Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче, ним йӗркесӗр ещӗксем; машинӑсем, темле кустӑрмасем, аристонсем, глобуссем купаланса тӑраҫҫӗ, сентресем ҫинче пур ҫӗрте те металран тунӑ тӗрлӗ тӗслӗ япаласем выртаҫҫӗ, стенасем ҫинче темӗн чухлӗ сехетсем маятникӗсемпе сулкаланса тӑраҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Машина уйрӑмӗнче кустӑрмасем ҫаврӑннине тата шатунсем шуса ҫӳренине каҫса кайсах пӑхса тӑнӑ.Как заворожённая смотрела на движения шатунов и колёс в машинном отделении.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лаша ури сасси ҫеҫ тата тикӗтленме ӗлкӗреймен е ҫӗрлехи тӗттӗмре лайӑх сӗреймен кустӑрмасем чӗриклетни ҫеҫ кӑшт илтӗнет.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Уезд хулин урамӗсем тӑрӑх ҫил кустӑрмасем чӗриклетнӗ сасса салатса ҫӳренӗ, ялсене ӗҫлеме каякан арҫынсемпе хӗрарӑмсен хаваслӑ юрри илтӗнсе тӑнӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чулсем ҫинче сиккелесе пыракан урапа хыҫӗнче йывӑр кустӑрмасем кӑлтӑртатни илтӗнет тата ылттӑн пек тусан парӑлтатса юлать.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кустӑрмасем тӗнӗл таранах пылчӑк ӑшне кӗрсе ларнӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кустӑрмасем кӗмсӗртетнине тата лавҫӑ кӑшкӑрашнине кӗтӳҫӗ тимлесех итлеме пуҫларӗ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Акӑ кустӑрмасем ҫӗре перӗнчӗҫ, самолета стоянка еннелле пӑратӑп.
19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Донбасри хӑмӑр-хӗрлӗ йывӑр тусан, пиншер урасемпе кустӑрмасем ҫӗкленӗскер, чул хӳме пек ҫӗкленсе тӑрать, хӗвеле хупӑрлать, ҫынсен пичӗсене хупласа хурать, ҫӑвара типӗтет, куҫсене курми тӑвать, шӑлсем ҫинче кӑчӑртатать.
Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӑл палӑратчӗ ҫав, — унӑн лашисем чупмастчӗҫ — вӗсем тулхӑрса, кӑвак ҫилхисене вӑркӑштарса вӗҫетчӗҫ, кустӑрмасем айӗнчен пылчӑк сирпӗнсе ҫуртсене варалатчӗ…
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Темле кустӑрмасем ҫаврӑнаҫҫӗ, ман пуҫ тӑрринчех темскер ухлатать.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Иван Иванович картиш тӑрӑх иртрӗ; картишӗнче Иван Никифоровичӑн ал вӗҫҫӗн ҫитерсе усракан инди кӑвакарчӑнӗсем нумай, арбузпа дыня хупписем пур, тӗл-тӗл ешӗл курӑк ӳсет, ваннӑ кустӑрмасем, пичке кӑшӑлӗсем тӗрлӗ ҫӗрте курӑнаҫҫӗ, ҫавӑнтах хура кӗпеллӗ ача йӑраланать — шӑпах ӗнтӗ художниксем юратакан картина.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Темӗнле ҫупа сӗрнӗ хура кустӑрмасем тӑрӑх трос чупать, кустӑрмисем вара ҫав-ҫавах ҫаврӑнаҫҫӗ те ҫаврӑнаҫҫӗ, троса хуса ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ тейӗн.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Нумай ҫынлӑ Нева урамӗ хыҫа юлчӗ; кунта пур ҫӗрте те — ҫутӑпа ҫӑвӑнакан пин-пин чӳрече, вутлӑ сас паллисем, ҫӗмренсем, пӳрт тӑррисем ҫийӗн ҫаврӑнакан кустӑрмасем.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Карап ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ кустӑрмасем ҫаврӑнаҫҫӗ, мачта ҫинче пралук ҫӳҫ хускалма пуҫларӗ.На корабле завертелись цветные колёса, зашевелились проволочные волосы на мачте.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ ӗнтӗ эпир хуларан тухрӑмӑр; пылчӑклӑ ула-чӑла урамсем, хӑлхана ҫуракан йӑлӑхтаруллӑ шӑв-шав анлӑ уйсемпе тусанлӑ ҫул тӑрӑх кустӑрмасем ҫемҫен кӑлтӑртатса пынипе улшӑнчӗҫ; ман тавра пур енче те ырӑ шӑршӑллӑ ҫурхи сывлӑш анлӑ ирӗклӗхре чӳхенме пуҫларӗ; ҫакӑнта ҫеҫ эпӗ юлашки икӗ кун хушшинче мӗн курни-илтнипе ирӗклӗ пурӑнма пуҫланин тыткӑнӗнчен хӑтӑлса, хама хам алла илтӗм, унсӑрӑн чӑлханса кайма пуҫланӑччӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Катя урапа ҫинче манпа юнашар ларать, вӑл хӑйӗн чипер пуҫне уснӑ та кустӑрмасем айӗнче шӑвӑнса тӑрса юлакан тусанлӑ ҫула пӑхса пырать.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кустӑрмасем кӑлтӑртатнин тата хӑнкӑрмасем хӑнкӑртатнин пӗр евӗрлӗ шӑвӗ ҫул ҫывӑхӗнчех тӑрӑлтатакан тӑрисен юррисене хупласа хураймасть.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ангелина Семёновна каллех урапа ҫине хӑпарса ларчӗ, лавҫӑ лашине чӑпӑрккапа ҫапрӗ — кустӑрмасем чӗриклетсе кайрӗҫ те, Ангелина Семёновна урисем урапа ӳречине перӗнсе шаклатрӗҫ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вагон майӗпе сулкаланать, кустӑрмасем шакӑлтатаҫҫӗ, часах пӗр пек тикӗс, ыйхӑлаттармалла шакӑлтатнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те юлмасть…
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.