Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсне (тĕпĕ: курс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ: «Клим курсне тыт» тесе вуларӗ, ӑшшӑн кулса шурӑ шӑлӗсене кӑтартрӗ.

Тот прочел: «Держи курс на Клима…» — и вспыхнул белозубой улыбкой.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан, Марина радистсен курсне пӗтернӗ, вара ӑна пирӗн отряда янӑ.

Когда началась война, Марина окончила курсы радистов и была направлена в наш отряд.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫак хӗрарӑм пысӑк завод хуҫи пулнӑ, вӑл ҫуртсем, лашасем тытнӑ, акушеркӑсен курсне валли пиншер тенкӗ укҫа панӑ, анчах та хӑйне кӑштах ачашлама вӑл ыйткалакан пек тархаслать.

Эта женщина была хозяйкой большого завода, имела дома, лошадей, давала тысячи денег на акушерские курсы и, как нищая, просила милостыню ласки.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Евреинов мана Хусанта хам патра пурӑнатӑн, кӗркуннепе хӗл вӑхӑтӗнче гимнази курсне вӗренсе пӗтеретӗн, «хӑш-пӗр» экзаменсене паратӑн (вӑл ҫавӑн пекех — «хӑш-пӗр» тесех калатчӗ), университетра сана хысна стипендине параҫҫӗ, вара пӗр пилӗк ҫултан эсӗ «учёнӑй» пулатӑн, тетчӗ.

Евреинов говорил, что в Казани я буду жить у него, пройду за осень и зиму курс гимназии, сдам «кое-какие» экзамены — он так и говорил: «кое-какие», в университете мне дадут казённую стипендию, и лет через пять я буду «учёным».

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл парти обкомӗ Сума хулинче туса ирттернӗ минёрсен курсне кӑштах ҫӳрекеленӗччӗ.

 Он участвовал в нескольких занятиях по минному делу, организованных в Сумах обкомом партии.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пиртен чылай инҫе-ха, ҫапах та вахта начальникӗ командира пӗлтерчӗ, карапӑн курсне улӑштарчӗ — миноносец ҫав минӑна тупӑпа персе аркатас тӗллевпе аяккалла каять.

Расстояние порядочное, однако вахтенный начальник доложил командиру, переменил курс — миноносец отходит подальше, чтобы расстрелять ее.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лекцисене пурте пӗр сиктермесӗр ҫӳреме пуҫласан, физика профессорӗ хӑйӗн курсне вӗҫлесе экзаменччен сывпуллашсан, студентсем тетрачӗсене пуҫтарса ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хатӗрленме пикенсен, хатӗрленме кирли ҫинчен эпӗ те шухӑшласа илтӗм.

Когда уже все начали ходить аккуратнее на лекции, профессор физики кончил свой курс и простился до экзаменов, студенты стали собирать тетрадки и партиями готовиться, я тоже подумал, что надо готовиться.

ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Саккӑр пӗтернӗ-пӗтерменех колхоз урлӑ пахчаҫӑсен ҫулталӑклӑх курсне вӗрентсе килтерет те ӑна — сада.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн-ха ӗнтӗ тӑвӑн, ирӗксӗрех университет курсне хӑй тӗллӗн вӗренме тивет.

Ну что ж, придётся самому изучать университетский курс.

Кокушкинӑри ирӗксӗрлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Кӗҫех Аньӑн Петербурга хӗрарӑмсен аслӑ курсне таврӑнмалла.

Скоро Ане возвращаться в Петербург на Высшие женские курсы.

Ашшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Сад ӗҫне вӗренес вырӑнне вара вӑл милосерди сестрисен курсне кайнӑ.

И вместо этих самых садов пошла она на курсы сестёр милосердия.

Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.

Пӗчӗк Нинӑна саниструкторсен курсне кайма путевка панӑ.

Маленькая Нина получила путёвку на военные курсы санинструкторов.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансанах, государственнӑй экзамена хатӗрленме пӑрахса, ашшӗ-амӑш ирӗклӗхне хирӗҫлесе, медсестрасен курсне вӗренме кӗнӗ.

Вопреки воле родителей, в начале войны она отложила подготовку к государственным экзаменам и пошла на курсы медицинских сестёр.

Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.

— Сахалина ҫитиччен вӗҫнӗ те, кунта вӗҫме тата ҫӑмӑлтарах: компас курсне виҫҫӗр градус ҫине кӑна ларт.

— На Сахалин летал, а тут гораздо проще; поставь компасный курс на триста двадцать градусов.

«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Полярти наукӑсен курсне вӗренетӗп.

— Прохожу курс полярных наук.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Александра Андреевна медсестрасен курсне кӗчӗ.

А Александра Андреевна поступила на курсы медсестер.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Женя, переводчиксен курсне ҫырӑнса, справка илет те яла каять.

Женя быстро оформилась на курсах переводчиков, получила соответствующую справку и отправилась в деревню.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вильбур шкулӑн аслӑ класӗсенче виҫҫӗмӗш курсне пӗтерсе пынӑ, Орвильӑн вӑтам шкулта пӗр ҫул вӗренмелли юлнӑ.

Вильбур заканчивал трехгодичный курс старших классов школы, а Орвиллю оставалось проучиться еще год в средних классах.

4. Хут ҫӗленсем, бейсбол, шинни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вунсакӑр ҫулта вӑл гидрографсен курсне лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтерчӗ, уйрӑммӑн ирӗк панипе диплом илсе, Джемс Уэлдонӑн карапӗсенчен пӗрин ҫинче капитан пулма хатӗрленчӗ.

В восемнадцать лет он уже с отличием окончил гидрографические курсы и, получив по специальному разрешению диплом, готовился вступить в командование одним из кораблей Джемса Уэлдона.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку хӑрушӑ, вара Дик Сэнд, ҫил унчченхи пекех хыҫалтан хӑвалатӑр тесе, карап курсне тӑватӑ румб чухлӗ улӑштарчӗ.

Это было опасно, и Дику Сэнду пришлось, спасаясь от этих коварных ударов волн, изменить курс на четыре румба, чтобы ветер по-прежнему дул в корму.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех