Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пахчине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такӑрлатнӑ сукмакпа ҫӗрулми пахчине кӗрсе кайрӗ, кӑларма пуҫланӑ йӑран айне пӗшкӗнсе пӑхрӗ те калак туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Яла кӗмесӗр, анкартисем хыҫӗпе, Сӑвӑр пахчине ҫитсе, ҫырла йывӑҫӗсем хушшине ҫаксене пушатса, пытарса хумалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Фермӑран тухсан, Нагасова мана колхоз пахчине ҫитсе курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кусем виҫҫӗшӗ те антоновка, хӗрӗх ҫиччӗмӗш ҫулта лартнӑскерсем, — улмуҫҫисенчен пуҫлать пахчине кӑтартма Тимофей Иванович, — уйрӑлса тухрӑм та чи малтан сад ӗрчетме пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Унтан хӑна килес умӗн пахчине хӑйех шӑлса тасатнине аса илет те, килхушшине кӗрсе, виҫӗ-тӑватӑ турпас ывӑҫласа тухать, вӗсене сӗтел ури айне чикет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Вӗҫсе пычӗҫ те сан пата пирӗштисем, хулран ҫӗклесе шыв урлӑ каҫарчӗҫ, тӳрех пӑҫмах пахчине кайса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Пуп пахчине ҫитсе кӗрсен, Лукарье тӑпах чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сахар тек калаҫса тӑмарӗ, пуркине хул хушшине хӗстерсе, пахчине кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмне асӑрхасан, Сахар кӗленчипе черккине хӑвӑрт шкапа лартрӗ те, сӑмах та чӗнмесӗр, малтан картишне, унтан пахчине тухрӗ, мунчи еннелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑлтӑр пахчине те туххӑм Савнипе куран ҫитсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Ҫавӑтӑнса сад пахчине тухар-и, Асамлӑ шӑпчӑк юррине тӑнлар-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫурта ҫутса ларам-и? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 18 с.

Ача пахчине 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ.

Детский сад должен был заработать еще в сентябре 2021 года.

Ача пахчине... ачасене кӗртмен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33596.html

«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине тӳре-шарапа фотографсене ҫеҫ кӗртнӗ.

Как сообщается на форуме «Насвязи», в само здание детского сада при этом пустили только чиновников и фотографов.

Ача пахчине... ачасене кӗртмен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33596.html

Выляма урама тухать-и Ваҫук, шкул пахчине ӗҫлеме каять-и е колхоз хирне пучах пухма утать-и — Кампур Ваҫукпа пӗрлех, унтан пӗр утӑм та юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Асаттене, колхоз пахчине хурал тӑма, шанчӑклӑ тус пултӑр, — терӗ вунӑ ҫулхи Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Касак Ваҫҫи те ав Энӗш хӗрринчи пахчине тӑватӑ капан утӑ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мултта унӑн пахчине чиркӳ лартма йышӑннине пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр кунах вӗсем старостӑпа Мултта пахчине шӑтӑк чавма хушаҫҫӗ, унта пысӑк йывӑҫ хӗрес лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катмаклӑ хӗрарӑм пахчине ӗҫлеме кӗчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп пахчине Янтул вӑрман енчен каҫса кӗчӗ.

В поповский огород Яндул вернулся прежним путем — со стороны леса.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех