиана последнее время было неплохое настроение.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унччен ҫак документсем пулманни транспорта тата ун валли кирлӗ инфратытӑма ҫӗнетмелли федераци программисене хутшӑнма май памастчӗ.

Их отсутствие ранее не позволяло включиться в федеральные программы обновления транспорта и сопутствующей инфраструктуры.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Тарҫӑ хӑйпе калаҫасшӑн та пулманни пуян арман хуҫи ывӑлне вӗчӗрхентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хусанта пулманни нумай-нумай пулать.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех