Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манас (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗссипе каласан, манас тенӗччӗ ӗнтӗ эпӗ ӑна, анчах ҫук, мантармасть, хӑй ҫинчен аса илтерсех тӑрать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пыл хуртне тухсан, Маринен пуканелле, шакӑлла, туйла выляма манас пулать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Вӑл каҫа ниҫта та, нихҫан та манас ҫук!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл тек выртаймарӗ, хурлӑхлӑ аса илӳсене манас тесе, хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, ҫӑвӑнчӗ, тумланчӗ, сӗтел ҫинче сапаланса выртакан хутсене пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кану пирки халь, ҫур аки ҫитсен, манас пулать пирӗн.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каччӑ чухнехи пурнӑҫа нихҫан та манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тата ҫакна та манас пулмасть, Григорий Петрович.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ унӑн пурнӑҫне пӗтӗмпех пӗлместӗп, анчах вӑл хамӑра пулӑшнине нихҫан та манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗмӗр манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ те манман-ха, час манас та ҫук «шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрне».

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Андриян Николаевӑн чун хавалӗ питӗ ҫирӗп, вӑл чӑтӑмлӑ, хӑюллӑ, ҫав вӑхӑтрах питӗ сӑпайлӑ ҫын пулнӑ, – чӑваш ҫӗрӗ ӳстернӗ тӗлӗнмелле ҫынна ентешӗсем нихӑҫан та манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

— Ӑна виличчен те манас ҫук-ха…

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ҫын ячӗсем унӑн чӗрине тарӑн кӗрсе юлнӑ, вӗсене мӗн виличчен те манас ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле пуҫланнине Настаҫ кинеми те, эпӗ те нихӑҫан та манас ҫук, мӗншӗн тесен питӗ кулӑшла пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Манас марччӗ-ха, паян хытарасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Килте эпӗ ӑна якатрӑм, тетрадь пек хутлатса ҫӗлерӗм, вара учительница ӑнлантарса панӑ сӑмахсене манас мар тесе, ҫав хаҫат ҫине ҫырса пыра пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хам виличчен те манас ҫук ҫав вырӑс ҫыннине.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрре курас пулсан эс ӑна ӗмӗрне манас ҫук, Вася!

Эх, увидел бы ты ее хоть раз, Вася, вовек бы не забыл!..

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пупа та манас мар.

— Попа тоже не забывайте.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Ҫавна пула чӑтса ирттернӗ намӑса Янтул виличчен те манас ҫук.

…Чувство стыда, какое он тогда испытал, Яндул, кажется, не забудет до конца своих дней.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех